Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраймарӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫав самантрах картишӗнчен вӑркӑнса тухрӗ; пуҫӗ ҫине тутӑр уртса, сӑнсӑр сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫларӗ те, Пантелей Прокофьевич та тӳссе тӑраймарӗ, лашисене чарсах, Анютка енне ҫаврӑнса ларчӗ.

Она не замедлила выскочить на баз; накидывая платок, посыпала такими отборными ругательствами, что Пантелей Прокофьевич даже лошадей попридержал, повернулся назад.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ним шарламасӑр тӑнласа тӑчӗ, делегатсен пуҫӗсемпе аллисем канӑҫсӑррӑн чӳхенме тытӑнсан вара чӑтса тӑраймарӗ, — чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, ҫухӑрса ячӗ:

Григорий молча вслушивался, глядел на заходившие враскачку головы и руки делегатов и не утерпел, — приподнимаясь на цыпочки, загорланил:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ывӑлне ытала-ытала ҫупӑрланӑ май, чӑтса тӑраймарӗ вӑл, — тути хӗррисене сиккелентерсе, йӳҫӗ япала ҫинӗ чухнехи пек, аялалла чалӑштарчӗ.

Порывисто обнимая сына, не сдержалась, углы губ дрогнули, горько поползли вниз.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кунта ӗнтӗ Глаша тытӑнса тӑраймарӗ, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

Тут уже Глаша не выдержала, от души рассмеялась радостно.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Каллех савӑнатӑн эсӗ, — кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ Сергей.

— Опять ты радуешься, — уже не в силах сдержать улыбку, сказал Сергей.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑех килкартине килсе кӗчӗ, чунӗ чӑтса тӑраймарӗ пулас, — Ҫемен кулса илчӗ.

Сама ко двору приехала, — знать, не выдержало серденько, — Семен улыбнулся.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен пакурне вӗҫертес тесе хӑй патнелле туртрӗ, анчах ури айӗнчи пӗрене ҫавӑрӑнчӗ те, Ҫемен тытӑнса тӑраймарӗ, шыва анса кайрӗ.

Семен хотел вырвать его, потянул к себе, но под ногами у него зашаталось бревно, он потерял равновесие и сорвался в воду.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей чӑтса тӑраймарӗ: — Даша аппа! Ку амортизаци мар, ку тӗлӗнмелле япала! Эпир ҫӗр ҫинче мар, шывра шуса пыратпӑр! — терӗ.

Сергей невольно воскликнул: — Тетя Даша! Да это не амортизация, а чудо! Мы не едем, а плывем!

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий те чӑтса тӑраймарӗ.

Звериное любопытство толкнуло и Григория.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек калаҫмасӑр шӑппӑн ларнине Пантелей Прокофьевич чӑтса тӑраймарӗ.

Пантелей Прокофьевич первый не выдержал общего молчания.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сӳпелтететӗн те ҫак эсӗ, Христоня! — тӳссе тӑраймарӗ Петро, унтан, йӑл кулса, мӑйӑхне пӗтӗрсе илчӗ.

— Ну и брешешь ты, Христоня! — не вытерпел Петро, улыбаясь и дергая ус.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Майра патшан урисем чӑнах та чипер, ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл, ҫак ахаль тимӗрҫӗ, запорожец тумне тӑхӑннӑран ӗнтӗ, хурарах сӑнлӑ пулин те хитре пек курӑнаканскер, ҫапла каласа мухтанине илтсен, йӑл кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ.

Государыня, которая точно имела самые стройные и прелестные ножки, не могла не улыбнуться, слыша такой комплимент из уст простодушного кузнеца, который в своем запорожском платье мог почесться красавцем, несмотря на смуглое лицо.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Асатте хӑй пултарнӑ таран куҫ-пуҫне чарса пӑрахрӗ, анчах шуйттан ыйхи ҫав тери пусса илчӗ ӑна, ал-урисем лӗнчӗрех кайрӗҫ, пуҫӗ тытӑнса тӑраймарӗ; вара вӑл ӳкрӗ те вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

Дед вытаращил глаза сколько мог; но проклятая дремота все туманила перед ним; руки его окостенели; голова скатилась, и крепкий сон схватил его так, что он повалился словно убитый.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак сӑмах хыҫҫӑн Левко хӑйӗн ҫиллине тек пытарса тӑраймарӗ.

При сем слове Левко не мог уже более удержать своего гнева.

III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫамрӑксене кура ӗнтӗ, ватӑ Корж та хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, тет.

Сам Корж не утерпел, глядя на молодых, чтобы не тряхнуть стариною.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл чӑтса тӑраймарӗ, сӑмахсене хӑвӑрттӑн та хыттӑн калама пуҫларӗ:

Он не выдержал и заговорил быстро, строго:

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей чӑтса тӑраймарӗ, ахӑлтатса кулса ячӗ.

Андрей не выдержал и захохотал.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Виктор тӳссе тӑраймарӗ, Хворостянкин ҫине пӑхса илчӗ, унӑн пӗшкӗртнӗ пысӑк куҫне курчӗ, кӑшт палӑрмалла йӑл кулса, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Виктор посмотрел на Хворостянкина, увидел его большую, низко склоненную голову и не очень заметно улыбнувшись продолжал:

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Старик ытла хавасланнипе тӳссе тӑраймарӗ, ӗненетӗн-и, мана хӑй ывӑлне ыталанӑ пек ыталаса илчӗ, хӑйӗн питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхать…

Старик так обрадовался, что не утерпел, веришь, обнял меня, как сына, а по щекам у него слезы…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Тю, ухмах! — тӳссе тӑраймарӗ Варвара Сергеевна.

— Ты дурная! — не утерпела Варвара Сергеевна.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed