Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрла Хӗвел чи ҫӳле улӑхса ҫитет, ҫав самантра чи кӗске мӗлке пулать, унтан каллех вӑрӑмланма тытӑнать.
Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Америка — тӗнчипе чи лайӑх ҫӗршыв, ҫавӑнпа та ӗнтӗ Америка музыки ҫӗр ҫинче чи лайӑххи.Америка — лучшая страна мира, — вот почему американская музыка лучше всех на земле.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Рекламӑсене чи лайӑх, чи ҫутӑ сӑрсемпе ҫырмалла.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Ленин та вӗт чи ҫивӗч, чи хаяр самантсенче те лӑпкӑ, сассине ҫӗклемесӗр, тутипе те куҫӗпе е кулкаласа, тинкерсе, ҫивӗч, витӗр пӑхса, пысӑк пӳрнине пиджак ҫухин айӗнчи жилет тӳммине тытса калаҫать.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пурнӑҫри ҫак чи йывӑр вӑхӑтра вӗсем аслӑ партие хӑйсен чи ырӑ ӗмӗчӗсемпе хуйхӑ-суйхисем ҫинчен каласа пачӗҫ, хӑйсен кӗрешӳри хастарлӑхне нимӗнле инкек те хавшатма пултарайманни ҫинчен ҫирӗппӗн шантарса каларӗҫ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак вӑхӑтра, вуникӗ сехетпе виҫӗ сехет хушшинче, чи хӗрӳллӗ те хастарлӑ ҫын та сунарта ҫӳреме пултараймасть, чи шанчӑклӑ йытӑ та, куҫне чирлӗ пек хӗссе тата чӗлхине юриех тӑсса кӑларса, сунарҫӑ хыҫҫӑн сӗнкӗлтетсе пыма тытӑнать; хӑйӗн хуҫи ӳкӗтленине хирӗҫ айӑплӑ чухнехи пек хӳрипе суллать, вӑтаннӑ пек пулать, ҫапах та малалла кайма шутламасть вӑл.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Паянхи кунчченех этемлӗхӗн чи паха енӗсене — ҫепӗҫлӗхпе шеллевлӗхе, ҫав хушӑрах чӑтӑмлӑхпа ҫирӗплӗхе — пӗтӗҫтерекен медицина ӗҫченне, чи хаклишӗн — пепкене ҫут тӗнчене килме пулӑшнишӗн тав тӑваҫҫӗ.
Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii
«Ҫыннӑн чи хитре вырӑнӗ - куҫ. Вӑл сан ҫине пӑхни - пурнӑҫӑн чи лайӑх саманчӗ», - ҫакна палӑртать аниме - яппунсен аслӑ ӳсӗмри ачасемпе ҫитӗннисем валли хатӗр-ленӗ мультфильмӗсен ушкӑнӗ.
Анна Любимова: "Ҫут тӗнче илемне кашниех курайтӑр..." // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=892&text=news-publikacii
Эх, вӗресе кайрӗ курень атаманӗ Кукубенко, куренӗн чи лайӑх пайӗ ҫуккине курсан! хӑйӗн ытти незамайковецӗсемпе вӑл ҫавӑнтах тӑшман ушкӑнне шӑп варрине кӗрсе кайрӗ, ҫав тери тарӑхнипе малтан тӗл пулнине пурне те купӑстана вакланӑ пек вакласа тӑкрӗ, сӑннипе нумай юланутҫӑна лаши ҫинчен чике-чике антарчӗ, пушкарьсем патне пырса тухса пӗр туппине туртса илчӗ; курчӗ унта: умански курень атаманӗ пушкарьсемпе ҫапӑҫать, Степан Гуска чи пысӑк туппа туртса илме тӑрӑшать.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чи малтанах, унти пулӑҫсем вӑлта ҫиппи тумалли чи кирлӗ япала — лаша хӗлӗхӗ тупмалли тӗп вырӑна ҫухатнӑ.Прежде всего их рыболовы лишались основного источника добычи конского волоса для лесок.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ашшӗпе амӑшӗ хӑйне шкула чи пирвайхи хут праҫникри пек хаваслӑн леҫсе янине те, учитель хӑйне мӗнле кӗтсе илнине те, сӑмахсене чи пирвайхи хут сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пӗрлештерсе вулама тытӑннине те вӑл пӗтӗмпех астунӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чупса пырса шыв урлӑ сикмелле-и, чи тӗттӗм чӑтлӑха кӗрсе каймалла-и, чи ҫӳлӗ йывӑҫ ҫине хӑпармалла-и е тата шывра хӑлаҫланса ишмелле-и — ҫак ӗҫсене Ленька пуринчен те пултаруллӑрах тенӗ пек тунӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ ал сулсанах вӗсенчен чи илемли, пит-куҫӗпе те, йӑхӗпе те чи чиперри манӑн упӑшка пулса тӑнӑ пулӗччӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сана пула ман ума кам-кам кӑна килсе пуҫҫапмарӗ пулӗ: мӗнпур шляхсенчен чи лайӑх дворянсем, пуянран та пуян пансем, графсем тата ют ҫӗршыв баронӗсем, чи маттур рыцарьсем килсе пуҫҫапрӗҫ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эсӗ пирӗнтен, тӑватсӑмӑртан, чи ӑсли те чи тӗрӗс шухӑшлаканни.
Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Лайӑх пир, ун ҫине чи лайӑх тӗрӗ чи хитре ҫипсемпе тӗрлеме пуҫлатӑн та тӗрри лапра пек курӑнса каять.Лучшими нитками вышиваешь лучший узор, а получается как грязное пятно…
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
— Вара ҫав кӗнекене эпир пӗччен мар, эпӗ хамӑн юлташпа, чи ҫывӑх юлташпа вуласаттӑм; вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав кӗнеке пире ыттисенчен чи лайӑххи пек туйӑнчӗ, вӑл кӗнекене Чернышевский ҫырнӑ, — эпир унта каласа кӑтартнӑ пек тӳррӗн пурӑнма шут тытрӑмӑр.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бен Ганн кимми ҫинчен уҫҫӑнрах ӑнланса илмелле пултӑр тесе, эпӗ сире ҫакна ҫеҫ калатӑп, ку ҫав пӗчӗкҫӗ кимӗсенчен чи малтанхи тата чи начарри евӗрне килетчӗ.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫапла, Юлия Александровна питӗ аван пӗлет: инкек вӑл — ачасем, килтен кайнӑ чух, хӑйсемпе пӗрле чи кирлине, кил-ҫурта тытса тӑракан чи кирлӗ япалана, илменни.Да, она отлично знает: беда — если не хотят брать с собой главного, на чем держался дом.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чи вӑрттӑн, чи пӗчӗк каплайчӑклӑх — чӗптӗм кӑна пулин те!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.