Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑнланса пӗтермелле мар ытарайманлӑхпа пӑлханса сӑнать вӑл кукӑртан ҫил евӗр вирхӗнсе тухса, станци патне пӗтӗм хӑвачӗпе вӗҫтерсе килекен вӗр-ҫӗнӗ, пурӗ те пилӗк вакунлӑ ялтӑркка пуйӑса, унӑн хӑй умӗнчи рельсӑсем сивӗ ҫутӑ пӑнчӑсем пӑрахакан вутлӑ куҫӗсем мӗнле хӑвӑрт ӳссе пынине тата вӗсем еплерех хӑватлӑн ҫунма пуҫланине, ҫавскер, станцӑра чарӑнмасӑрах иртсе кайма хатӗр пеклӗн курӑнать пулин те, чӑшӑлтатса та кӗмсӗртетсе, мӗнлерех час чарӑнма пултарнине — «ыткӑнса пырса, ту хысакне ҫатӑрласа тытнӑ улӑп пекех», — шухӑшлать Ромашов.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫӗ ун каллех асӑрханаймасӑр уҫӑлчӗ, Егорушка хӑрушлӑх курчӗ; лав хыҫҫӑн виҫӗ улӑп вӑрӑм сӑнӑ йӑтса утать.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑртлӑхсем текех курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, пур ҫӗрте те, ӑҫта кӑна ан пӑх, вӗҫсӗр-хӗрсӗр хӑмӑр тӳремлӗх кичеммӗн сарӑлса выртать; хӑшпӗр ҫӗрте кӑна Улӑп тӑприсем тӗл пулкалаҫҫӗ, тата ӗнерхи кураксем вӗҫеҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӑна Улӑп тӑпри пӳлсе тӑрать, анчах хӗвелӗ, ҫутине пӗтӗм тӗнче ҫине сапасшӑн тӑрӑшса, пайӑркисене ҫине тӑрсах тӗрлӗ еннелле сапалать, тӗнче хӗррине ылтӑнпа витет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хурт-кӑпшанкӑ чӗриклетнинче, шиклентерекен кӗлеткесемпе Улӑп тӑприсенче, кӑвак тӳпере, уйӑх ҫутинче, каҫхи кайӑк вӗҫевӗнче, мӗн куратӑн, мӗн илтетӗн — ҫавсенче пуринче те сана халь ӗнтӗ илемӗн ҫӗнтерӳллӗ уявӗ, ҫамрӑклӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, чӑтма ҫук пурӑнас килни сисӗнет; чун-чӗре ачашлӑхсӑр чаплӑ ҫӗр-шывшӑн савӑнать, ҫеҫенхир ҫийӗн каҫхи кайӑкпа пӗрле вӗҫес килет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫул ҫинче Улӑп тӑпри е такам тахҫан чутласа лартнӑ чул кӗлетке курӑнса каять, ҫӗр ҫийӗн каҫхи кайӑк сассӑр вӗҫсе иртет, хуллен-хуллен вара сан асна ҫеҫенхир юмахӗсем, иртен-ҫӳрен каласа кӑтартнисем, ҫеҫенхирте ҫуралса ӳснӗ нянька халапӗсем, ху курнисем, хӑвӑн чун-чӗрӳ витӗр тухнӑ уйрӑм самантсем киле-киле кӗме тытӑнаҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫавнашкал такама кӗтсе хускалмасӑр тӑракан мӗлкесене сӑртлӑхсем ҫинче тӗл пулатӑн, вӗсем Улӑп тӑприсен хыҫне пытаннӑ, хытхура витӗр те пӑхаҫҫӗ, хӑйсем пурте ҫынна аса илтереҫҫӗ, шиклентереҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӑлхав ҫыннисем Боримечкӑна лешне хуса ҫитме хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ иккен, анчах вӑл улӑп пек сарлакан яра-яра пусать пулин те, ҫарран чупакан тикана ниҫтан ҫитеймест.
XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Улӑп пек пысӑк Боримечка ҫак хыткан Рачкона шӑтарас пек пӑхса илчӗ.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ту ҫине тупӑ ҫӗклесе хӑпаракан улӑп, хамӑр лайӑх паллакан Боримечка; тупӑпа пемелли тимӗр-тӑмӑра ҫӗклекенӗ ун арӑмӗ пулчӗ.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тарласа йӑлт пӑшӑхнӑ улӑп Зли-долӑ тӳпине тупӑ ҫӗклесе хӑпартрӗ те.И вот наконец великан, обливаясь потом, струившимся по его лбу и шее, втащил пушку на вершину.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак туппа вара улӑп пек ҫӳллӗ ҫын хул пуҫҫи ҫине хурса йӑтса килет.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Зениткӑсем пеме пуҫларӗҫ — анчах перессе катара перетчӗҫ-ха, акӑ ҫывхарса та ҫывхарса килнӗн курӑнать снарядсем сирпӗнсе ҫурӑлни, калӑн ҫав кварталсем урлӑ пистолетла пере-пере пӗр улӑп утса пырать тесе.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав тери ҫӳлӗ ҫын, Улӑп пекскер, тир атӑ тӑхӑннӑскер, ҫунасене хирӗҫ утать.Огромный человек, великан в меховых сапогах, идет навстречу саням,
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951