Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кил хуҫи хӗрарӑм чӗтреме пуҫларӗ, чӳрече патне ҫитсе, тула ҫутӑ ӳкесрен карнӑ каррине сирчӗ.Хозяйка встрепенулась, бросилась к окну и откинула край полога маскировки.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫавӑнпа та часах хӑй ӑна тавӑрассине туйнипе чӗтреме ернӗ кӗлеткине аран-аран чаркаласа ларчӗ.И едва сдерживала лихорадочную дрожь от предчувствия близкой расплаты…
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Те унӑн куҫне анчах курӑнчӗ, те чӑнах та станра колхозниксем пит нумай пулнӑ, — ҫынсем ҫине пӑхса илнипех хӑйӗн ӳт-пӗвӗ татах та хыттӑн чӗтреме пуҫланине туйрӗ Евсей; нумай шухӑшласа тӑмасӑр, вӑл Буланӑя карт туртса ҫавӑрчӗ те, саламатпа хистесе, хӑвӑрттӑн айккинелле пӑрӑнса, кӑтра вӑрман хупласа илнӗ пӗчӗк ҫырма еннелле чуптарса кайрӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мамочкинран вӑл вилӗмрен те ытларах хӑранӑ: лешӗ ун патнелле пӗшкӗнсенех, нимӗҫ вӗттӗн чӗтреме пуҫланӑ тата Травкин ҫине тархасласа пӑхнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫӗнӗ ҫынна сӑнӗ-питӗнчен пӑхсассӑнах, сасартӑк вӑл кӑвак куҫлӑ Шурӑ Евстигней ҫинчен аса илчӗ те, чей курки тытнӑ алли унӑн чӗтреме пуҫларӗ, сӗтел патне илсе ҫитериччен чейӗ унӑн ҫурри тӑкӑнса пӗтрӗ.
III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Ӑнланса илчӗ те ҫавӑнтах сиксе чӗтреме тапратрӗ, ҫапӑҫу пуҫланнӑранпах алӑран вӗҫертмен гранатисене, ӳкересрен хӑраса, траншея хӗрринелле хучӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Куртӑр пулӗ, мӗнле хӗрсе кайса чӗтреме тытӑнатчӗ вӑл?
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Мӗн чӗтреме пуҫларӑн ҫак эсӗ?
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Листовка Ярцев аллинче чӗтреме пуҫларӗ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нимӗҫсем ҫинчен асӑнсанах, вӑл сив чир тытнӑ пек чӗтреме пуҫлать, вырӑнтан сиксе тӑрса хӗрӳллӗн калаҫма тапратать, чышкипе сӗтеле чыша-чыша илет.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневойӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтреме тапратрӗҫ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ха, ҫураҫмалла! — Мучи кулнипе чӗтреме пуҫланӑ.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тата тепӗр сехетрен вӑл чунтан курайми ютсен аллинчи хытса ларнӑ пек пӑрланнӑ ҫӗр ҫине тухассине аса илсенех, Володя чӗтреме пуҫланӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня кӳтсех кайнӑ, чӗтреме пуҫланӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя курӑнми пулсан, Иван Гаврилович хумханнипе чӗтреме пуҫларӗ.Когда он исчез за поворотом, бедного Ивана Гавриловича начало трясти от волнения:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ пӗр аяккинчен тепӗр аяккине ҫавӑрнасшӑн пултӑм та сасартӑк чӗтреме пуҫларӑм, градусник сиксе тухрӗ те урайне шак! турӗ, — чееленет Володька.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Устенька сасартӑк пуҫне тантӑшин кӑкри ҫине хучӗ, ӑна аллисемпе ҫавӑрса илчӗ те, пӗрхӗнсе тухакан куллипе антӑхса, пӗтӗмпе чӗтреме пуҫларӗ.
XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Малтан, хӑраса ӳкнине, шанках хытать пулӗ-ха, унтан урмӑшнӑран чӗтреме пуҫлӗ, кайран вара, мортирӑран пенӗ пекех, пӗрӗхтерӗ:Наверное, сначала оцепенеет от ужаса, потом задрожит от бешенства, а потом выпалит, как из мортиры:
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Манӑн, ҫитменнине тата, ирӗклӗхе тухассишӗн, ҫав тери нумай ҫын юнне тӑкма тивет-ҫке-ха, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласанах чунӑм сиксе чӗтреме пуҫлать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑранипе чӗрем сиксе тухасла тапма тытӑнчӗ, сивӗ чир силленӗ пек чӗтреме пуҫларӑм; пуҫӑма ҫӗнӗ шухӑшсем килсе тулчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.