Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмӑҫ the word is in our database.
юмӑҫ (тĕпĕ: юмӑҫ) more information about the word form can be found here.
Кирек мӗнле юмӑҫ карчӑк та пысӑк вӗреннӗ ҫынран хисеплӗрех пирӗн.

Любая знахарка у нас более почитаема, чем высокообразованная женщина.

Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Эсир мӗн юмӑҫ карчӑкӗсем мар пуль-ҫке?

— А вы что за ворожейки такие?

39 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Юмӑҫ пек тет.

И йомзя…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пуҫна юмӑҫ пек сулкаласа тем пӑхатӑн-ха тата, — ҫакӑн евӗрлӗ саламлӑ сӑмахпа кӗтсе илчӗ ӑна Ӑлапа Велюшӗ.

Еще головой покачивает, будто йомзя какой! — «поприветствовал» старика Алаба Велюш.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ял халӑхне ҫав юмӑҫ хӑй час шутлама пултарнипе шалт тӗлӗнтерсе хӑварчӗ.

А еще он удивил тогда всю деревню тем, что очень быстро считал в уме.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Виҫӗмҫул пӗри ҫапла таҫтан Утламӑша килнӗ те «чарсламан кӗнекипе» юмӑҫ пӑхса ҫӳретчӗ.

Шерккею вспомнился один шарлатан-йомзя, невесть откуда забредший в Утламыш в позапрошлом году.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ытах мӗскер пакӑлтатас, юмӑҫ пӑхнӑ евӗр?

Впрочем, что ж болтанье! Спиритизма вроде.

Юбилей сӑвви // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 36–47 с.

Зойӑна Врубель ӳкернӗ юмӑҫ карчӑк ӑҫта кайсан та ун ҫинелле пӑхни тӗлӗнтерчӗ.

Зою поразило, что Врубелева гадалка не сводит с нее глаз, куда бы она ни отошла.

Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Алиме юмӑҫ сӑмахне итлет-итлет те пуҫне сулкалать: кунта мӗн каланине пӗтӗмпе асра тытаяс та ҫук.

У Алиме уже голова пошла кругом: она не в силах запомнить все, что присоветовала ей Шербиге.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кантюк ӗлӗкхи чӑваш йӑлипе мӗн те пулин ирттерме ӑс ҫитереймӗ-ши тесе канаш пачӗ юмӑҫ.

Небось у Кандюка хватит мудрости припомнить древние чувашские обычаи, чтоб помин справить?

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккее те ун пекех хӑртса пӗтермен пуль-ха, хӑй килӗнчен тухмасть пулсан, юмӑҫ патне те пурӑнмаллипех куҫман пуль-ха тесе шухӑшларӗ Алиме.

Потому Алиме не поверила ни одной сплетне и решила все-таки сходить к Шербиге.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Теприсем тата Шерккей кашни каҫ юмӑҫ патне ҫӳрет теҫҫӗ, ӳлӗмрен ҫӳрес йӗркене пӗлтӗр тесе хӑйсем патӗнчен пуҫласа мӗн Шерпике патне ҫитичченех улӑм сарса тухнӑ теҫҫӗ.

Другие судачили, будто Шерккей каждую ночку заглядывает к знахарке, а чтобы не заблудиться ночью, от самого своего дома до избенки Шербиге набросал на дорогу соломы.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерпике ҫинчен ялта ҫак кунсенче темле сӑмах ҫӳрет: Шерккей урҫа, имӗш, ун патне пурӑнмаллипех куҫнӑ пулать, пур пек тыррине те юмӑҫ патне турттарса кайнӑ, тет те, миххисене шанчӑклӑ ҫыхайман, тет, тыррине ҫул варрипе-мӗн Шерпике патне ҫити тӑкса пынӑ, тет, ҫав тырра халь те пулин ял чӑххисем сӑхса пӗтереймеҫҫӗ, тет.

А про Шербиге к тому времени по деревне уже гуляли всякие были и небылицы: одни говорили, что вдовец Шерккей со всем своим скарбом переехал к ней в дом и хлеб весь перевез, а по дороге из дырявого мешка зерно- то высыпалось, и до самого дома Шербиге за ним пролегла хлебная стежка — куры клюют не склюют зерно по сей день.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак йӗркесӗр юмӑҫ патне ҫулӑхиччен, пӗр-пӗр ҫӗрте вӑл халран кайса ӳкиччен хӑма ҫурнӑ пулӗччӗ, ҫавӑ та уншӑн ҫӑмӑлтарах пек туйӑнчӗ.

Эх, и понесло же его к этой непутевой знахарке, нет бы где-нибудь наняться пилить доски до седьмого пота, это для Шерккея было бы гораздо легче, чем сидеть сейчас здесь и выслушивать бредни этой бездельницы!

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Илтессе ҫав сӑмаха ҫынран кӑна илтрӗ-ха вӑл, мӗншӗн аплах мӑшкӑлланине пӗлесшӗн пулчӗ те пӑхма ҫук вӑтанчӗ, ҫӗр минне анса каясса ҫитрӗ: юмӑҫ патне лаша утланса кайнӑ пулать те, лашине хапхаран мар, крыльцаран утланса тухнӑ, теҫҫӗ.

Расспросить, за что ему навесили такое прозвище, он постеснялся, но потом все же узнал: люди, оказывается, видели, как он когда-то поскакал верхом на лошади к йомзе и выехал не через ворота, а через сени и крыльцо.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Юмӑҫ тавраш чӗнтермерӗ вӑл, Тухтара.

Но не стал приглашать знахарей, Тухтара.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Юмӑҫ вӑл.

Она ведь колдунья.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Юмӑҫ, ӑна-кӑна ӑнкараймасӑр, ни малалла иртеймест, ни каялла чакаймасть.

Знахарка в растерянности молчала, не решаясь ступить ни вперед, ни назад.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра (темӗн кирлӗ пулнӑ тата?) Шерпике юмӑҫ Элентейсем патне пӗр кӗтмен ҫӗртен пычӗ кӗчӗ.

В это время неожиданно отворилась калитка, и во двор Элендея — и зачем только ее черт принес! — вошла знахарка Шербиге.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентее вӑл Селиме амӑшӗн сӑмахӗсене кала-кала кӑтартрӗ, Шерпике юмӑҫ кӗркунне Селимесем патӗнче мӗн хӑтланнине те асӑнчӗ.

Рассказал он Элендею и о том, какой спектакль устроила осенью в доме Шерккея знахарка Шербиге.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed