Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнипе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Анчах та, — терӗ Джон Мангльс, — эпир утравран инҫе те мар тӑнипе кӗрӗслетнине те илтмелле.

— Однако, — возразил Джон Мангльс, — на таком расстоянии мы должны были бы слышать грохот.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Падди О'Мур ферминче сире эпӗ Кальяо ҫинчен каласа патӑм пулсан, эпӗ ӑна сирӗн калаҫӑва итлесе тӑнипе кӑна каласа патӑм.

Если я и говорил вам о Кальяо на ферме Падди О’Мура, то лишь потому, что мне удалось подслушать ваш рассказ об этом.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лару-тӑрусем ҫапла пулса тӑнипе ҫав юрӑхсӑр этем вӗсен аллинех ҫакланчӗ!

А теперь по странному стечению обстоятельств, этот негодяй оказался в их власти!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫамрӑк капитан чылайчченех хускалмасӑр тӑнипе унӑн юлташӗсен чӗрисем пурин те картлатса тапма пуҫларӗҫ.

Молодой капитан стоял неподвижно так долго, что тревога овладела сердцами всех его спутников.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Жрец пулса тӑнипе вӑл ҫынсемпе япаласем ҫине табу хума — вӗсене тӗкӗнме чарма пултарнӑ.

В качестве жреца он имел право налагать табу — запрет на людей и вещи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр айӗнчи газсем тапса тӑнипе мӗнпур ҫӗр ҫурӑкӗсенчен тапса тухакан сиенлӗ шӑршӑсене туземецсен пӗрре те асӑрхамаҫҫӗ темелле.

Туземцы, казалось, не замечали вовсе этих ядовитых испарений, выходивших из всех трещин почвы под влиянием давления подземных газов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӗтӗртсе тӑнипе Таранакинчи ҫулпуҫ хӑйӗн округӗнчи мӗнпур йӑхӗсене хӑй тавра пӗтӗҫтернӗ; тепӗр ҫулпуҫӗ Вайкатора чӑн-чӑн «Ҫӗр лигине» туса хунӑ, вӑл вара ҫӗре сутмалла мар тесе туземецсене ӳкӗте кӗртнӗ.

По его наущению один вождь, из Таранаки, сплотил вокруг себя все племена своего округа; другой вождь, из Вайкато, учредил настоящую «Земельную лигу», которая убеждала туземцев не продавать своих земель англичанам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӗскен те тӗрӗс мар килекен хумсем ҫинче сулӑ тем тӗрлех кисренсе тӑнипе ӑна шыв айӗнчи чул ҫинче сиккелесе тӑрать теме те пулать.

Непрерывная качка на короткой и неправильной волне встряхивала плот с такой силой, как будто он бился о подводный камень.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ялан кисренсе тӑнипе кӑмӑла пӑтратсан та типӗ апата ҫулҫӳревҫӗсем кӑмӑлласах ҫирӗҫ.

Но и это скромное угощение было с удовольствием съедено путешественниками, хотя качка не очень-то помогала их аппетиту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ку йӑла вӗсен хӑйсен вилнӗ ҫулпуҫӗ умӗнче чӗтӗресе тӑнипе мар, ытларах тутлӑ какайпа ҫуланса пӑхас килнипе тухса кайнӑ темелле, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене вӗлерсен, леш тӗнчене каймалли тарҫӑсен ӳчӗсене те ҫавӑнтах ҫисе яраҫҫӗ.

Но так как они, принеся жертву, тут же поедают потусторонних слуг, то мы вправе заключить, что в основе этого обычая лежит не столько трепет перед покойным вождём, сколько стремление лишний раз полакомиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак мӑшӑр, санаторири креслӑсемпе чирлисен койкисем хыҫӗнче тӑракан вӑкӑр ӗнселлӗ нэпмӑнсем ахӑрса тӑнипе хавхаланса, эстрада ҫинче йӑпӑр-йӑпӑр фокстрот ташласа ленчӗртетме тытӑнчӗ.

Эта парочка, под восхищенный гул толпы нэпманов с бычьими затылками, стоявших за креслами и койками санаторных больных, затрусилась на эстраде в вихлястом фокстроте.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Комсомол коллективӗнчи пӗр евӗрлӗ тӳлек пурӑнӑҫ малтанлӑха пысӑках та мар пек туйӑнакан пӗр ӗҫ пулса тӑнипе сасартӑках хускалса кайрӗ: вӑтам ремонт тӑвакансен ячейка бюровӗн членӗ Костька Фидин — каҫӑр сӑмсаллӑ та шатра чирӗ чӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ, лӳппертерех ача — тимӗр плита шӑтарнӑ чухне хаклӑ тӑракан американски пӑрана хуҫса пӑрахнӑ.

В комсомольском коллективе однообразное спокойствие было резко нарушено незначительным, как сначала показалось, происшествием: член бюро ячейки среднего ремонта Костька Фидин, курносый, с исцарапанным оспой лицом, медлительный парнишка, сверля железную плиту, сломал дорогое американское сверло.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вильсон лашана ҫӗнӗрен таканланӑ вӑхӑтра Том Аустин патне мӗнле хыпар ярасси ҫинчен шухӑшласа илчӗ те Гленарван, Паганеле хӑй каласа тӑнипе ҫырса пыма хушрӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй аманнӑ аллипе перо тытма пултараймасть.

В то время как Вильсон занимался перековкой лошади, Гленарван обдумал приказ Тому Аустину и попросил Паганеля написать письмо под диктовку, так как раненая рука не позволяла ему самому держать перо.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав кӳлленчӗксенчи ӑшӑ шыв пӑсланса тӑнипе сывлӑш пӑчланса пырать.

Тёплые испарения этих луж насыщали атмосферу нездоровой сыростью.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вот ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ҫӗр шӑп кӑна ҫак вӑхӑтра хӗвеле ҫывӑхарах тӑнипе

— Так вот, благодаря тому, что как раз в это время земля находится ближе всего к солнцу…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл трук сиксе тӑнипе ун айӗнчи табуретка урай тӑрӑх йӑваланса кайрӗ.

Вскочил на ноги так, что его табурет покатился по полу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӗҫсем ҫакӑн майлӑ пулса тӑнипе Гленарван пӑшӑрханма пуҫларӗ.

Гленарван был расстроен создавшимся положением.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫула май ҫӳревҫӗсем тем пысӑкӑш выльӑх кӗтӗвӗсене тӗл пулса иртеҫҫӗ; меслетсӗр шӑрӑх тӑнипе ҫиме пултараймасӑр халтан кайнӑ выльӑхсем курӑк ҫинче йӑваланаҫҫӗ.

По дороге путешественникам часто попадались на глаза огромные стада; животные в изнеможении валялись на траве, не имея сил пастись из-за страшной жары.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулӗ аван пулнипе тата ҫанталӑк шӑрӑх мар тӑнипе ҫул ҫӳреме аван та ҫӑмӑл пулчӗ.

Путешествие было приятным и лёгким благодаря хорошей дороге и нежаркой погоде.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ялан ҫурҫӗр ҫилӗ вӗрсе тӑнипе ҫур кун ытлашшипех ҫулҫӳревҫӗсем ҫак феномена сӑнарӗҫ.

Всё время, пока дул северный ветер, то есть большую часть дня, путешественники наблюдали этот феномен.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed