Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентекен the word is in our database.
вӗрентекен (тĕпĕ: вӗрентекен) more information about the word form can be found here.
«Ҫывӑхлатас» тӗлӗшпе вара тӗрлӗ сӗнӳсем тӑратаҫҫӗ: чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсене ытларах кӗртсе пымалла, орфографипе вырӑс орфографийӗ майлӑ тумалла, шкулта вӗрентекен чӑваш грамматики те май пур таран вырӑс грамматики евӗрлӗ пулмалла т. ыт. те.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа та эпир Чӑваш Республикинче нумай-нумай вӗрентекен И.Яковлев ҫинчен аса илес тесе, вӑл пире мӗн сӗннине тата тепре ҫирӗплетсе хӑварас тесе пухӑнтӑмӑр».

Help to translate

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Кирлӗ хатӗр-хӗтӗр туянтӑм, пукане тума вӗрентекен видеоуроксемпе паллашрӑм.

Купила необходимый инструмент, познакомилась с видеоуроками, в которых происходит обучение мастерству создания кукол.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Светлана Валерьевна 2023 ҫулхи республика шайӗнче иртекен «Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» конкурс лауреачӗ.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

«Лайӑх педагог пулас тесессӗн ху вӗрентекен предмета юратмалла», – тесе шутлать педагог.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра прихутран 8 священник, 5 диакон, 3 псаломщик , 18 вӗрентекен тухнӑ.

Help to translate

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Пӗрремӗш вӗрентекен пулса Михаил Никитич Тахташкин ӗҫленӗ.

Help to translate

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ҫӗнетнӗ ҫуртра информаци технологийӗсемпе усӑ курмалли лапамсем пысӑкланчӗҫ: право информацийӗн центрӗ, электронлӑ вулав залӗ, вӗренӳ центрӗ, халӑха информацин ҫӗнӗ технологийӗсемпе усӑ курма вӗрентекен тренинг центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, пӗр-пӗрне хисеплеме, май пур таран пулӑшма вӗрентекен уява ламран-лама куҫарса пыни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Паянхи кун тӗлне пӗтӗмпе республикӑра 20 пин вӗрентекен шутланать.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Палӑртнӑ мероприятие халӑх вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ вӗрентекен хисеплӗ ятсене тивӗҫнисем, педагогика династийӗн представителӗсем, педагогика ӗҫӗн хисеплӗ ветеранӗсем, ҫамрӑк вӗрентекенсем тата професси ӗҫ-хӗлӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Каярах та, эпир аслӑ классенче вӗреннӗ чухне те, шкулпа сывпуллашса харпӑр хӑй професси суйласа пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра та, пирӗн ӗҫ-хӗлпе пӗрремӗш вӗрентекен интересленсех тӑратчӗ.

Help to translate

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Ку сӑн ӳкерчӗкре манӑн пӗрремӗш вӗрентекен Мария Гавриловна Кириллова.

Help to translate

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Часах ӑна апат-ҫимӗҫ пӗҫерме вӗрентекен кӗнеке илсе патӑм.

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Пӗр-ик ҫултан-и, ҫул ҫурӑран-и, Уринккана аппа хӑй вӗрентекен яла чӗнсе илчӗ.

Help to translate

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пысӑк класа тумланса тухӑр, — терӗ тӗлӗнмелле лӑпкӑ сасӑпа вӗрентекен аппа.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ҫав асра йӗрленсе юлнӑ ҫул Шупашкарти пӗр каҫхи вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен учитель пулса ӗҫлеттӗм, тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш классенче вӑй хураттӑм.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫавӑн пек уроксенчен пӗринче Шупашкарти 7-мӗш каҫхи вӑтам шкулта химипе биологи вӗрентекен Старостин Александр Григорьевичран вӗренекенсем ҫапла ыйтрӗҫ: — Хисеплӗ учителӗмӗр!

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Полина хӑйӗн пӗлӗвне анлӑлатас, тарӑнлатас тесе шкулта вӗрентекен предметсемпе ҫеҫ ҫырлахмарӗ, шкул тулӗнче наука ӗҫӗсене, илемлӗ литература произведенийӗсене те нумай вуларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина вара пӗрле вӗренекен арҫын ача мӗне пирки ҫапла «сирпӗнсе» кайнине сисрӗ пулас: мӑрт туса, тутине те мӑкӑрӑлтармарӗ, Ула Тимӗр ҫапла кӳрентерни ҫинчен шарлак куҫҫуль юхтара-юхтара элеклеме ашшӗ-амӑшӗ е пӗрремӗш класс ачисене вӗрентекен учительница патне сиккипех чупмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed