Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн the word is in our database.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) more information about the word form can be found here.
Анаталла, кустӑрмисене хыттӑн шапӑлтаттарса, пӗр Кивӗ пӑрахут иртрӗ, ҫыран хӗррине вӑйсӑр хумсем шуса килчӗҫ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫав вӑхӑтра пӑрахут хыттӑн кӑшкӑртса ячӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ирхине мана темскер хыттӑн шатӑртатни вӑранса ячӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм пулса кайрӗ, чӗрене темскер хыттӑн пӑчӑртаса илчӗ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӑкӑрӗнчен тытнипе вӑл ӳкмерӗ, эпӗ ӑна тепре хыттӑн ҫапрӑм, вара хӑвӑрт пӑрӑнса кайрӑм…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Совет режиссерӗсемпе актерӗсен учителе, театрӑн чаплӑ режиссерӗ тата теоретикӗ А. Д. Попов художествӑлла пултарулӑх театрне профессилле театртан уйӑрас, профессилле театра хӑйне тӗп тӑвас текенсене хыттӑн сивленӗ…

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫул ҫинче тытнӑ машинӑн кабининче чӑматан юлни ҫинчен каласан, начальник: — Ӑҫта халь вӑл ҫын? Эпир ӑна пӗр эрне шыратпӑр ӗнтӗ! Каллех тармарӗ-ши? — тенӗ хыттӑн.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ялта пурӑнма мана ӗҫ кирлӗ, ӑнланатӑн-и, ӗҫ! — аллине сула-сула хыттӑн каларӗ Герасим Федотович.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл Герасим Федотович шӑрпӑк пур-и тесе хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ пулин те каялла ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Пӗр эсӗ кӑна мар, эпӗ те айӑплӑ, эпӗ те!» — хӗр илтмелле хыттӑн кӑшкӑрас килчӗ ман.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫитӗ ӗнтӗ сире, — хыттӑн каларӗ Елюк.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ӑна ҫавӑншӑн хыттӑн ятламалла, ҫирӗппӗн асӑрхаттармалла.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Халь те хайхискер, ывӑлӗ хирӗҫ чӗнменнине тата ҫаплах пирус ӗмнине кура, сасартӑк хӗремесленсе кайрӗ, кӑвак куҫне алтӑр пек чарса пӑрахса хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Патька-патша! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл ҫинҫе саспа.

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗ, хыттӑн кӗҫенсе, Укаслу хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен учӗсем хыттӑн кӗҫенсе, чӗвен тӑчӗҫ, ӳкрӗҫ…

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах юлашки сӑмахсене илтсессӗн чӑтаймарӗ пулас, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вӑрмана кӗрсе кайсассӑнах старик юлташӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, унӑн куҫӗ ҫамрӑк йӗкӗтӗнни пек ялкӑшса илчӗ, вара хайхискер хыттӑн калаҫма тытӑнчӗ:

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыттӑн ахлатса кӑшкӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed