Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл урса кайнӑ пек вӗресе-кӑпӑкланса тӑракан шыва, ҫыран хӗрне хаяррӑн пырса ҫапакан хумсене аса илет, унӑн ӑшӗ сивӗнсе килет, вӑл хӑй ҫав хумсен варрине лекнӗ тейӗн.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах хулара чух вӑл — пӗр тӗрлӗ, унта кирпӗч стенасем, пӳрт тӑрринче громоотвод пур, пӳлӗмре вара лӑпкӑн та илемлӗн электричество ҫунать; кунта, пушӑ ҫыранта, сӗм тӗттӗм каҫ, йӑлтах урӑхла — сивӗ ҫилсӗр тата урса кайнӑ хура шывпа хӑлхана ҫурас пек кӗмсӗртетекен сасӑсӑр пуҫне нимӗн те ҫук.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Плутонӑн хура скипетрин ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ санӑн варварла питне-куҫна ҫапса кӗсен-ҫӑпан лартса ярӑп, вӑл сана ҫынсенчен ырлӑх тилмӗрме право парӗ! — кӑшкӑрчӗ урса ҫитнӗ масар чавакан, ларнӑ ҫӗртен тӑрса.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗрсе кайнӑ гладиаторсем пӗр-пӗринпе урса кайсах ҫапӑҫрӗҫ.А возбужденные, тяжело дышавшие гладиаторы наносили друг другу удар за ударом.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тӑрӑхланипе урса кайнӑ мирмиллон тискеррӗн тапӑнчӗ.Взбешенный насмешками, мирмиллон с яростью набросился на него.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унтан вара — унӑн чӗри урса кайнӑпа пӗрех, кӑлт сиксе илчӗ, вӑл чӗтреме пуҫларӗ, унӑн ҫамкине тимӗр кӑшӑл, ӑс-тӑна хупӑрласа илекен тимӗр кӑшӑл хӗснӗн туйӑнчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вӑл урса кайнӑ пек куҫне сӑтӑрма тытӑнчӗ — юлашкинчен вара вӑл лаша мар, лаша вырӑнне пысӑк та хӑмӑр упа курчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Нумай-нумай йӑх юнӗ — хура та хӗрлӗ, олива тӗслӗ те шурӑ, — хӑмлалла йӳҫекен, ӗмӗтлӗ Ази номачӗсен юнӗ, ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакансен, урса тилӗрекен Су Хутам Лу несӗлӗсен юнӗ юха-юха кӗрсе арпашӑнать.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Земзе несӗлӗсем хӳтлӗх тӗллевӗпе мӗн пур пӗлӳпе усӑ кураҫҫӗ: тӑшманӗсене ӑсран кӑларса пӗтереҫҫӗ, вӗсем ҫине урса тилӗрекен буйвол кӗтӗвӗсене кӑлара-кӑлара яраҫҫӗ, вӗсене ҫиҫӗмле вӗҫекен бумерангсемпе касаҫҫӗ те чикеҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Карабас Барабас урса кайнӑ пек йӑваланнӑ вӑхӑтра малтан Буратино, ун хыҫӗнчен Мальвина, Пьеро, Артемон тата хыҫалтан Карло ашшӗ чӑнкӑ чул пусма тӑрӑх ҫӗр тӗпӗнчи шӑтӑкалла анчӗҫ.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Карабас Барабас хӑйне хӑй сухалӗнчен ярса илсе туртрӗ те, урайне йӑваланса кайса, пусма айӗнчи пӳлӗмре урса кайнӑ пек кускаласа макӑрма пуҫларӗ.
Карабас Барабас пусма айӗнчи пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗрет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫӑлтӑрсем хура туратсем хыҫӗнчен урса кайнӑ пек вӗлтлетсе курӑнаҫҫӗ.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хӑранипе вӑл, Буратинона хӑй хыҫӗнчен сӗтӗрсе пусма айнелле ӗмӗлке пек сирпӗннӗччӗ, анчах вӑл йывӑҫран тунӑ ача иккенне курчӗ те, — каялла ҫавӑрӑнса, урса кайнӑ пекех унӑн мӑйне кӑшласа татма пикенчӗ.
Буратино хӑйӗн ҫӑмӑлттай шухӑшӗсене пула чут ҫеҫ пӗтмест. Карло ашшӗ илемлӗ хутсенчен унӑн валли тумтир ҫыпӑҫтарса тӑвать тата саспаллисен кӗнекине илсе парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ инкек-синкексенчен, чир-чӗрсенчен, ӳпкелешнисенчен йӗрӗнсе вӗсене юратмастӑм; хаярланса хӑтланнине — юн юхтарнине, хӗненине, ҫынтан сӑмахпа мӑшкӑласа кулнине курсан та, ҫавӑ мана пӗтӗмпех йӗрӗнтерсе яратчӗ; унтан часах темле урса каясси ҫуралса тухатчӗ, эпӗ хам вара тискер кайӑк пек кӗрмешеттӗм, ҫавӑн хыҫҫӑн вара хама тӳсме ҫук намӑс пулатчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара Евгений урса кайрӗ, — сӗтел ҫине сиксе хӑпартӗ те, чав-сисене аяк пӗрчисем ҫумнелле тытса, казак ҫинелле сикме хатӗрленсе тӑчӗ; ҫулӗ те шӑнӑрлӑскер, хӑй тапса сикнипе вӑл Капендюхинӑн кӑкӑр шӑммисене лапчӑтса пӑрахатчех ӗнтӗ, анчах ҫав минутрах ун патне пальтопа ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Ларионыч ҫитсе тӑчӗ, Ситанова пӳрнепе юнарӗ те, мастерсене хуллен те ӗҫлӗн каларӗ:
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Личник Евгений Ситанов урса ашкӑнса кайнӑ ҫынна пуҫӗнчен табуреткӑпа ҫапса ӑнсӑрлатма пултарчӗ.Личнику Евгению Ситанову удалось ошеломить взбесившегося буяна ударом табурета по голове.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ултавлӑ ҫанталӑк урса тӑнӑ чух, Хаяр тӑвӑлпа тулнӑ тинӗс Сана, ҫӗнтерӳҫӗ, синкер кӳрес ҫук; Ни хӗҫ, ни чулрав сана тимӗҫ…
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Вӑл савӑнсах итлеместчӗ, ыйтусем парса мана калаҫма чармастчӗ, вӑл куҫхаршисене урса, пит-куҫне вылятмасӑр, чӗнмесӗр итлесе ларатчӗ, — пӑнтӑхса кайнӑ кивӗ чул пекчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре вӗсем урса кайнӑ пекех тӳпелешсе карӗҫ, ҫавӑнта вара пысӑккисен хутшӑнмалла пулчӗ, тӑшмансене вара, йытӑсене уйӑрнӑ пек, шывпа сапса уйӑрчӗҫ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Четниксем урса кайсах хӗсрӗҫ, партизансем патне ҫывхарса, гранатӑсем ывӑтрӗҫ.Четники бешено нажимали, порой приближались совсем близко, бросали гранаты.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.