Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дворянсем пурне пуҫӗсене усрӗҫ; эпӗ хам та, турӑшӑн та, кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӑм.Дворяне-то все носы повесили; я сам, ей-ей, чуть не прослезился.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Ачасем вара ирӗксӗрех пуҫӗсене ватма пуҫларӗҫ: ку самолётсем хамӑрӑннисем-ши е нимӗҫсем-и?Ребята задирали головы, пытались угадать, наши это или немецкие.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тӑшмансем пирӗн ҫӗр ҫине пӗр хут ҫеҫ мар килсе тапӑннӑ, анчах кашнинчех вӗсем пирӗн ҫӗр ҫинче пуҫӗсене аркатнӑ.Не раз приходили враги на нашу землю, и каждый раз уходили битыми.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсене хирӗҫ пастырьсен ылттӑнланӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ архиерей аллине хӗрес тытса тухсан, ун хыҫҫӑн ылттӑнланӑ ҫута ризӑсем тӑхӑннӑ мӗнпур пупсем иконсемпе хӗрессем йӑтса тухсан, козаксем пуҫӗсене тайрӗҫ те ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫав вӑхӑтра, литаврсем ҫапса, трубасенчен янӑратса, хуларан тӑшман ҫарӗ тухрӗ, аллисене пилӗкрен тытса, пуҫӗсене каҫӑртса пансем лашапа пыни курӑнса кайрӗ; йӗри-тавра вӗсен тарҫисем йышлӑн кӗпӗрленсе пыраҫҫӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унтан, ҫул ҫинчен пӑрӑнса хӑйсен вырӑнне таврӑнчӗҫ те, пӗлӗтри ҫӑлтӑрсен ҫутинче урапасен ҫуррийӗ хӑйсен вырӑнӗнче ҫуккине, козаксенчен нумай ҫын ҫуккине курса, пурте чӗререн хуйхӑрма тытӑнчӗҫ, хӑйсен шухӑ пуҫӗсене ҫӗрелле усса ирӗксӗрех пурте шухӑша кайрӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Халӗ, ачасем, войсковой приказа итлӗр», терӗ кошевой, хӑй малалла тухса пуҫне ҫӗлӗк тӑхӑнчӗ, мӗнпур запорожецсем вара асли каланӑ чухне тытакан яланхи йӑлапа ҫӗлӗкӗсене хывса пуҫӗсене ҫӗрелле пӗкрӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Малта лашисене харӑссӑн уттарса ахаль тумтир тӑхӑннӑ гусарсем пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кольчуга тӑхӑннӑ ляхсем, унтан тимӗр кӗпе тӑхӑннӑ, аллисене вӑрӑм сӑнӑсем тытнӑ воинсем, унтан пуҫӗсене йӗс ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ляхсем, унтан кашни хӑйне евӗр тумланнӑ чи пуян шляхтичсем уйрӑмӑн пыраҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козаксем пурте кулса ячӗҫ: вӗсенчен нумайӑшӗсем чылайччен пуҫӗсене сулкаласа тӑчӗҫ.Все засмеялись козаки; и долго многие из них еще покачивали головою.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кӑвак кӑвакарчӑн пек кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ чи ватӑ козаксем те пуҫӗсене сулчӗҫ, шуралнӑ мӑйӑхӗсене хускатса шӑппӑн кӑна «пӗлсе каланӑ сӑмах!» терӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем ҫӗрелле пӗкнӗ пуҫӗсене ҫӳлерех йӑтрӗҫ, нумайӑшсем «Кукубенко лайӑх каларӗ!» тесе ырласа пуҫӗсене сулчӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козаксем, айӑпӗсене туйса, пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ; Незамайковски курень атаманӗ Кукубенко ҫеҫ сӑмах хушрӗ: «Тӑхта-ха, батько!» терӗ вӑл: «пӗтӗм ҫар умӗнче кошевой каланӑ чухне хирӗҫ калани саккунлӑ мар та, анчах ӗҫ ун пек пулман, ҫавна калас пулать.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кашни пусма вӗҫӗнчех пӗрер часовой тӑрать; вӗсем пурте хӑрах аллипе хӑйсен умӗнчи алебардӑсенчен илемлӗн тытнӑ, тепӗр аллипе усӑннӑ пуҫӗсене тӗреленӗ, ҫакна пула вӗсем чӗрӗ ҫын пек курӑннинчен ытларах йӑваласа тунӑ кӗлеткесем пек курӑнаҫҫӗ темелле.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Урапасем ҫывӑхӗнче, урапасем айӗнче тата урапасенчен нумай аякра курӑк ҫинче пур ҫӗрте запорожецсем выртаҫҫӗ, вӗсем пурте илемлӗ ҫывӑраҫҫӗ: пӗрисем пуҫ айне ҫапнӑ кӗлте, тӗприсем ҫӗлӗк хунӑ, тӗприсем пуҫӗсене юлташӗсен айӑк пӗрчи ҫине хунӑ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑйсен кӑмӑлӗ хушнӑ пек тата вӗҫӗмсӗр гулять туса пурӑнма вӗренне рыцарьсем ретсенче пуҫӗсене чыслӑн пӗксе пӗр тикӗссӗн тӑраҫҫӗ, кошевой приказанисем панӑ чухне вӗсем куҫ уҫма та хӑраҫҫӗ, кошевой хӑйӗн приказанийӗсене лӑпкӑн, кӑшкӑрмасӑр, васкамасӑр, анчах ватӑ та ӗҫе пӗлекен козак пек, хӑйӗн тӗплӗн шухӑшласа хунӑ вӑрҫа ӗҫӗсене пӗрремӗш хут ҫеҫ мар пурӑнӑҫлакан козак пек парса тӑрать.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ашшӗ ҫапла кӗтсе илнинчен тӗлӗнсе, вӗсем пӗр хусканмасӑр пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ.Они были очень смущены таким приемом отца и стояли неподвижно, потупив глаза в землю.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чылайччен чӗнмесӗр ларчӗҫ шӑшисем подвалта, чылайччен пуҫӗсене ватрӗҫ.Долго сидели мыши в подвале молча, погрузившись в глубокое раздумье.
Шӑшисем кушакран хӑтӑлма шухӑшлани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
XVIII ӗмӗрте сурпан пуҫӗсене йӗппе-ҫиппе питӗ хитре тӗрленӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Бережной куҫ айӗн юнашар тӑракан ҫынсем ҫине пӑхса илчӗ, анчах вилнӗ пек нимӗн чӗнмесӗр тӑракан халӑх хушшинче никамӑн куҫне те тӗллесе илеймерӗ: пурте пуҫӗсене уснӑ.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.