Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑн-сӑпатран вӑл ытла та хитре ӗнтӗ, питӗ илемлӗ тумланса ҫӳрет, ҫепӗҫ калаҫать.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Пӗр пӗчӗк уҫланкӑра куҫа шартарса питӗ хитре ҫеҫкесем ӳсеҫҫӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Пӗлместӗп, те хитре — те ҫук… — терӗн эсӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
— Калӑр-ха, эсир хӑвӑр чи хитре хӗр иккенне пӗлетӗр-и?
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Вӑрманта каллех хӗвел йӑлтӑртатса пӑхать, кайӑксем чӗвӗлтетсе юрлаҫҫӗ, хитре хӗрсем, юрла-юрла, ҫӗнӗ вӑрмансем лартса ӳстереҫҫӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Уйӑх та ҫапла пӗр вӗҫсӗр кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнтарса тӑтӑр, — ҫулҫӑсен симӗс тӗсӗпе уйӑхӑн кӑвак ҫути пӗрлешсен, ҫутҫанталӑк, ав, юмахри пек хитре!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Питӗ хитре юрӑсем итлеме пулать унта!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпир, искусство ҫыннисем, хитре улӑх-вӑрман хушшинче ҫеҫ киленсе ҫӳремелли ҫынсем-и вара?
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Уйрӑмах шурӑ каҫсенче Невски проспект хитре, вӑл ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ те, хӑйӗн ирӗклӗхӗпе ятарласах чунри шухӑш-туйӑмсен анлӑ вӗҫевне тата сарма пулӑшасшӑн пек, — сарлака.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Аня рояльпе каламан чухне те — чи хитре хӗр, — пӑшӑлтатса каларӑм эпӗ те.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Тирпейлӗр, хӑтлӑх кӗртӗр, хитре атмосфера тӑвӑр.
17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хӗрарӑмсем хӑйсене аван туяҫҫӗ, хитре курӑнаҫҫӗ.Женщины сейчас будут чувствовать себя особенно желанными и прекрасными.
17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Халь хитре».
Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880
«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне… Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова».
Халӑх юратакан кӗнекесене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34861.html
Тӳпе, ялан хитре те ытармалла мар чипер тӳпе, ҫӗр ҫине, хӑйне савнӑ ҫынсем ҫине вилӗм акнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Тен, «Янтрак янтравӗпе», «Аслӑ суеҫӗпе» (унта Матьӑка кӑна асӑннӑ-ха) тата «Хитре Чӗкеҫпе» ҫывӑхрах паллашнӑ хыҫҫӑн, тепӗр тӗпчев те ирттерме май пулӗ…
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
«Хитре Чӗкеҫ» сӑвӑллӑ юмахра, сӑмахран, Кармал ялӗ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Нумай-нумай хӗрарӑмсенчен уйӑрса тӑракан ҫав паллӑ пулнӑран-и Марина Герасим Федотовичшӑн тӗнчери чи хитре хӗр пек туйӑнать.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Кулли хитре унӑн, чӗлхи вара ҫӗҫӗрен те ҫивӗч.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.