Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирхи the word is in our database.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) more information about the word form can be found here.
Тӗнӗ пек чӳречерен хӗсӗнсе кӗнӗ ирхи хӗвел ури пӳртре ҫӳп-ҫӳхе ылтӑн кашта евӗр ҫакӑнса тӑрать.

Help to translate

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Харкашу ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ.

Ссора произошла 5 апреля в 9 часов утра.

Киле час таврӑнманшӑн вӗлернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32535.html

Хӑйне ӑсатаканпа сывпуллашса Кӑваркуҫ вӑранайман ирхи хулана кӗрсе кайрӗ…

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Курӑк хушшине пытаннӑ кайӑксем хӑйсен ирхи юррисене вӗҫлемен-ха.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен машини Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен темиҫе вырӑна ҫитсе чарӑнӗ – халӑхран хут, кантӑк, пластик, ҫипуҫ, батарейка, пластмасса хупӑлча, шӑл тасатмалли щётка, лампочка, дозаторсемпе распылительсем, фломастерсемпе маркерсем тата ыттине йышӑнӗҫ.

Транспорт защитников окружающей среды с 10 утра до 14 часов 30 минут в Новочебоксарске остановится в нескольких местах — от населения будут приниматься бумага, стекло, пластик, одежда, батарейки, пластмассовые крышки, зубные щётки, лампочки, дозаторы и распылители, фломастеры с маркерами и др.

«Экомаршрутка» ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32383.html

Ирхи нӳрӗк ҫил ҫӳҫентерсе вӗре пуҫларӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлашки хут пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн Эльгеевпа Данилов тарават кил хуҫисенчен уйрӑлчӗҫ, тепӗр кунӗнче ирхи пӑрахутпа Шупашкар хулинчен тухса кайрӗҫ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вунӑ сехет тӗлнелле чӑваш театрӗнче ӗҫлекенсем ирхи репетицие пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ирхи ҫутӑра илемлӗн курӑна пуҫларӗҫ чиркӳ тӑррисем — шап-шур та шӗп-шӗвӗр.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Паша, час килмерӗн-ҫке ӗнер: ҫур ҫӗрчченех сӗрме купӑс пирки калаҫрӑр-и е Альӑна ӑсатма кайрӑн-и? — ытарлӑн ыйтрӗ Зинаида Степановна ирхи апат хатӗрленӗ хушӑра.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ирхи сенкер ҫутӑ палӑра пуҫланӑ вӑхӑтра урам енчи кантӑкран хуллен шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр кунне, ирхи апат хыҫҫӑн, Данилов киле каяс шухӑшлӑччӗ, анчах Андреев Шӗнерпуҫне пырса курма ыйтнине аса илчӗ те тӑхтарӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем, тӑватӑ арҫын, пӳрте кӗрсе сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, хушӑран Ятламас йӗкӗлтенине пула тавлашкаласа ирхи апат турӗҫ.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнать ҫамрӑк кӗтӳҫӗ, таврари вӑрман илемӗпе, ирхи ырӑ ҫанталӑкпа киленет, вӑрманти мӗн пур кайӑксене хӑйӗнпе тупӑшса, ҫунат ҫапса юрра яма чӗнет.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин ҫулҫӑ сарса сар хӗр пек тирпейленнӗ ҫамрӑк хурӑн ҫине ӑсан пырса ларать, хӑйӗн мӑшӑрне кӗтсе илеймесӗр ешӗл кӑчка пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫӑтса ирхи апат тӑвать.

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

«Сӑпкари пӗчӗк ача тапкаланмасӑр ыйхӑран вӑраннӑ пек, ирхи вӑрман майӗпен чӗрӗлет.

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Акӑ ирхи подъем та пулса иртрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку чиркӳ чанӗ турра ӗненекенсене ирхи кӗлле чӗннӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирхи хӗвел ӑшши часах ҫемҫетрӗ унӑн кӑмӑлне: сак ҫинче выртса канас килчӗ ирхи каччӑн.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирхи сывлӑшпа уҫӑлса ҫӳрес килчӗ унӑн.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed