Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтермешкӗн Ҫӳлхуҫа сана тӑшманусен аллине парӗ; вӗсене хирӗҫ эсӗ пӗр ҫулпа тухӑн, тарасса вара вӗсенчен ҫичӗ ҫулпа тарса кайӑн; ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх тӑрӑх сапаланса пӗтӗн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа аҫӑрсене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ ырӑлӑха та ытлӑн-ҫитлӗн парӗ: хӑв та хунаса кайӑн, выльӑху-чӗрлӗхӳ те ӗрчевлӗ пулӗ, ҫӗр ҫимӗҫӗ те тулӑхлӑ пулӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Анчах хӗрӗн пиччӗшӗпе амӑшӗ каланӑ: хӗрӗмӗр пирӗнпе пӗрле вунӑ кун та пулин пурӑнтӑр-ха, вара кайӑн, тенӗ.55. Но брат ее и мать ее сказали: пусть побудет с нами девица дней хотя десять, потом пойдешь.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Авраам хӑйӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та 3. мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн; 4. эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫавӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.