Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши?
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Вӑл шӑл йӗрсе ҫӳреме епле хӑять-ха?» — шухӑшларӑм эпӗ.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Вӑт ухмах, — шухӑшларӑм эпӗ ун ҫинчен: — каҫа хӑйӗн кӑмӑллӑ тӑванӗсемпе ирттерме пултарать вӗт-ха, — вӑл пур, ларать ҫак выльӑхпа; халӗ ӗнтӗ вӑхӑт иртсе пырать, хӑна пӳлӗмне каймашкӑн кая юлатпӑр», — ҫапла шухӑшланӑ май эпӗ креслӑн пӗр хӗрринчен хамӑн тусӑм ҫине пӑха-пӑха илтӗм.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗншӗн никам та хӑйне кичем тесе шухӑшлама хӑймалла маррине палӑртакан сӑн тумалла-ха», — шухӑшларӑм эпӗ Дмитрий пирки хам ӑшра, пӗр сӑмах чӗнмесӗр кресло ҫинче тикӗссӗн ярӑннӑ май.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ытла та лайӑх хӑна! Лар унпа!» — шухӑшларӑм эпӗ; тарҫӑ чей илсе килсен, Дмитрин стакан тытма Безобедова пӗр пилӗк хут сӗнмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен хӑюсӑр хӑна пӗрремӗш стакан хыҫҫӑн та, иккӗмӗш стакан хыҫҫӑн та урӑх ӗҫме килӗшмессине тата «хӑвӑр ӗҫӗр» тесе калассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутларӗ, Дмитрий хӑйне ирӗксӗрлесе пулас, хӑнана калаҫупа йӑпатрӗ, ку калаҫӑва мана та хутшӑнтарасшӑн кӑлӑхах темиҫе хут та хӑтланса пӑхрӗ.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫул ҫинче мӗнле май килет, ҫапла шухӑшлама тытӑнтӑм вара эпӗ вӑл хӗр ҫинчен — пӗр ҫыхӑнусӑр-мӗнсӗр, ҫапах та ҫивӗччӗн шухӑшларӑм, яла ҫитсен килти ҫынсем умӗнче, уйрӑмах Катенька умӗнче икӗ кун хушши темӗншӗн хурлӑхлӑ та шухӑшлӑ пек ҫӳреме шут тытрӑм, Катенькӑна эпӗ унашкал ӗҫсене лайӑх пӗлекен хӗр вырӑнне хуратӑп, ҫавӑнпа ӑна хамӑн чӗре мӗнле туйӑмсемпе тапни ҫинчен систерсе каларӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗлӗнмелле, тепӗр тесен — шухӑшларӑм эпӗ, — юрататӑп пулин те, пач манса кайнӑ-ҫке ҫавӑн ҫинчен; манан ҫав хӗр ҫинчен шухӑшлас пулать».«Однако странно, — подумал я, — что я влюблен и вовсе забыл об этом; надо думать об ней».
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑн пек пулмалла та, — терӗм эпӗ йӑл кулса, ҫав вӑхӑтра хам: унӑн йӑмӑкне качча илсен лайӑх пулӗччӗ, — тесе шухӑшларӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн кӑштах пӗкӗрӗлчӗкрех ҫурӑмӗ ҫине тата вӑл ҫӗре ҫитиех тайӑлса пуҫ тайнӑ чух ман умма темле пӑхӑнуллӑраххӑн курӑнакан путушӗ ҫине пӑхса, эпӗ Дмитрие халичченхинчен те вӑйлӑрах юратма пуҫларӑм, хам пӗрехмай ҫапла шухӑшларӑм: «Хамӑрӑн йӑмӑксем пирки эпӗ мӗн шутлани ҫинчен ӑна каламалла-ши е ҫук-ши?»
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Чи малтан, вӑл илемлӗ мар, — шухӑшларӑм эпӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл ахаль хӗр ҫеҫ, ҫитменнине тата эпӗ унпа ытла та яланхилле паллашрӑм; лешӗ тӗлӗнмеллескер пулать, эпӗ ӑна ӑҫта та пулин тӗлӗнмелле вырӑнта тӗл пулатӑп; унсӑр пуҫне тата ку ҫемье мана хам халиччен нимӗн те курманнипе кӑна килӗшет, — вӗҫлерӗм хам шухӑша, — унашкаллисем, ахӑртнех, яланах пулаҫҫӗ, вӗсене эпӗ пурнӑҫра питӗ нумай тӗл пулӑп».
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Нивушлӗ ку хӗр… лешӗ? — шухӑшларӑм эпӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Шел, мӗншӗн эпӗ юратса пӑрахма ӗлкӗрнӗ-ха, — шухӑшларӑм эпӗ, — Варенька мӗншӗн Сонечка мар-ши; сасартӑк ҫак ҫемьери йыша хутшӑнма мӗн тери ырӑ пулмалла: вара манӑн тӑруках анне те, аппа та, арӑм та пулӗччӗ».
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Вӑл ман ҫинчен калаҫасшӑн, ахӑр, — шухӑшларӑм эпӗ пӳлӗмрен тухнӑ май, — эпӗ питӗ, питӗ ӑслӑ йӗкӗт пулнине пӗлтересшӗн пулмалла».
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Monstre de perfection — ку питӗ лайӑх, астуса юлас пулать», — шухӑшларӑм эпӗ.«Monstre de perfection — это отлично, надо запомнить», — подумал я.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗнех-ха вара, — шухӑшларӑм эпӗ, хама хам лӑплантарса, — эпир, икӗ чӑн-чӑн тус, фаэтонра ларса пыруҫӑн хамӑрӑн пулас пурнӑҫ ҫинчен калаҫни нимех те мар.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мӗн тери ӑшӑ кӑмӑллӑ пулсан та, хам ҫапла шухӑшларӑм: эпӗ унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ун кӑмӑлне килмест, ҫакна палӑртасшӑн мар пулнипе кӑна ачашлать пулас мана.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Тухса кайма халь лайӑх мар, вӑл йӗнинчен тарнӑ пек пулать», — шухӑшларӑм эпӗ малалла.«Уйти же теперь неловко, — как будто я бегу от ее слез», — продолжал думать я.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Нивушлӗ эпӗ ҫав тери мӗскӗн сӑнлӑ? — шухӑшларӑм хӑм, — эпӗ мӗн тӑвассине пӗлес шутпа вӑл юри йӗренҫи тумасть-ши?»
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтан эпӗ ӑна хӗрхентӗм, унтан ҫапла шухӑшларӑм: «Лӑплантармалла мар-ши ман ӑна, епле лӑплантарма пулать-ши?», юлашкинчен, вӑл мана ҫакнашкал йӗп ҫинчи пек лармалла тунӑшӑн эпӗ кӳрентӗм те.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Акӑ эпӗ юратса пӑрахрӑм та ӗнтӗ», — шухӑшларӑм эпӗ, хамӑн тӑрантас ҫинче малалла ҫул тытса.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.