Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карти (тĕпĕ: карта) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнтах вӑл чӳречерен пӑхса илчӗ, хӗвелпе ҫунса тӑракан цинк витнӗ ҫурт ҫийӗсене, мӑръе ҫине эрешмен карти пырса ларнине асӑрхарӗ.

При этом он взглянул в окно на горящие под солнцем цинковые крыши, на зацепившуюся за трубу паутину.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑҫ шаршанӗсемпе юнашар, лутра сурӑх карти пек, хӑма ҫуракан завод ларнӑ, кунта пӑчкӑ юрри уйрӑмах хытӑ илтӗннӗ.

Рядом со штабелями древесины стояло низкое, как кошара, здание лесопилки, и песня пилы теперь звучала с исключительной силой.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗр кунӗ те ӗлӗкхи пекех хӗвеллӗ, эрешмен карти те ӗлӗкхи пекех выляса тӑрать, анчах тинкеререх пӑхатӑн та — ӗлӗкхи кӗркунне мар.

Будто и осень, как бывала и прежде, богатая солнцем, и липучая паутина по-прежнему расцвечивает небо, а присмотришься — нет, не та осень.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Асамат кӗперӗн тӗсӗсемпе выляса тӑракан сывлӑшра лӑпкӑн кӑна, ерипен-ерипен эрешмен карти каркаланса шӑвать, пӗр ҫӳлелле хӑпарать вӑл, пӗр ҫӗр ҫумӗпе сарӑлать.

В радужном сиянии плывет паутина, плывет тихо-тихо — то подымается вверх, то падает на землю.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав кунтан тытӑнса вара хӑрушӑ тискер каварӑн хура ҫипписем Дон, Кубань, Терек, Урал, Уссури тӑрӑхӗнчи казаксен ҫӗрӗсем тӑрӑх чикӗрен чикке, станицӑран станицӑна хура эрешмен карти пек тӑсӑлса каяҫҫӗ.

По Дону, по Кубани, по Тереку, по Уралу, по Уссури, по казачьим землям от грани до грани, от станичного юрта до другого, черной паутиной раскинулись с того дня нити большого заговора.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӗсӗк куҫӗсем, куҫ хӳрисенче эрешмен карти пек ҫинҫе те шутласа кӑлармалла мар йышлӑ пӗркеленчӗксемпе пӗрӗнсе, куҫхӗррипе пайӑркаланчӗҫ.

Узкие глаза его сморщились, излучив от углов несчетное множество паутинно тонких морщин.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗпер тӗлӗнче «виллис», эрешмен карти ларнӑ вӗтлӗхсемпе ҫул хӗрринчи тусан пуснӑ хыт курӑксене ҫутатса илсе урапа ҫулӗ ҫине пӑрӑнчӗ.

От моста, осветив голые, покрытые паутиной кусты и серый от пыли придорожный бурьян, газик свернул на проселок.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сывлӑм шывӗ ҫул ҫинчи тусана пусарнӑ, тӗтре сирӗлнӗ ҫӗрте пур ҫӗрте те — типӗ курӑк ҫинче, ҫӗмелсем ҫинче, — кӗленчерен арланӑ ҫип пек, йӗпе эрешмен карти йӑлтӑртатнӑ.

Роса прибила пыль на дороге, и всюду, где туман уже рассеялся, — на стерне, среди сухого бурьяна, на копнах — блестела, как стеклянная пряжа, мокрая паутина.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав юхӑмра пӑхӑр эрешмен карти чӗтренсе йӑлтӑртатса тӑрать, хунарсен шурӑ хӑйӑвӗсем ярӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем юханшыври бакенсем пек туйӑнаҫҫӗ; ҫав бакенсем айӗнчен пиншер ҫын иртет — ҫынсем, калаҫса татӑлнӑ пек, пурте урама харӑс тухрӗҫ, сарлака тротуарсем ансӑрланчӗҫ…

Над ее руслом блестит и вздрагивает медная паутина, качаются белые бусы фонарей, точно бакены на быстрой воде; из-под этих бакенов проходят тысячи человек — люди, словно сговорившись, все сразу вышли на улицу, просторные тротуары ужались…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Виҫӗ колхоза пӗр лаша вити, виҫӗ сурӑх карти анчах.

— На три колхоза одна конюшня и три кошары.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вунтӑватӑ объект асӑнчӗ вӑл, икӗ лаша вити, тӑватӑ сурӑх карти, виҫӗ ӗне вити, кӗлет…

Он назвал четырнадцать объектов, в том числе две конюшни, четыре кошары, три коровника, амбар…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кошевой хӗҫ вӗҫӗпе пура кӗтессинчен лӑстӑрка эрешмен карти ҫаклатса илчӗ те Чубатӑя пачӗ.

Кошевой концом шашки достал со сруба хлопчатый ком паутины, подал.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Михайло, эрешмен карти тупса кил.

— Добудь, Михайло, паутины.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Курать вӑл — Наталья, мӑйӗ пӑртакҫах чапрасланса ларнӑ пулин те, ӗлӗкхи пекех лайӑх, хитре, тулли питҫӑмартийӗсемпе тутисем пачах та пӗркеленмен, вӗсене вӑхӑт лутӑркайман, унӑн, Аксинйӑн, акӑ, вӑхӑт ҫитмесӗрех куҫ айӗсем пӗркеленсе эрешмен карти пек каркаланнӑ.

Она видела, что Наталья, несмотря на слегка покривленную шею, так же хороша, как и раньше, — щеки ее и рот свежи, не измяты временем, — а у нее, Аксиньи, раньше времени сплелась под глазами паутинка морщин.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ҫинче, шурӑ кӑпӑк евӗр хӑпартланса, пӗлӗт шӑвӑнать, ҫӗр ҫинчен пӗлӗтелле, куҫпа виҫейми тӳпенелле, ҫилпеле хумханса, ҫип-ҫинҫе эрешмен карти ҫиппи вӗҫсе ҫӗкленет.

Над ними белопенной пышной грудью висело облако, и к нему, в немыслимую высоту, стремилась от земли нежнейшая, волнуемая ветром нитка паутины.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сентябрьти янкӑр-тӑрӑ кун Тутар хуторӗ ҫинче ҫип-ҫинҫе те мамӑк пек ҫемҫе, сӗт кӑпӑкӗ евӗр эрешмен карти вӗҫет.

В погожий сентябрьский день летала над хутором Татарским молочно-радужная паутина, тонкая такая, хлопчатая.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мана патша ҫуртӗнчи тӗрлӗ элексем-мӗнсем ӗмпӳн таса ячӗ тавра эрешмен карти пек явкаланса варалани питех те хумхантарать.

Меня глубоко волнуют те дворцовые сплетни, которые паутиной кутают светлое имя монарха.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сад пахчин тимӗр решеткеллӗ карти ҫумӗпе тайкаланса, пӗр австриец ӑнтан кайса чупса пырать.

Вдоль железной решетки сада, качаясь, обеспамятев, бежал австриец.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, пырне аллаппипе сӑтӑрса, вите пӳлӗмӗн карти урлӑ сиксе каҫрӗ; вӑл пӗтӗмпе тӑвӑнса ларчӗ.

Григорий прыгнул с перегородки, растирая ладонью горло; он задыхался.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шумилин Мартин, хулсӑр Алексейӗн тӑванӗ, ҫак ылханлӑ кайӑка масар карти ҫумӗнче икӗ каҫ хуралласа тӑчӗ, анчах та ӳхӗ — куҫа курӑнми ытарлӑ кайӑк — нимӗн сасӑсӑр ун пуҫӗ ҫинченех вӗҫсе каҫать, масарӑн тепӗр пуҫӗнчи хӗрес ҫине кайса ларать, ыйхӑллӑ хутор ҫине каллех хӑйӗн сехрене хӑпартакан сассисене сапалама тытӑнать.

Шумилин Мартин, брат безрукого Алексея, две ночи караулил проклятую птицу под кладбищенской оградой, но сыч — невидимый и таинственный — бесшумно пролетал над ним, садился на крест в другом конце кладбища, сея над сонным хутором тревожные клики.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed