Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шип-шип текелесе ишсе пычӗҫ те пӗрлешрӗҫ.
«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.
Мана никам пулӑшӑвӗ те кирлӗ мар, — терӗ Павел Петрович сӑмахсене таткаласа; — тата… халь… кирлӗ… — текелесе хучӗ.Я не нуждаюсь ни в чьей помощи, — промолвил с расстановкой Павел Петрович, — и… надо… опять…
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать, тутисем аптраса ӳкнӗ чухнехи пек кулаҫҫӗ, ҫави те ыттисенни пек мар, темле вӑш… вӑш… — текелесе янӑрать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Каҫсерен ревкомран таврӑннӑ чух Мишка чӗлӗмҫӗсем ӑҫта та пулин пӗр-пӗр тӑкӑрлӑкра карталанса тӑнине курчӗ, пӗри те пӗри вутчулӗсенчен хӗм сирпӗнтерсе, «совет влаҫӗ, пар чӗртме!» текелесе, ҫурма сасӑллӑн ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫнине илтрӗ.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах Аксинья чунне уҫса калаҫма вӑтанчӗ, сайраран ҫеҫ, сӑмах пит вакласах кайман служивӑй Григорий ҫинчен асӑнмасӑр хӑварсан, куҫне хӗстерсе сисӗнмеллех хӑюсӑррӑн: «Пирӗн кӳрше, Григорий Пантелевича, курма тӳр килмерӗ-и тата? Амӑшӗ хытӑ хуйхӑрать уншӑн, ӗнтӗ йӑлтах типсе кайрӗ…» — текелесе ыйтса пӗлчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ну, турӑ пулӑштӑр ӗнтӗ! — текелесе, кил хушшинчен тухрӗ, карчӑкне тилхепе тыттарса, хапхана кайса хупрӗ те, урапапа юнашар утнӑ май, сӑрт тӗмески патне ҫитичченех сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, сӑхман ҫаннипе куҫҫульне шӑлкаласа пычӗ.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Манӑн халь хӗрессем ҫаклатса илесчӗ!» — текелесе шӳтлерӗ — унтан, Ильиничнӑна курницӑна чӗнсе илсе, ҫанни ӑшне ҫирӗмшер тенкӗлӗх икӗ хут укҫа чиксе ячӗ, Ильинична аллине хӑйӗн вӗри аллисемпе кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, пӑшӑлтатса каларӗ:
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Салтакӗ хӗрарӑма ыталать, хай ҫумнелле туртса илме тӗрмешет, ҫавӑнтах темӗн пӑшӑлтата-пӑшӑлтата калать; хӗрарӑмӗ, аллисемпе ун кӑкӑрне тӗкӗлесе тытнӑ та пуҫне ҫӳлелле каҫӑртнӑ, антӑхса кайнӑ евӗр: «Ӗненместӗп! Ӗненместӗп», — текелесе, вӑйсӑрланнӑ ҫамрӑк сасӑпа кулать.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутран-ситрен: «Ҫапла, ҫапла… Аван шухӑш! Пурте тӗрӗс…» — текелесе вуласа тухрӗ.Читая, он говорил: — Так, так… Что ж, это идея! Все правильно…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Халӗ ӗнтӗ эпир кӳршӗри районсенчен нимрен те кая мар, — текелесе ларнӑ иккен Рубцов-Емницкий, ҫилтен куҫне хӗскелесе.— Теперь мы ни в чем не уступим соседним районам, — говорил Рубцов-Емницкий, прищурив глаза.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑй Григорин кашни сӑмахӗ хыҫҫӑнах, апла, текелесе илет.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Эпӗ пӑрахӑп — кам та пулин тупӗ, — текелесе кулнӑччӗ ун чух Гришка.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак аван мар туйӑм иртсе кайиччен вӑл тухса каймарӗ, юлашкинчен, ыран мӗнле кӗвӗсем каламалли пирки халь калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ текелесе суйрӗ те кайрӗ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ ыйтса пӗлме тытӑнтӑм, вӑл «анне ҫуккипе мана кичем» текелесе хуравларӗ.Я стал допрашивать, она что-то сказала, что ей грустно без матери.
XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл хӑйне хӑй темиҫе хут та лӑплантарма хӑтланса пӑхнӑ, Олейник темшӗн урӑх шут тытни мана ним чухлӗ те тивмест, текелесе те пӑхнӑ, — анчах ӑшӗ пурӗпӗр вӑркама пӑрахман.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Апла та капла, «ман пичче ывӑлӗ» чӗлхесӗр, калаҫма пултараймасть, текелесе, тем тӗрлӗ те кӑтартса пӑхрӗ вӑл, анчах капла тунипе коменданта пушшех пӑтраштарса ячӗ.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Гут, гут, — текелесе илчӗ Ерофей Кузьмич, ним калама аптӑранӑ енне.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Аран-аран текелесе…
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Унтан вӑл яланхи пекех: — Ну, хур ҫинче шыв ан юлтӑр, пирӗн Володькӑн та ырханлӑхӗ тӗп пултӑр, — текелесе Володя тӑрӑх шыв ячӗ.Потом окатила его водой, приговаривая, как всегда: — Ну, с гуся вода, с Володеньки нашего худоба…
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чжао Ци-е йӑлкӑшса кулать, пуҫне сулса иртет, «цин, цин» текелесе тӳрех Ци-цзинь ҫемйи апатланакан сӗтел умне пырса тӑрать.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.