Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирех (тĕпĕ: ир) more information about the word form can be found here.
Халиччен ирхине ирех ӑна ҫул ҫинче никамах та тӗл пулакан марччӗ, паян правлени умӗнче пӗр юланут хӑваласа ҫитрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата тепӗр ҫӗр пуҫне ҫӗмӗрчӗ вӑл кун пирки, паян ирхине ирех вара телефонпа Ятманран каҫару ыйтрӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашмарина ун сӑмахӗсенче каллех хӑйне тӑрӑхласа каланине туять — машина е ирех таҫта тухса кайнӑ ӗнтӗ е ҫӗмрӗк ларать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне ирех вӑл «Атӑл» колхозӑн ыраш пуссине кайса ҫынсем мӗнле ӗҫленине чылайччен пӑхкаласа ҫӳрерӗ.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирхине ирех ӗҫе каяс ҫук пулсан, ҫутӑличченех лармалла та, анчах пуриншӗн те кӑткӑс вӑхӑт ҫывхарса ҫитнӗ — хӗвелпе пӗрле хире тухмалла.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе ача шыва кӗрсе кайнӑ та, кӑвакалсем пек, вӗҫӗмсӗр шыв айнелле чӑмаҫҫӗ, вӗсем кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ирех килсе тухнӑ та мӗн каҫченех ҫапла выляҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ, хурӑн ҫырли татаҫҫӗ, шӑхлич тӑваҫҫӗ, киле илсе кайма шыв хӗрринче шапа хуранӗ пек япаласем пуҫтараҫҫӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак кунсенче Анушка Карачӑмран кашни ирех блокнотӑн вараланса пӗтнӗ пӗчӗк листисем ҫине ҫырнӑ кӗске сводкӑсем илсе тӑчӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Паян ирех выртнӑ та ку таранччен ыйӑха ҫапнӑ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян ирех хут ҫырса янӑ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ старик ирех хваттере килнин сӑлтавне чухлаймарӗ-ха, мӗншӗн тесен вӑл унпа каҫхине правленирен таврӑнас умӗн ҫеҫ калаҫнӑччӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Левентейпе мӗн калаҫмаллине ирех калаҫрӗ, ҫавӑнпа ҫул ҫинче вӗсем кок-сагыза тек асӑнмарӗҫ те.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала килӗнче Октябрь праҫникӗ ноябрӗн улттӑмӗшӗнче ирхине ирех пуҫланчӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӑмӑллӑн вуламалла ҫыракан ҫынна уйӑрса лартӑр та задани парӑр: кашни кун ирех сводка ҫырса ҫаптӑр.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кунта ирех килет те ниҫта тухмасӑр ӗҫлет, — хутсемпе чакалашать, шут шӑрҫисене вӗҫӗмсӗр каялла-малалла шутарать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян ирех Шупашкарта хваттер ҫуннӑ.

Сегодня рано утром в Чебоксарах случилось возгорание в одной из квартир.

Шупашкарта ирех хваттер ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33354.html

Паян ирпе ирех Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.

Сегодня рано утром в Цивильском районе произошло дорожно-транспортное происшествие.

Правасӑр водитель фура ҫине пырса кӗнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33319.html

Паян ирех ҫитмеллеччӗ ӗнтӗ унӑн, вӑл ав ҫук та ҫук.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине ирех Шигалей патне аслӑ князь ҫынни чупса ҫитрӗ — Василий Иванович ӑна каҫ кӳлӗм кремле чӗнет.

Help to translate

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирпе ирех фермӑра мӑшӑр — ирхи сӑвӑмра.

Help to translate

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Вӑл та яла ҫитнӗ-ҫитмен ҫурт вырӑнӗ суйласа илнӗ, ыран ирех Ахтупайпа пӗрле пура пурама тытӑнасшӑн.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed