Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрме the word is in our database.
тӗрме (тĕпĕ: тӗрме) more information about the word form can be found here.
Ҫапах та тӗрме ҫыннисем ӑна ӗненмерӗҫ, юри тӑвать тесе саламатпа, хӗҫпе хӑратрӗҫ.

А те, кто допрашивал, не верили ей, обвиняли в притворстве, угрожали плетьми, шашкой.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӗсен умӗнче тӗрме алӑкӗ уҫӑлсанах, Ильсеяра ыйтса тӗпчеме илсе кайрӗҫ.

Как только перед ними отворились двери тюрьмы, ее повели на допрос.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Бикмуш мучипе Ильсеяр тӗрме картишне кӗчӗҫ.

Ильсеяр шагнула вслед за дедом Бикмушем во двор.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— «Тӗрме» тесе ҫырнӑ, асатте.

— «Тюрьма» написано, дедушка.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Урама, халӑх хушшине вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫынна каласа пама мар, ҫыннӑнне татса илме, ҫаклатса юлма тухаҫҫӗ, вара, ҫавна килне илсе таврӑнаҫҫӗ те, ҫултан-ҫулах вӑрахӑн тӑсӑлса пыракан куллен-кунхи ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама хӑнӑхса ҫитнӗ пуҫри йывӑр шухӑшсем хушшинче ӑна ҫӗтӗлтерсе вӗтетсех яраҫҫӗ; кашни ҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ тӗрме пулса тӑнӑ, алла ҫакланнӑ ҫӗнӗлӗх ҫавӑнта нумайччен йывӑр та тӗттӗм тыткӑнра тертленет, унтан вара, халтан янӑскер, нимӗн те ҫуратса хӑвармасӑрах хуллен вилсе выртать.

На улицу, к миру, выходили не для того, чтобы поделиться с ним своими мыслями, а чтобы урвать чужое, схватить его и, принеся домой, истереть, измельчить в голове, между привычными, тяжёлыми мыслями о буднях, которые медленно тянутся из года в год; каждый обывательский дом был темницей, где пойманное новое долго томилось в тесном и тёмном плену, а потом, обессиленное, тихо умирало, ничего не рождая.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Мускавра,тӗрме ҫуртӗнче, студентсем юрлатчӗҫ…

— В Москве, в тюремном замке, студенты пели…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Хула виле хӗресӗ евӗрлӗ майлашӑнса ларнӑ: хӗрес тӗпӗнче — хӗрарӑм мӑнастирӗ тата масар, тӑррине — Заречьене — Путаница юханшыв касса татнӑ, сулахай ҫунаттинче — кивелсе тӗссӗрленнӗ тӗрме, сылтӑм ҫунаттинче тата — Буйнов хуҫасен хӑлтӑр-халтӑр кивӗ усадьби, катӑлса-хӑйпӑнса пӗтнӗ пысӑк ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫурт: ҫурт ҫивиттин стропилӗсем кашкӑрсем пӑвса таткаланӑ лашан аяк пӗрчийӗсем пек ҫаралса юлнӑ, кантӑкӗсене хӑмасемпе ҫапса лартнӑ, вӗсен хушӑкӗсем витӗр пуш-пушӑ тӗттӗм тулалла сӑрхӑнать.

Город имеет форму намогильного креста: в комле — женский монастырь и кладбище, вершину — Заречье — отрезала Путаница, на левом крыле — серая от старости тюрьма, а на правом — ветхая усадьба господ Бубновых, большой облупленный и оборванный дом: стропила на крыше его обнажены, точно рёбра коня, задранного волками, окна забиты досками, и сквозь щели их смотрит изнутри дома тьма и пустота.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн малтанхи ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинчех вӑл Хӗллехи дворец текен пуян, чаплӑ, арҫынсен туйӑмӗсене астарнӑ сералӗнчен казарма, кордегарди, тӗрме, экзерциргауз тата полици ҫурчӗ туса хунӑ.

Он в первые двадцать четыре часа после смерти матери сделал из роскошного, пышного, сладострастного мужского сераля, называвшегося Зимним дворцом, — казарму, кордегардию, острог, экзерциргауз и полицейский дом.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

— Санӑн хӗрринчи пӳлӗмре кам ларать, Басилио? — тесе ыйтнӑ хӑш чухне тӗрме хуралҫинчен.

— Кто сидит у тебя в крайней камере, Басилио? — иногда спрашивали у тюремщика.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тӗрме ҫынни хут тата перосем ҫеҫ ыйтнӑ.

Узник просил только бумаги и перьев.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Карап ҫине кӗсменҫӗсем суйланӑ чухне те ҫӗр айӗнче тӗрме алӑкӗсем уҫӑлман.

Даже когда набирали гребцов на галеры, и тогда не открывались тяжёлые двери подземелий.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Хӑрушӑ тӗрме ҫыннисемшӗн шанчӑк пулман.

Для узников мазморры не было надежд.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

— Испани — пӗр пысӑк тӗрме, — тесе пуҫне сулнӑ Соза.

— Испания — одна большая тюрьма, — покачал головой Соза.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Мигель вӑл кӑшкӑрнине тата тӗрме картишӗнче хаяррӑн ӳленине илтнӗ.

Мигель слышал его крики и вой со двора общей тюрьмы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл выртман, тӗрме килкартинче хӑвӑрттӑн каллӗ-маллӗ уткаланӑ.

Теперь он уже не лежал, а шагал, лихорадочно шагал взад и вперёд по двору тюрьмы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ку баньо — Европӑри чурасен пӗрлӗхлӗ тӗрме пулнӑ.

Это баньо, общая тюрьма для европейских рабов.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Революцие путарсан, Иван Якутова та тӗрме картишӗнчех ҫакса вӗлернӗ.

Революцию подавили, Ивана Якутова казнили на тюремном дворе.

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗрме коридорӗпе чупнӑ пек утать.

боясь упустить хоть одну минуту свидания.

Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗрме алӑкӗн ҫӑраҫҫийӗ кӗмсӗртетет те: «Ульянов, аннӳпе курнӑҫма тух!» — тени янӑраса каять.

Громыхает на двери камеры тюремный замок: «Заключённый Ульянов, на свидание с матерью!»

Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

«Аннеҫӗм, астӑватӑп эпӗ халь те эс тӗрме решетки витӗр епле пӑхнине.

«Мамочка, помню, как ты глядела на меня через решётку.

Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed