Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

никама (тĕпĕ: никам) more information about the word form can be found here.
Пӗррехинче тата, килсен пиллӗкмӗш кунӗнче, пӗчченех ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те ҫийӗнчи кӗпине ҫурса ывӑтрӗ, тепӗр кун уншӑн аслашшӗнчен кунӗпех каҫару ыйтрӗ, кӗпине сурни ҫинчен никама та ан кала тесе тархасларӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ивасова сакӑр ҫул каялла Янасловпа пулса иртнӗ ӗҫе лайӑх пӗлнӗ, анчах ҫав ӗҫ Роза пирки пулса тухнине чухласа илеймен, Роза хӑй ӑна никама та каласа паман пулнӑ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Килӗнче вӑл никама та систермесӗр «виллис» ҫине ларчӗ, ҫав самантрах машинӑпа Роза патне тухса кайрӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак кӗвӗ халлӗхе никама та паллӑ мар — вӑл ҫамрӑк ҫын чӗринче ҫеҫ янӑраса тӑрать.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шӑп ҫав вӑхӑтра зала пӗр ҫын утса кӗрет те, никам ҫине те пӑхмасӑр, никама та кансӗрлемесӗр малти ретелле пырса, унти пӗр пушӑ вырӑна кӗрсе ларать.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Эпӗ ӑна пурпӗрех никама та кӑтартман пулӑттӑм вӗт-ха…»

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мана халиччен пӗр хӗрача та юратса курман-ха, хам та ун ҫинчен никама та каласа паман.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Никама та асӑрхаса юлмарӑр-и хӑвӑр?

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Пирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ вӗт — путевка та пур, шоферӗн удостоверенийӗ те никама та иккӗлентерме пултараймасть…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Юлашкинчен хӑй те, ӑҫта каяссине никама пӗлтермесӗр, килӗнчен тухса тарнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кӗнекери кашни калаврах расна геройсем, тӗрлӗ халӑхсен ывӑлӗсем, анчах вӗсене пурне те пӗр хӑватлӑ туйӑм — иксӗлми патриотизм, Тӑван ҫӗршыва нимрен те ытларах юратни пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвать, пӗр тӗллев патне илсе пырать: тӑшмана ҫӗнмелле, совет халӑхӗн чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармалла!

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн, халӑх телейӗшӗн паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн ӑна тӑватӑ орденпа тата тӑватӑ медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӑна эп: «Никама та качча тухмастӑп», — тесе авланма хам хушрӑм.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Анчах ҫакна асра тыт: ҫӗр ҫинчи кирек мӗнле хӗрарӑм та хӑй кама та пулин вӑрттӑн ыталанине, улаххӑн чуптунине никама та систермест.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ӗҫлеме эпир никама та чармастпӑр.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑй килесси ҫинчен никама та систермен Герасим Федотович яла каҫхине ҫитрӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Никама та ҫын вырӑнне хумасть.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Глафира ӑҫта пурӑннине Аркаш пӗлмест: Анфиса Ксенофонтовна никама та шарламасть иккен.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шӑла ҫыртса ултава пытарни нихҫан та никама та ырӑ кӳмест, ҫавӑнпа килтӗм сирӗн пата.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Никама та ҫын вырӑнне хумасть, — пӳлӗмри пукансене сӑлтавсӑр-мӗнсӗр вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫӳрерӗ Елен.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed