Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухатӑп (тĕпĕ: тухат) more information about the word form can be found here.
Ҫапла вара, халӗ эпӗ хутортан тухатӑп та, ҫын курасран, мӗнле те пулин тип ҫырмана пӑрӑнса кӗретӗп, тӑраниччен ҫывӑратӑп, ҫав вӑхӑтра ӑйӑрсем курӑк чӗпӗткелӗҫ.

Так что зараз я выеду из хутора, сверну в какую-нибудь балочку, чтобы меня ни один черт не видал, и отосплюсь, сколь мне понадобится, а жеребцы тем часом травки пощипают.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тухатӑп.

Выхожу.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ эпӗ лаптӑка тӑрӑхла май чи малтанхи касӑ туса сухаласа тухатӑп, курӑр: ытах эпӗ пӗр теҫеттин пысӑккӑш лаптӑка сухалатӑп пулсан, манӑн лаптӑк вӗҫӗнче ҫерем тӑрӑх вунпилӗк чалӑш пушӑлла ҫаврӑнса утмалла, тӑватӑ теҫеттин пысӑккӑш пулсан — утмӑл чалӑш.

Вот я пашу первый долевой лан, глядите: ежели я одну десятину пашу, мне надо порожнем пятнадцать сажен по выгону объехать, а ежели четыре десятины — шестьдесят.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тракторшӑн пулсан, суха касси мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ ӑна кал-калрах, вӑкӑрсемпе вара урӑхларах, вӗсемпе эпӗ утмӑл чалӑш тӑршшӗ сухаласа тухатӑп, унтан, манӑн плуг, лаптӑк урлӑшӗпе иртнӗ чухне, пушӑллах сӗтӗрӗнсе пырать.

Трактору, чем ни длиньше гон, тем спокойней, а с быками пробуровлю я сто шестьдесят длиннику, а потом ить плуг-то у меня по поперечному лану порожня идет, на ползунке.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ санӑн картишӗнчен кӑна ҫапла ҫуран утса тухатӑп, урамра мана хамӑн автомобиль кӗтсе тӑрать, — шӳтлесе илчӗ чун хавалне ҫухатман подпоручик, унтан, Половцев йӗнер ҫине утланса ларсан, йӗнер пускӑчин чӗнӗнчен ярса тытрӗ те: — Ну, князь, тӑшман станне ҫитиччен, сиккипех вӗҫтер, эпӗ ҫуран та каях юлмӑп-и, тен, — терӗ.

— Это я только с твоего двора, а там на улице меня ожидает собственный автомобиль, — пошутил духа не сронивший подпоручик и, дождавшись, пока Половцев сел в седло, взялся за стремянной ремень: — Ну, скачи, князь, до вражьего стану, авось я пешой не отстану!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ыран пӗрремӗш бригадӑпа пӗрле хам хире тухатӑп

— Завтра сам нá поля поеду с первой бригадой…

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чим, ун патне эпӗ хамах кӗрсе тухатӑп.

А впрочем, я сам зайду к нему.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыйткаласа ҫитнӗ хыҫҫӑн таса хире шуса тухатӑп!

Напрошу и выползу в чистое поле.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Эпӗ вӗсене, вилнисене, кӑмака айне пытаратӑп, упаленсе тухатӑп та пытаратӑп, кӑмака айне ҫӑва турӑм…

Я их, которые издохнут, в подпечке хороню, выползу и хороню, там у меня кладбище…

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Пит кичем сансӑр, чун ыратса пурӑнчӗ, ывӑлӑм, килме тухатӑп та сан пата, ҫумӑр ҫума пуҫлать е чирлесе ӳкеп…

— Соскучилась, вся душа по тебе выболела, сыночек, а как соберусь к тебе, то или дождь пойдет, или заболею…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Эпӗ Ольгӑсен именийӗнче пулатӑп: вӑл виҫҫӗр ҫухрӑмра, сан пата та кӗрсе тухатӑп, повереннӑйне хӑваласа яратӑп, унтан йӗрке тӑватӑп, кайран вара ху пыр.

Я буду в имении Ольги: это в трехстах верстах, заеду и к тебе, выгоню поверенного, распоряжусь, а потом являйся сам.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Катя, алӑка хуп, эсир кӗтӗр, эпӗ лӑпланатӑп та тухатӑп.

Катя, затвори дверь, а вы подождите меня: я оправлюсь и выйду.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ крыльца ҫине тухатӑп пӗреххут — ҫак сивӗре ӑҫта каяс-ха манӑн?

— Я лучше на крыльце побуду: а то куда я в мороз пойду?

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кашни эрнере хаҫат валли икӗ статья ҫыратӑп, беллетристсене тишкерсе тухатӑп тата акӑ калав ҫыртӑм…

Две статьи в газету каждую неделю, потом разборы беллетристов пишу, да вот написал рассказ…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халех хула порталӗ ҫине кӗретӗп те хула пухӑвӗн депутачӗсен списокне тӗрӗслесе тухатӑп.

Сейчас зайду на городской портал и проверю всех депутатов городского собрания.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ ӑна илсе тухатӑп та сана ирӗке яратӑп.

я иду, забираю его, и ты свободна.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мартра эпӗ больницӑран тухатӑп.

В марте я выхожу из больницы.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗнекене пӑрахатӑп та, сӗтел урлах сада тухатӑп.

Я бросаю книгу — и в сад, через стол, через окно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Туземецсем кунтах, ҫӗр каҫнӑ ҫӗртех, юлма пултараҫҫӗ, эпӗ — ҫула тухатӑп.

— Туземцы могут не сопровождать и оставаться у привала, а я лично пускаюсь в путь.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Качча тухатӑп.

Я выхожу замуж.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed