Шырав
Шырав ĕçĕ:
Костя хӑйӗн саквояжӗпе авоськине илет те помощник хыҫҫӑн аялти палуба еннелле утать.Костя забирает свой саквояж, авоську и идет за помощником на нижнюю палубу.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Аялти палуба ҫинче, Костя тӗлӗнчех, тимӗр каскасем ҫине чӗркенӗ троса сӳтеҫҫӗ; вӑл пушанса усӑнса анать, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн пысӑк йӑлмаклӑ тепӗр вӗҫне пристань ҫинчи тимӗр каскаран вӗҫертсе шыва пӑрахаҫҫӗ.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӗсен тӑррисем вагон патнелле кармашаҫҫӗ, ҫӗрелле пӑхмасассӑн вара, вагон рельссем тӑрӑх курса пынӑ пек мар, йывӑҫсем хушшипе сывлӑшра ярӑнса пынӑ пек курӑнать, сасартӑках вӑл троса татса пӑрахса аялти станци урлӑ, Подол ҫурчӗсем ҫийӗн вӗҫтерсе иртессӗн, ҫапла вара, ҫӳлтенех Днепр урлӑ каҫса кайса, аякра кӑваккӑн курӑнакан вӑрман патне персе ҫитессӗн туйӑнать.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах тупӑсем дотӑн ҫиелти хутне ҫӗмӗрсе тӑксан, вӑл курми пулнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл аялти, ҫӗр ҫумӗнчи бойницӑсемпе кӑна курать.
«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Сиксе тухаҫҫӗ халь шуррисем; пӗрисем кашӑксемпе, теприсем аялти йӗмсемпе ҫеҫ: каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑшпӗрисем ҫывӑрма выртнӑ пулнӑ.Выскочили белые, кто с ложками, кто раздетый: после ужина спать иные полегли.
Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Вӑл аялти йӗм пӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран татрӗ те, вӗсемпе урисене чӑркаса ҫыхрӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Аялти картлашка ҫинче чарӑнса тӑчӗ, — ансӑр чӳрече витӗр кӗрекен хӗвеллӗ ҫутӑ стена ҫинче пайӑркасем ҫемҫен чӳхенеҫҫӗ-выляҫҫӗ.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Марсиан аялти тутине тӑсса хучӗ, аллине сарса тӳпенелле ҫӗклерӗ:Марсианин выпятил нижнюю губу, поднял разведённые руки к небу:
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Ыран валли тумтир, аялти кӗпе-йӗм, ыттине-мӗне хатӗрлесе хур — икшер.— На завтра приготовь чистое, две смены, — рубашки, подштаники, подвёртки.
Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ан кансӗрлетӗр тесе вӑл сухалӗн аялти пайне кӗсъине чиксе вучах умӗнче ларчӗ.Сунув нижнюю часть бороды в карман, чтобы не мешала, он сел перед очагом.
Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хӑйӗн, аялти кӗпи вӗҫҫӗнехекерӗн, ҫӳҫӗ-пуҫӗ тӑрмаланчӑк, сӑнӗ-пичӗ ним тума пӗлменчӗк.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ывӑлӗ ӳсӗрпе-хӗрӗнкӗпе мар, чӑнласах урӑм-сурӑм шухӑш тытнине уйласан (тен, мур шайласа пӗтерет-и, ӳсӗр-пӳсӗрӗпех те-и?), туххӑмрах шӑлт-шалт анса тӑчӗ Хвеччис аялти кӗпи вӗҫҫӗнех.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗлте, сенӗк юппине тирӗнсӗ, малтан аялти кусласем ҫинчи хӑма утрава, унтан тепӗр утрава, варринчине, вара тин чи ҫӳле хӑпарса ҫитет те, пӑрнӑ ҫыххи ҫӗҫӗпе шатӑрт касӑлсан, барабан умне хыпаланать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мастерскойра шӑрӑх та пӑчӑ; Палехри, Холуйри, Мстерӑри «богомазсем» ҫирӗм ҫынна яхӑн ӗҫлеҫҫӗ; пурте ҫитцӑ кӗпесемпе ҫухисене йӳле ярса, тикран ҫӗленӗ аялти йӗмсемпе ҫара уран е ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑнса лараҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Пур куҫсем те ҫиекенӗн пичӗ ҫинелле, унӑн аялти янах шӑмми ҫинелле, хӑлхи патӗнчи ҫаврака мӑкӑльсем ҫинелле ӗҫлӗн пӑхса тӑраҫҫӗ; шӗвӗр янах шӑммийӗ пӗрре анса, тепре хӑпарса тӑнине сӑнаҫҫӗ; хӑшсене ӳркенчӗклӗн пӗр-пӗрне пӗлтерсе тӑраҫҫӗ:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аялти улпут майринчен хӑна ху тыткалама вӗрентӗн-им?
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вараланса кайнӑ аялти юбкине урисем ҫинчен ҫӗрелле антарса кӗтесселле ывӑтрӗ, пӑртак лучӑрканнӑ, кӑпӑр-кӑпӑр тӑвакан платьине лайӑххӑн юсакаларӗ те тухса карӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Шыв, тетӗп! — пушарти пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл; ӗҫленӗ чухнехи пек хӑйӗн ҫӗнӗ платьене чӗркуҫҫинчен ҫӳле хӑпартса, аялти юбкине турткаларӗ те салтакӑн юнланса пӗтнӗ пуҫне хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӳсӗрсем, городовойсем тата «уҫӑлса ҫӳрекен» хӗрсем кансӗрлетчӗҫ; инҫетри урамсенче вара, чӳречесем питех шӑнса ларман пулсан тата вӗсене шалтан карман пулсан, аялти хутсенчи чӳречесем витӗр пӑхма пулатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.