Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

млн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
2015 ҫулта 31,976 млн. тенкӗлӗх ҫул-йӗр ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хальхи вӑхӑтра 13,1 млн. тенкӗ суммӑлӑх тепӗр икӗ ҫӗнӗ инвестици проекчӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пуш уйӑхӗнче республикӑна федераци бюджетӗнчен 154,9 млн тенкӗ килнӗ.

Help to translate

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Раҫҫейре 8 млн тонна сӗт ҫитмен вӑхӑтра ҫакӑ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - терӗ Михаил Игнатьев.

Help to translate

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ҫӗнтерӳҫӗ-проектсем республика бюджетӗнчен 11 млн тенке яхӑн грант пулӑшӑвӗ илнӗ.

Проекты-победители в качестве грантовой поддержки получили порядка 11 млн. рублей из республиканского бюджета.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457

«Пирӗн строительсем валли 10 ҫула ӗҫ пур, — залра ларакан ертӳҫӗсене хавхалантарчӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра территорисенче — 2 пине яхӑн гектар лаптӑк ҫинче — 7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тӑвас тӗлӗшпе 56 проект пурнӑҫланать».

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапла вара наркоманипе кӗрешме иртнӗ ҫул уйӑрнӑ укҫан пӗтӗмӗшле виҫи 1 млн тенкӗрен те иртнӗ.

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерствин тӗпчев лабораторийӗ валли хушма 3 млн тенкӗ кирлипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвне те ҫак шӑпах кӗтрӗ — министр заместителӗ финанс министрне ӳкӗте кӗртеймерӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах министр бизнес валли уҫакан МФЦ кайран хӑех ҫулталӑкра 25 млн тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫласси ҫинчен каласан та регион ертӳҫине ӳкӗте кӗртеймерӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Бизнес представителӗсем валли нумай функциллӗ центр уҫасшӑн — 10 млн тенкӗ кирлӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫурт-йӗр строительствине те хушма укҫа тӗревлӗ — 368 млн тенке яхӑн.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

364 млн тенке яхӑн — онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тума.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав шутран 895 млн тенке яхӑн кредитсен процент виҫисене субсидилеме ярӗҫ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

1 млрд та 81 млн тенкӗ ытларах — агропромышленноҫ комплексне аталантарма.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Компенсаци илме пултаракансем пӗтӗмпе 23 пин ҫын-мӗн — ҫулталӑкра 30 млн тенкӗ кирлӗ пулать.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫак тӗллевпе 3670 млн тенкӗ тӑкакланӑ, кашни воспитанник пуҫне хывнӑ бюджет тӑкакӗ 2010 ҫулхинчен 1,7 хут ӳснӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Агрегат 14 млн тенке кайса ларчӗ.

Help to translate

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Айӑпланакансем уголовлӑ ӗҫе судра тишкернӗ вӑхӑтрах патшалӑха кӳнӗ сиене саплаштарнӑ — 1 млн та 845 пин тенкӗ тӳленӗ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсене тӗпе хурса ӗҫлев центрӗ строительство компанине бюджет укҫине, 2 млн тенке яхӑн, куҫарса панӑ, ҫав укҫана кайран уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗсем вӑрланӑ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пурӗ 26 млн тенкӗ кирлӗ, хальлӗхе ял тӑрӑх администрацийӗ 11 млн тенкӗ палӑртнӑ, ӑнлантӑр ӗнтӗ, ку кӑна ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ыйтӑва пӗр ҫулта кӑна татса пама май килмӗ.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed