Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эпӗ те вӗт матрос пулнӑ, манӑн та кӑкӑр лаша пӗкки пек каҫрӑлса тӑнӑ. Эх, иртрӗҫ ҫав ҫулсем», — кулянчӗ ӑшӗнче шупка пуҫлӑ мучи.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫӳҫне те шеллемен ав, шупка тӗс кӗртнӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хура-кӑвак кӗртсем шупка шуррӑн йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ те, Гек упа тени пачах упа мар, ҫуна ҫумне кӑкарнӑ ҫӗртен вӗҫерӗнсе кайнӑ лаша ҫеҫ пулчӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Анчах эпӗ ҫулӑм ялкӑшнине кураймарӑм, тӗтӗмӗн тӗксӗм шупка пӗлӗчӗсене ҫеҫ куртӑм, унӑн куҫа ҫиекен шӑрши иртнӗ каҫах пирӗн посёлока ҫитсе ҫынсене ҫывӑрма кансӗрленӗччӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Ҫыранти тӗмсем айӗнче шыв тӗксӗм те лӑпкӑ тӑрать, вӑтаҫӗрте шыв шупка хӗрлӗ ҫутипе ҫуталса выртать, ӑшӑх, чуллӑ тӗпӗ тӑрӑх шуса, хуллен чӳхенсе юхать.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Эпӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ҫӳхе тӗтре сырса илнӗ, — ҫӗре мар, пӗлӗте сырса илнӗ; вӑл тӗтре ҫӳлте тӑрать, шупка пӑнчӑ пек уйӑх ун ҫине пырса ҫакӑннӑ пек, тӗтӗм ӑшӗнче пек курӑнать.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӑл чакнӑҫемӗн чакса пычӗ, тарантас шывран тухса ҫитӗнсе пычӗ, — акӑ ӗнтӗ кусатӑрансемпе лашасен хӳрисем те курӑнчӗҫ — акӑ ӗнтӗ вӗсем шывӑн пысӑк та вӑйлӑ пӗрчисен алмазлӑ, — ҫук алмазлӑ мар — мерченлӗ кӗлтисене уйӑхӑн шупка ҫуттинче салатрӗҫ, — лашасем савӑнса пире хӑйӑрлӑ ҫыран ҫине хавассӑн илсе тухрӗҫ те, ҫул тӑрӑх ту ҫинелле йӑлтӑртатакан йӗпе урисене пӑтраштарса илсе кайрӗҫ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Качӑртатакан хытӑ юрлӑ, йывӑҫсем ҫине йӑлтӑркка пас тытнӑ, шупка изумруд тӳпеллӗ, мӑръесем ҫивчӗ ҫӗлӗк евӗр тӗтӗмлӗ, самантлӑха уҫнӑ алӑксенчен пӑс мӑкӑрланакан сивӗ ҫанталӑклӑ, ҫынсен пичӗсене ҫыртса илнӗ пек хӗретекен, шӑнса кайнӑ лашасене вашаватлӑн чуптаракан, лӑпкӑ та уяр, шартлама сивӗллӗ шурӑ хӗл тӑрать.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑйсӑр ҫил, каврӑҫ ҫулҫисене чӑштӑртаттарса, ун витӗр ӳкекен шупка ылтӑн ҫутӑ пӑнчӑсене тӗттӗм ҫул тӑрӑх та, Фифин сарӑ ҫурӑмӗ тӑрӑх та каялла малалла хуллен шутарать.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Готически чиркӳ тӑрринчи автан шупка ылтӑнӗпе ялкӑшать, юханшывӑн йӑлтӑр хура ҫийӗнче те ҫавӑн пек ылтӑн тӗсех йӑлтӑртатса тӑрать; грифель ҫийлӗ ҫуртсен ансӑр чӳречисенче ҫинҫе ҫурта (нимӗҫ перекетлӗ!) ҫутисем вӑйсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ; чул хӳмесем хыҫӗнчен иҫӗм ҫырлин кӑтра ҫиплӗ аврисем вӑрттӑн кармашаҫҫӗ, виҫӗ кӗтеслӗ лаптӑкри кивӗ тараса хӳттинче темскер чупса иртет, сасартӑк ҫӗрлехи хуралҫӑ ыйхӑллӑн шӑхӑртни илтӗнет, ырӑ кӑмӑллӑ хураҫка ҫурма сасӑпа хӑрлатса илкелет, сывлӑш питрен ҫупӑрласах тӑрать, ҫӑкасенчен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлать, кӑкӑр ирӗксӗрех тарӑнран тарӑн сывлать, ҫавӑнпа-и тен, «Гретхен» сӑмах, — те кӑшкӑруллӑн, те ыйтуллӑн — ялан чӗлхе ҫине килет.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ун стенисене вӗтӗ кӑвак изразецсемпе витсе тухнӑ, алебастртан касса кӑларнӑ ҫӳхе юпасем мрамор маччана тӗревлесе тӑраҫҫӗ; ҫав мачча та, юпасем те витӗр кӑтартаҫҫӗ… шупка хӗрлӗ ҫутӑ пур енчен те пӳлӗме ӳкет, пур япалана та темле вӑрттӑн, пӗр евӗрлӗ тӗспе ҫутатать; тӗкӗр пек тикӗс урай варринчи ансӑр кавир ҫинче парча минтерсем выртаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ун ҫинче шупка кӑвак хурталлӑ ҫӳхе платье; унӑн вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисем икӗ питҫӑмарти хӗррипе (акӑлчанла манерлӗ) анаҫҫӗ; ҫӳҫне ҫакӑн пек турани унӑн сивӗ сӑнне килӗшет.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Каҫхи шурӑмпуҫӑн хӗрлӗ ҫути те сӳнмен-ха, хӗвеланӑҫ еннелле пӑхса ларакан ҫуртсем унӑн ӑшӑ ҫуттипе ҫуталаҫҫӗ-ха; ҫав вӑхӑтрах уйӑхӑн шупка сивӗ ҫути вӑйлансах пырать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пичӗ шӑммисем те ҫуталарах тӑраҫҫӗ, пит ҫӑмартисем шупка хӗрлӗн йӑлкӑшаҫҫӗ.Скулы блестели, и во впадинах под ними бледно вспыхивал румянец.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Федя куҫӗсем умӗнче пуш-пушӑ урам, чӳречисене хупнӑ ҫуртсем, нӳрлӗ ҫивиттисем ҫинче шупка хӗвел ҫути; Федя Голубев ниҫта та курӑнмасть.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӳпере хӑшпӗр тӗлте, шупка ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн пит-куҫӗ ҫуталчӗ, питҫӑмартисем шупка хӗрлӗ тӗспе карӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл шупка пӗлӗтсем сирӗлсе ҫӑлтӑрлӑ тӳпе кӑвакарнине пӗр чӗнмесӗр пӑхса ларчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Женьӑн тӑпра хытса ларнӑ сарлака алтупанӗ ҫине темиҫе хунартан шупка ҫутӑ ӳкрӗ.Несколько бледных лучей скрестились на больших ладонях Жени, черных от засохшей на них земли.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вагон чӳречинчен хутран-ситрен шупка ҫутӑ ӳкерекен хунарсем вӗлтлетни курӑнать.За окном изредка мелькали фонари, бросая на землю качающиеся полосы бледного света.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.