Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, фаэтон ҫинче Сен-Жеромпа юнашар Володя ларать, халӗ ӗнтӗ вӑл кӑвак фракпа тата сӑрӑ картуспа мар, студентсен тӗрленӗ сенкер ҫухавиллӗ мундирне, виҫ кӗтеслӗ шлепкине тӑхӑннӑ, ылтӑнланӑ хӗҫ ҫакса янӑ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗншӗн вӑл ҫак ҫап-ҫутӑ сенкер куҫсемпе, акӑш-макӑш хулӑн сарӑ ҫивӗтпе тата тулли кӑкӑрпа улпут хӗрӗ пулса ҫуралман-ха?
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку тӗлте Карл Иваныч чылаях чарӑнса тӑчӗ, вара хӑйӗн ырӑ сенкер куҫӗпе ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӑмӑллӑ асаилӳсемпе савӑнакан ҫын пек ӑшшӑн кулма тытӑнчӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ун чухне илемлӗччӗ, ҫамрӑкчӗ, ҫӳлӗ пӳллӗ, сенкер куҫлӑ, римла сӑмсаллӑ арҫынччӗ, хуҫа арӑмӗ L… madame те (эпӗ унӑн ятне калама пултараймаcтӑп) ҫамрӑк та чипер хӗрарӑмччӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав тип вар леш енче, катара, ҫутӑ сенкер тӳпе тӗлӗнче, ялти симӗс тӑрӑллӑ чиркӳ курӑнать; ав ял, улпут ҫурчӗн хӗрлӗ ҫивиттийӗ, ешӗл сад.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пуҫӗ ҫинчи виҫ кӗтеслӗ сенкер тутара ҫил вӗлкӗштерет; пуҫне уснӑ хӑй, питне аллипе хупласа, крыльца ҫине хӑпарать, Фока ӑна тытса пырать.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тухма хатӗрленсен вӑл яланах сенкер арчине уҫатчӗ, унӑн хуппи шал енне, халь астунӑ тӑрӑх, темле гусарӑн сӑрласа тунӑ сӑнне, помада банки ҫумӗнчен хӑйпӑтнӑ картинкӑна тата Володя ӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарнӑччӗ, — ҫав арчаран ырӑ шӑршӑ тухма ҫунтармалли япала кӑларать, ӑна тивертсе ярать те сулкаласа ҫапла калать:
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун патӗнче кӗрен хӑюллӑ калпак тӑхӑннӑ Марья Ивановна хӑяккӑн сӗвенсе ларать, ҫине вӑл сенкер кацавейка уртса янӑ, ахаль те ҫиллессӗн курӑнакан хӗрлӗ пичӗ Карл Иваныч кӗрсен пушшех те хаярланчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен эпӗ ӑна вуламан минутсенче те куркаланӑ: курпун сӑмси ҫинчи куҫлӑхӗ вара аяларах анса ларать, хупӑнарах тӑракан сенкер куҫӗсем яланхилле мар, урӑхларах пӑхаҫҫӗ, тутисенче хурлӑхлӑ кулӑ палӑрать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ангелина Семёновна та пӗлет ӑна, ҫавӑнпа вӑл ҫурӑмӗпе поезд еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те сенкер тӗслӗ хутаҫ ҫинче тем чакаланҫи турӗ: ҫавӑн тӗслӗ пӗчӗкрех хутаҫпа хӗрачасем калушӗсене тумтир хывнӑ ҫӗре параканччӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпир пурте хаваслӑччӗ — пире ҫак тап-таса сенкер пӗлӗт, хӗвел, таврари ешӗл вӑрман, Сиверскинче хамӑр Ленинград ачисемпе тӗл пуласси хаваслантарчӗ.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Иккӗшӗ те шурӑ майкӑсемпе кӑвак трусиксем тӑхӑннӑ, пирӗннисем — сенкер майкӑсемпе хура трусиксем.На обоих были белые майки и синие трусы, на моих — голубые майки и черные трусы.
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ халӗ те унӑн сенкер куҫӗсенче, тути хӗррисенче яланхи пекех кулӑ пытанса тӑрать.Вот и сейчас в глубине его голубых глаз, где-то в самых уголках губ прячется привычная усмешка.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунӗ сулхӑн, тӗксемччӗ, тӳпере ҫумӑр пӗлӗчӗсем йӑсӑрланатчӗҫ, вӑйлӑ, витӗр кастаракан ҫил тӳпери юлашки сенкер вырӑнсене хура-кӑвак пӗлӗтсемпе хупласа пычӗ.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сенкер тӗслӗ шӑнкӑрав курӑксем пирӗн чӗркуҫҫисем таранах ӳссе ларнӑ; пӗри сасартӑк сулӑнчӗ те хулӑн сасӑпа янӑранӑн туйӑнчӗ — ун ӑшӗнчен, кутӑн чакса, упа пек тӳрккес тӗкӗл-тура тухрӗ те хӑй ҫулӗпе йывӑррӑн вӗҫсе кайрӗ, шӑнкӑрав курӑкӗ вара нумайччен сулкаланса тӑчӗ…
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шӑп та шай вӗсен умӗнче вӑрӑм та сенкер кӳлӗ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗрре, йӑлкӑшакан ҫутӑ хурт пек, шуххӑн йӑлтлатса илеҫҫӗ вӗсем, тепӗр чухне вара сенкер вут ҫулӑмӗ ялкӑшнӑ пек, йӑл кулаҫҫӗ, хӑш чухне тата тинкерсе, сӑнаса пӑхаҫҫӗ…
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочойпа юнашар шурӑ питлӗ, сарӑ ҫивӗтлӗ, сенкер те савӑк куҫлӑ хӗрача ларчӗ.Рядом с Чочоем села белолицая девочка с толстыми светлыми косичками и голубыми веселыми глазами.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав сенкер шыв ҫийӗнче, йӑлтӑркка хура чӑмӑр пек, нерпӑн ҫаврака пуҫӗ курӑнса кайрӗ.Вот над ее поверхностью показалась круглая, словно блестящий черный шар, нерпичья голова.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.