Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑрӑш ҫинче пурин валли те вырӑн ҫитмерӗ, вӗҫен кайӑксем таврари нумай йывӑҫсене йышӑнчӗҫ; анчах кайӑксем татах та татах килеҫҫӗ: кӑсӑясем, пӑрчкансем, вӗлтӗрен кайӑкӗсем; тата ытти нумай тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем пухӑнчӗҫ.
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.
Кӑткӑ ӗҫне пӗлес тесен нумайччен сӑнаса тӑмалла хӑйсен йӑви ҫумӗнчи йывӑҫ тӑрӑх кӑткӑсем чупса ҫӳренине эпӗ вӑрманта нумай курнӑ, анчах эпӗ ӑна тимлӗн сӑнаман: мӗне кирлӗ вӑл кӑткӑ йывӑҫ тӑрӑх мӗншӗн чупни, ӑҫта кайни!
Кӑткӑсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 73–74 с.
— Нумай, нумай чӑтнӑ эпӗ хам ӗмӗрте.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Ман хыҫра асаилӳсем ҫав тери нумай: Петербургри пурӑнӑҫ, пуянлӑх, унтан чухӑнлӑх, унтан атте вилӗмӗ, качча тухни, унтан ют ҫӗршывра ҫӳрени, кирлӗ пекех пулнӑ… асаилӳсем нумай, анчах асӑнмалли нимӗн те ҫук, ман умра вӑрӑм, вӑрӑм ҫул, анчах ӗмӗт ҫук…
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Мӗншӗн тесен эсӗ ҫак тӗнчере нумай асапланатӑн, ҫавӑнпа хӑвӑн чунна ҫеҫ мар, пирӗнне те нумай ҫылӑхсенчен хӑтӑлма пулӑшрӑн, теҫҫӗ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Юлашки вӑхӑтра нумай япалана хӑнӑхса ҫитрӗм, нумай япала куртӑм Засекинсем патӗнче: вӗсен йӗркесӗрлӗхӗ, яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫурта тӗпӗсем, хуҫӑк ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем, салхуллӑ Вонифатий, ҫӗтӗк-ҫатӑк горничнӑйсем, княгиньӑн хӑйӗн хӑтланкаларӑшӗ — ҫак йӑлтах тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ тек маншӑн ҫӗнӗ мар ӗнтӗ…
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пушкин повеҫе пичетленӗ чухне вулакансене асӑрхаттарнинче ҫапла ҫырнӑ: «Н. В. Гоголь нумай вӑхӑт хушши ҫак шӳтлӗ япалана пичетлеттерме килӗшмесӗр тӑчӗ; анчах эпир унта фантастикӑлла, хаваслӑ, оригиналлӑ, кӗтмен япала нумай тӗл пултӑмӑр, хамӑр савӑннӑ пекех вулакана савӑнтарас тесе, ӑна пичетлесе кӑларма ӳкӗтлерӗмӗр».
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ҫамрӑк ҫын хӑй укҫипе усӑллӑ нумай кӗнекесем кӑларнӑ, заказсем нумай парса тултарнӑ, хавхалантармалли призсем тунӑ, ҫаксене йӗркелеме купипех укҫа пӗтернӗ, юлашкинчен вара нимсӗр тӑрса юлнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӳлӗмсенче вӗсен пурлӑх нумай мар, тепӗр чухне пӗр штоф вырӑс эрехӗ кӑна, ку эрехе вӗсем вӑйлӑ мухмӑр ҫук чухнех кунӗпе сӑрӑхтараҫҫӗ, вӗсен вырсарникун нумай ӗҫсе ҫурҫӗр иртсен тротуара пӗччен йышӑнакан ҫамрӑк нимӗҫ ремесленникӗнни пек мухмӑр пулмасть.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кунта аукционӑн кирлӗ ҫыннисем, кашни кунах ирхи апат ҫиес вырӑнне унта ҫӳреме хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем нумай; кунта эпир хӑйсен коллекцийӗсене пуянлатасшӑн тӑрӑшакан тата вуникӗ сехетрен пуҫласа пӗр сехете ҫитиччен урӑх ӗҫ тупайман аристократсене куратпӑр, тата залра ытти ырӑ господасем те нумай; вӗсен платьисем кивӗ, кӗсйисем шӑтӑк, вӗсем ҫакӑн пек ҫӗре кашни кунах пӗр тӗллевсӗр, мӗнле те пулин ӗҫ епле вӗҫленнине пӑхма, кам хаклӑрах, кам йӳнӗрех панине, кам кама ҫӗнтернине тата кама мӗн лекнине пӗлме кӑна пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Чертокуцкий питӗ те лайӑх астӑвать: вӑл нумай выляса илчӗ, анчах аллине нимӗн чухлӗ те кӗмерӗ; вӑл вара сӗтел хушшинчен тӑрса тухсан та нумай вӑхӑт кӗсйинче сӑмса тутри ҫук ҫын пек аптраса тӑчӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Нумай, нумай вӑхӑт вӗҫӗ-хӗррисӗр иртнӗн туйӑнать.Казалось, прошло много-много длинных, как бесконечность, часов.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нумай, ахӑртнех, ытлашши те нумай хуйхӑ тӳсме тиврӗ-тӗр унӑн.Много пришлось испытать ей горя, пожалуй, даже слишком много.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тата акӑ мӗн уйрӑмах тӗлӗнтерет — нумай пурӑннӑ, нумай тӳснӗ ӗнтӗ, пӗр пурнӑҫ мар, темиҫе пурӑнса ирттернӗ тейӗн, анчах пурпӗр ӗлӗкхи пекех пӗр туйӑмпа пурӑнатӑп — хам тума тивӗҫлӗ чи кирлӗ ӗҫ малта пек, чӑн-чӑн пурнӑҫ пуҫланман та пек туйӑнать!
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Коробин лӑпкӑн, пӗр такӑнмасӑр, нумай шухӑшласа тӑмасӑр ответлерӗ, — нумай шухӑшласа тӑрсан, обком секретарӗ вӑл унти ӗҫсем ҫинчен илтнипе ҫеҫ пӗлет теме пултарать.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӗр ҫулталӑк та иртеймен — механизациленӗ зала ӗне сӑвакансем часах пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ӗнесене капла сума вӗрентеймен, вӗсем хӑранӑ, сӗт нумай чакарнӑ, унсӑр пуҫне тата вӗсем юхан шыв леш енче, улӑхра нумай ҫӳренӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫуркунне, шывсем чакнӑ хыҫҫӑн ҫарансенче, таса вырӑнсенче нумай ҫӗрте ҫӗнӗрен хунӑ хӑйӑр, пыльчӑк тӗмисем юлаҫҫӗ; ҫавӑн пекех ҫакӑнта та, аслӑ Ҫӗпӗр хирӗнче, ҫулла ҫӗнӗ ҫӗре куҫас шухӑшпа ҫӳренӗ ҫынсем хыҫҫӑн, пӗр вӑрман хыҫӗнче нумай ҫӗнӗ вилнӗ ҫын тӑприсем юлнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Анчах та атте хӑйӗнни ҫинчех тӑнӑ, нумай шутланӑ, нумай ӗҫленӗ, хӑшӗ-пӗрне вӗҫлемелле тенӗ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Йывӑр пурнӑҫа пула атте вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ, вӑл тата та нумайрах туса хӑварма пултаратчӗ, анчах вилӗм пурнӑҫлаттармарӗ, пичетленмен ал ҫырӑвӗсем те нумай юлчӗҫ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Хӑй пурнӑҫне йӑлтах каласа кӑтартрӗ, нумай шухӑшласа, нумай туйса ирттернӗ, пулмалла…Всю жизнь свою рассказал, — видно, многое он передумал и перечувствовал…
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.