Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ленин, ҫав тери интересленсе кайнӑскер, утӑ ҫине сӗвенсе выртса итлеме пуҫларӗ.Ленин же, страшно заинтересованный, прилег на сено и стал слушать.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Халӗ ӗнтӗ пурте чӑмлама пӑрахса тимлӗн итлеме пуҫларӗҫ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хутора кӗлӗ итлеме килнӗ ҫынсем вӗсене мухта-мухта ҫирӗҫ.Их ели и похваливали все, кто пришёл на хутор слушать проповедь.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Чи пӗлтерӗшли вӑл мар-ха, приютри пурӑнакан Стулле Йокепе ытти ватӑсем Эмильпе пӗрле ларса вӑл хаҫат вуланине итлеме юратаҫҫӗ.
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хӑйӗн тарҫисене вӑл сӗтел хушшинче иксӗмӗр пӗрле мӗн калаҫса ларнине итлеме чарнӑ пулнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Писательсем пекех, уйрӑммӑнах тӗрлӗ проектсем ҫыракан авторсем пекех, вӑл ман сӗнӳсене хапӑл тусах йышӑнчӗ, эпӗ мӗн каланисене савӑнсах итлеме пулчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хама вӗрентекен учитель каласа панӑ тӑрӑх, ҫак сывлӑшра вӗҫсе ҫӳрекен утрав ҫинче пурӑнакан ҫынсем тӳпери янӑракан музыкӑна итлеме пултараҫҫӗ иккен.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман шутпа ҫак ҫынсем тарӑн шухӑша каяҫҫӗ те, вара ытти ҫынсемпе калаҫма та, ытти ҫынсем каланине итлеме те пултараймаҫҫӗ пулмалла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑйӗн калаҫӑвне вӗҫленӗ май, вӑл карапа ертсе пырас ӗҫре манӑн канашсене те итлеме пулни ҫинчен пӗлтерчӗ, мӗншӗн тесен тинӗс ҫӳревӗн ӗҫне эпӗ те унран кая мар пӗлетӗп, карапа та унпа пӗр танах ертсе пыма пултаратӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман доклада итлеме его величество мана пилӗк аудиенци турӗ, кашни аудиенцийӗ темиҫе сехет хушши тӑсӑлчӗ.Мой доклад его величеству занял пять аудиенций, каждая из которых тянулась несколько часов.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Альфредӑн ирӗксӗрех ӑна итлеме тиврӗ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпӗ тарӑхса кайнипе оратор сӑмахне кӑштах пӳлсе хураттӑм, анчах вӑл хӑйне ним сӑмах хушмасӑр итлеме йӑлӑнчӗ те малалла ҫапла каларӗ: «Эсир мана пит нумай усӑ турӑр, ҫавна кура эпӗ, хам пуҫӑм пӗтесрен хӑрамасӑрах, айӑплакан акт копине майлаштарса тупрӑм. Ӑна сире алла тыттаратӑп», терӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана икӗ чыс тивет: ҫӗнтерӳллӗ вырас ҫарӗпе пӗрле кӗрешме тата халӑхсене тӗлӗнтерсе, вӗсен тавне илтме тивӗҫ пулнӑ полководец хушнине итлеме.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Унӑн куҫӗ умӗнчех тӑшман ҫарӗн ӗречӗсем ишӗлсе пынине, вилӗмрен хӑтӑлнисем нимӗн тума пӗлменнипе хӗҫпӑшалпа артиллерие пӑрахса, территорие, аманнисене, ҫапӑҫма хатӗр паттӑрсен пӗчӗк ушкӑнне пӑрахса тарнине, салтаксем командирсене итлеме пӑрахнине, лешсем йӗркерен тухса кайнӑ ушкӑн пек пулнӑ войско чаҫӗсемпе нимӗн тума пултарайманнине курнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пӗртен-пӗр чун йӑпатмӑшӗ — кулленех ҫӗнӗ хаҫатсем вулани тата раци валли питани ҫитмесрен хӑрамасӑрах радио-передачӑсем итлеме май пурри.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ итлеме чӗнсе алла ҫӗклерӗм:
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ваня Строков громкоговорителе майлаштарчӗ, партизансем, Мускавран памалли передачӑна итлеме май пуласса кӗтсе, унпа юнашарах тӑчӗҫ.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пире пулӑшса тӑракан ҫак пӗчӗк партизансен тӗрӗс калавӗсене итлеме ҫӑмӑлах марччӗ, кӑмӑл хуҫӑлатчӗ.
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кузнецов итлеме ҫӑмӑл, кӑшкӑрмасӑр вулать.
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Каласа параканнине итлеме тӑрӑшнипе вара куҫӗсем унӑн ҫамки ҫинех тухса ларатчӗҫ пулӗ.От усилия слышать рассказчика у него буквально глаза на лоб вылезали.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.