Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те, лампӑна аяккарах сиктерсе лартса, Макҫӑм патне утса пычӗ, ун аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, ӑна ыталасшӑн пулчӗ, анчах Макҫӑмӑн ун пек кӑмӑл ҫуккине туйса: — Сывлӑх сунатӑп! Сывлӑх сунатӑп, «Румба»! Ӗҫсем епле? — тесе ҫеҫ хучӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Зубавин ним пулман пекех, Чеканюк мастера аллинчен ярса тытрӗ те ҫынсенчен аяккарах илсе кайрӗ, пӳрт крыльци айне ҫитсен, лӑпкӑн, яланхи пекех:
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хресченсене сыхлакан автоматлӑ салтаксем, пушӑ вырӑн хӑварса, аяккарах кайса тӑчӗҫ.Солдаты, охранявшие крестьян, держа ружья наперевес, отошли в сторону.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗ хӗрринчен аяккарах кайнӑҫем хытӑ ҫӗр ҫинче лазутчикӗн йӗрӗ сахалтарах палӑракан пулчӗ, — юлашкинчен вара, сӑртӑн кӑнтӑр енӗпе «Тисса ҫинчи шурӑмпуҫ» колхозӑн виноградникӗсем варрипе авкаланса выртакан чуллӑ сукмак ҫине тухсан, ҫав йӗрсем пачах ҫухалчӗҫ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑйӗн опычӗ тӑрӑх Смолярчук ҫакна та лайӑх пӗлсе тӑрать: чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫынсем, чикӗрен мӗнле те пулин аяккарах каяс, чикӗ хӗрринчи зонӑран ирӗке тухас тесе, пӗтем вӑя хураҫҫӗ, кашни минутпа усӑ кураҫҫӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук ҫак мӗскӗн йытта ҫавӑтнӑ та ытти йытӑсенчен, шкулти шӑв-шавран аяккарах кайнӑ.Смолярчук занимался с отверженным вдали от собачьего шума и от школьной суеты.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Паллах, пӗр-пӗринчен аяккарах.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пограничниксен нарячӗсенчен пӗри ҫак вӑхӑтра Кларкпа Грабран икҫӗр метрта, чугун ҫул кӗперӗ айӗнче е кӑшт аяккарах, йӑтӑнса аннӑ бакенщик ҫурчӗ патӗнче пулма пултарать.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак вырӑн бакенщик ҫурчӗн ишӗлчӗкӗпе пысӑк чугун ҫул кӗперӗ хушшинчи чи ҫыран пулчӗ, малтан каҫарнӑ ҫынсем анса юлнӑ тӗлтен пӗр километр аяккарах вӑл.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах кашни вунӑ ҫухрӑм каймассеренех ҫул тӳрленсех пырать, пӑрӑнӑҫсем сайралаҫҫӗ, сӑрт хысакӗсем аяккарах чакаҫҫӗ, ту чылаях лутраланать.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ман умри сак ҫинче пӗр студент чӗрре кӗнипе хӗп-хӗрлӗ курӑнакан чӗрнисене кӑшласа ларать, ҫакӑ мана ҫав тери йӗрӗнмелле пек туйӑнчӗ те, эпӗ унран аяккарах куҫса лартӑм.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун шучӗпе хӑрушлӑх иртсе кайсан, вӑл Михее чӗнчӗ те ҫак пӑшал тарне йӑлтах ӑҫта та пулин аяккарах кӑларса пӑрахма хушрӗ, шыва пӑрахсан тата лайӑхрах, терӗ вӑл, вара калпакне мӑнкӑмӑллӑн сулӑнтаркаласа, хӑна пӳлӗмнелле кайрӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя мана алӑран тытрӗ те сӗтел патӗнчен аяккарах сӗтӗрсе кайма тӑчӗ; эпӗ шӑртланса кайрӑм: сӗтеле уринчен ярса тытрӑм та тӳнтерсе ятӑм.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна ҫакӑн пирки асӑрхаттартӑм; анчах вӑл мана хирӗҫ: Эпир алӑсемпе ытларах е сахалтарах сулнинчен усӑ та, сиен те пулмасть! аяккарах та каяс ҫук,» — тесе ответлерӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ мана пӗлме юраманнине вуласа илнине асӑрхаса пулас, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те атте, хуллен тӗртсе, сӗтелрен аяккарах пӑрӑнма хушрӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан пӗр ҫур метр аяккарах пулнӑ пулсан, вара нимӗн те пулас ҫукчӗ.Будь они всего на полметра дальше друг от друга, ничего бы не произошло.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ вӑл вӑхӑтра пӑртакҫӑ аяккарах кайӑп та хӳрене кӑтартса тусан кӑларӑп.А я тем временем стану в сторонке хвостом вертеть, пыль поднимать.
Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Тилӗ вӑл вӑхӑтра чул-сӑртсем патне чупнӑ, Тӗвен пыршисене туртса кӑларнӑ та аяккарах ларса тути хӗрисене ҫулакаласа ҫиме пуҫланӑ.А лиса тем временем сбегала к скалам, достала кишки верблюда, уселась поодаль и лакомится.
Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.
Чухӑн, ханран пӑртак аяккарах, ҫара ҫӗр ҫинех вырнаҫса ларнӑ; ханӑн тарҫисем ӑна йывӑҫ чашӑк ӑшне начар кӑмӑспа сурӑх сӗтне ҫурмалла туса панӑ.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Эсир ӑҫта та пулин аяккарах илсе кайӑр та, унта тасарах пулӗ…
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.