Шырав
Шырав ĕçĕ:
А эсӗ ху шуралса, кӑвакарса кайнӑ.
15 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ун пит-куҫӗ шуралса кайрӗ, — типӗ тутипе питҫӑмартийӗсем ҫул тусанӗ пуснӑ пек курӑнма тытӑнчӗҫ.Лицо у него было серое — сухие губы, щеки и лоб как будто покрылись дорожной пылью.
14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ун кӑвакарса кайнӑ пичӗсем тӑрӑх шултра тар тумламӗсем юхса анчӗҫ, пичӗ ҫинчи пысӑк ҫӗвӗкӗ шуралса кайрӗ, куҫхаршисем пӗркеленчӗҫ.По багровым щекам его катились крупные капли пота, глубокий шрам побелел, брови сдвинулись.
14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Кун-та, куратӑр-и, унӑн сийӗ шуралса кайнӑ — хӑйӑр ӑшӗнче миллионшар ҫул выртнине пула ӑна та хӑйӑр ҫинӗ.А тут, видите, поверхность стала матовой — она изъедена песком за миллионы лет лежания в породе.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Давыдов шуралса кайрӗ, тута хӗррисене мӗлт-мӗлт сиктеркелерӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Шуралса кӑвакарнӑ Коппелиус, ураран урана аран-аран ирттеркелесе, каялла трюма кайнӑ.
Петр маневрӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Пӗр самантрах Швеци карапӗсем шурӑ тӗк кӑларнӑ пек шуралса лараҫҫӗ.Шведские корабли в одно мгновение покрылись белым опереньем.
Петр маневрӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Змаевич шуралса кайнӑ: — Ниепле те иртсе кайма ҫук, — тесе ответленӗ.
Хӑрушӑ хыпарсем // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Вербовка тӑвакан пайра доброволецсене час-часах вӑтам пӳллӗ, пӗчӗк хура сухаллӑ, шуралса кайнӑ, хыткан пит-куҫлӑ ҫын йышӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пӑлансен ҫурӑмӗсем, вӗсем ҫине тиенӗ япаласем, ҫынсен хулпуҫҫийӗсемпе ҫӗлӗкӗсем юр вӗҫтернипе шап-шурӑ шуралса ларнӑ.Спины оленей, вьюки на них, плечи и головные уборы людей — все побелело от снега.
Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.
Кӑвакарса кайнӑ питҫӑмартийӗсем самантрах шуралса ларчӗҫ.
Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.
Тӳпе те шуралса килме пуҫларӗ ӗнтӗ, шурӑмпуҫ килесси те нумай юлмарӗ.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Унӑн ҫӳҫӗсем шуралса кайнӑ, сӑнне пӑхсан ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ пек туйӑнчӗ.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
…Шуралса, начарланса кайнӑ Зоя пирӗн пата тухрӗ, анчах куҫӗсем унӑн халичченхи пекех ҫиҫсе тӑраҫҫӗ.… Зоя вышла к нам побледневшая, похудевшая, но глаза у нее так и сияли.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл ҫапла калани мана лӑплантарчӗ теме пултараймастӑп, мӗншӗн тесен Анатолий Петрович ҫав тери шуралса кайнине, сасартӑк куҫӗсем путса кӗнине курсан, нумайранпа чирлесе выртнӑ пек туйӑнса кайрӗ.
Xуйxӑ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Кулленхи пекех, хӗвел шуралса тухрӗ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Улма ҫулҫи пӗтӗрӗнет, ҫумӑр пуласса ҫитес кунсенче кӗтме ҫук: хӗвел яланах шуралса анать.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюк пӗрре шуралса та тепре кӑвакарса каять, мӗн тӑвӑпӑр та мӗн тӑвӑпӑр тесе, мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те ахлатса тарӑхма тытӑнаҫҫӗ.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шурӑмпуҫ килет шуралса — Селиме урӑх килес ҫук; вӗҫен кайӑк, кӗрхи кунта вӗҫсе кайса, ҫурхи кунпа вӗҫсе килӗ — Селиме урӑх килес ҫук; чӑпар куккук чӑтлӑхра авӑтса савӑнӗ — Селиме урӑх савӑнас ҫук; сарӑ шӑпчӑк сассине шӑратса юрлӗ — Селиме урӑх юрлас ҫук; ҫурхи шывсем шавлӗҫ ташласа — Селиме урӑх шавлас ҫук.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫакна эпӗ капралӑн тӑвӑлса ҫитнипе хӗрелнӗ пит-куҫӗ сасартӑк шуралса кайнинчен, калаҫнӑ чухне вӑл такӑнма пуҫланинчен, ҫапла туса вӑл итлекенсене пурне те тӗлӗнтерсе янинчен (пӳлӗмре вӗсем саккӑрӑн пулчӗҫ, иккӗшӗ капрал хыҫҫӑнах юнашар пӳлӗмрен кӗчӗҫ), юлашкинчен, вӑл манран тӳрех: — Эсӗ апла хӗрли пулатӑн-и? — тесе ыйтнинчен пӗлтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.