Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наталья, ачисем калаҫнине тӑнлама пӑрахса, кантӑк умӗнче чылайччен Астаховсен пӳрчӗн хупӑ чӳречисем ҫинелле пӑхрӗ, ассӑн хашлата-хашлата сывларӗ, ҫийӗнчи тӗсӗ кайнӑ кивӗ кофта аркине пӑлханчӑклӑн пӳрнисемпе хыпашларӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мажаров, чӑматанӗсене лартса, калинкке ҫине ҫапса хунӑ пысӑк ункӑ патне аллине тӑсрӗ, анчах сасартӑк калинкке хупӑ маррине асӑрхаса илчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алешкӑн вилсе кайнӑ чух йӗрсе пӑрахнӑ шурӑ шӑллӑ ҫӑварӗнче яланлӑхах хаяр тарӑху хытса ларнӑ, анчах ҫурри хупӑ куҫӗсем сенкер тӳпенелле, ҫеҫенхир ҫийӗн юхса иртекен шурӑ пӗлӗт ҫинелле, лӑпкӑн, темле салхуллӑ шухӑша путнӑ чухнехи пек пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ…
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ҫамрӑк ачанни пек ҫаврака питне пӗркелентерчӗ, шӑл хушшипе тухакан хупӑ сасӑсене йӗр майлӑрах каласа, «ц» сасӑ вырӑнне «с» тесе («селый полк», «месяс» тесе тухрӗ унӑн), ҫемҫен калаҫрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хупӑ куҫӗсен тӗтреллӗ ытамӗнче юрпа витӗннӗ, инҫетри вӑрмансен хӑмӑр кӑвак сӑрчӗсемпе картланнӑ ҫеҫен хир пӗтӗрӗнсе тӑрать.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хупӑ пухӑва пӗтӗм станицӑна пуҫтарнӑ?
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хупӑ пухура ҫичӗ коммунист анчах пулаҫҫӗ, вӗсене вӑл пурне те аван пӗлнӗ, ҫавӑнпа та хӑй айӑпсӑр пулнине ӗнентерме ҫӑмӑл пек туйӑнчӗ ӑна.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кунта, чӳречесем хупӑ тӑнӑ пулсан та, пӑчкӑн йӑлӑхтаракан сасси илтӗннӗ.Здесь окна были закрыты, но и сюда проникал назойливый голос пилы.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав кун стариксемпе ҫамрӑк казаксем каҫ пуличченех Моховсен хупӑ лавкки умӗнче эшкерленсе тӑчӗҫ.В этот день у закрытой моховской лавки толпились до вечера старики и казаки помоложе.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр сӑлтавӗ ҫакӑ: ку кантур ятӗнче уҫӑ саспаллисемпе хупӑ саспаллисем ҫав тери килӗшӳсӗр килсе пӗрлешнӗ, вӗсене илтӗнмелле калама та ҫук.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Амӑшӗ пӗшкӗнчӗ те ывӑлӗн хупӑ куҫӗсенчен икӗ пӗчӗк тумлам куҫҫулӗ тухнине курчӗ.Мать наклонилась и увидела между ворсинок закрытых ресниц две крохотных слезинки…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ача ҫурма хупӑ куҫӗпе Пугачева пӑхать, пӑхать те нимӗн те курмасть, нимӗн те илтмест.Смотрит мальчик полузакрытыми глазами на Пугачева, смотрит, ничего не видит, не слышит.
«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Темиҫе пин лаша чӗрнисем ҫӗр айӗнчен кӗрлесе тухнӑ евӗр хупӑ сасӑ ҫӗклентерчӗҫ.Многие тысячи конских копыт стлали глухой, напоминающий подземный, гул.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хупах хупӑ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн симӗс юбки Григорийӗн хупӑ куҫӗсем умӗнче вӗлтӗртетсех тӑрать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Арман карти пӗр кӗтессинче хӗсӗнсе ларакан тимӗрҫ лаҫҫинчен янӑравлӑн кӗвӗленсе, мӑлатук шаккани илтӗнчӗ: пӗрре тимӗр ҫине ҫапӑнать — ҫемҫе те хупӑ сасӑ пулать, икӗ хутчен — сиксе ӳксе — янӑравлӑн сунтал ҫине ҫапӑнать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑрман ҫывӑхӗнче, сӑрт ҫинче, пӗр кивелсе кайнӑ йывӑҫ пӳрт тӗлӗрсе ларать; унӑн чӳречисем хупӑ; тӑррине мӑк тата тӗрлӗ курӑксем пусса илнӗ; чӳречисем умӗнче кӑтра улмуҫҫисем сарӑлса лараҫҫӗ; пӳрт ҫине вӑрман мӗлки ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӑл темскерле, ытла тӗксӗм те тискер пек курӑнать; шӗшкӗ вӑрманӗ ҫав пӳрт патӗнчен пуҫланса каять те пӗве патне ҫитиех кӑтраланса анать.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл хупӑ та хурлӑхлӑ сассипе ыйтрӗ:
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫук, ҫывӑраймастӑп, — ывӑннӑ та хупӑ сассипе каларӗ те вӑл дежурствӑри секретаре, анчах, кулленхи пек ӑшшӑн кулмарӗ пулсан та, шӳтлесе илчӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кабинета кӗмелли алӑк хупӑ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.