Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрӗсем (тĕпĕ: хӗрӗ) more information about the word form can be found here.
Хастар почтальонкӑна пӗчӗк хӗрӗсем хаваспах пулӑшнӑ.

Трудолюбивой почтальонке маленькие девочки помогали с радостью.

«Эпир почтӑра ҫитӗннӗ» // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/%C2%ABepir-pochta ... C2%BB.html

Концерта Анисим Асламасӑн хӗрӗсем (вӗсем иккӗшӗ те Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлеҫҫӗ) Евгения Анисимовна тата Татьяна Анисимовна та хутшӑннӑ.

В концерте участвовали дочери Анисима Асламаса Евгения Анисимовна и Татьяна Анисимовна (они оба работают в Чебоксарском музыкальном училище).

Асламасӑн хальччен янӑраман сюити янӑранӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21416.html

Тутарстанра вара паянхи кун 170 ытла халӑхӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем пурӑнаҫҫӗ.

В Татарстан сегодня живут братья и сестры более 170 народов.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Палӑка уҫмалли хисепе Владимир Сатайӑн тӑванӗсем – аппӑшӗн хӗрӗсем Ирина Жарулова, Юлия Кашицына, Нина Еремеева – тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Уйрӑмах Чӑвашкасси хӗрӗсем – Розӑпа Зоя Афанасьева пӗртӑвансем асра юлнӑ.

Help to translate

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Хӗрӗсем пӑлтӑра ҫывӑрма тухсан чӑтаймарӗ, мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Амӑшӗпе хӗрӗсем пӳрте кӗчӗҫ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Казах хӗрӗсем ытти наци каччисемпе ҫемье мӗншӗн ҫавӑрнин хуравне ҫак ыйтусенче шырамалла та.

В этих вопросах и надо искать ответы на то, почему казахские девушки создают семьи с парнями других национальностей.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӑй пекех маттур хӗрӗсем те тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ.

Такие же удалые, как и сама, и дочери проявляют старание в учёбе.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Кӗҫӗннисем — йӗкӗреш хӗрӗсем — кун-ҫулне медицинӑна халалланӑ: пӗри — терапевт, тепри — амӑшӗ пекех невролог.

Help to translate

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑрманкасси ялӗн хӗрӗсем ыхра утинчен кукӑль пӗҫерсе «Чи лайӑх Хравутти кукӑлӗ» номинацие тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Хӗрӗсем Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтернӗ: пӗри — агроном, тепри — экономист.

Дочери окончили Чувашскую государственную сельскохозяйственную академию: одна - агроном, другая - экономист.

«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Пирӗн класс хӗрӗсем – Людмила Николаевӑпа Любовь Мочалова йӗлтӗрпе ярӑнма юрататчӗҫ.

Наши одноклассницы - Людмила Николаева и Любовь Мочалова любили кататься на лыжах.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Тутар хӗрӗсем чӑваш пикисем пек мар ҫав, качча тухсан мӑшӑрне ҫирӗп алӑра тытаҫҫӗ.

Татарки чета чувашским девушкам, вышли замуж и крепко держат в руках своих мужей.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Чӳрече енче ларакан ҫӗмӗрт пек хура куҫлӑ Альбина Никитина, вӑтанчӑкрах юлташӗ Люда Васильева, юрӑ шӑрантаракан Тоня Семенова - Кивӗ Шулхан хӗрӗсем.

Help to translate

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫапла вара Елчӗк хӗрӗсем те Берлина илме пулӑшнӑ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Смирновсен династине паян ывӑлӗ Алексей Петрович тата хӗрӗсем, Елена Петровнӑпа Светлана Петровна, тӑсаҫҫӗ.

Help to translate

Смирновсен династине те чысланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12264.html

Ҫакна курса ҫитӗннӗ ачисем - Алексей ывӑлӗпе Татьяна тата Марина хӗрӗсем амӑшӗпе ашшӗн сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ, вӗсенчен тӗслӗх илеҫҫӗ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ырӑ тӑватӑр пулсассӑн, нимӗнрен те хӑрамастӑр пулсассӑн, эсир Сарра хӗрӗсем пулатӑр.

Вы - дети ее, если делаете добро и не смущаетесь ни от какого страха.

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иисус вӗсем енне ҫаврӑнса каланӑ: эй Иерусалим хӗрӗсем!

28. Иисус же, обратившись к ним, сказал: дщери Иерусалимские!

Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed