Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) more information about the word form can be found here.
Анчах хӑй нимӗнле пысӑк ӗҫ те тӑваяс ҫуккине, нимӗнле паттӑрлӑх та кӑтартаяс ҫуккине пӗлсе тӑни ҫамрӑк хӗре пӑшӑрхантарчӗ; халиччен хӑй мӗн тума пултарни, заводра, халӑх хушшинче тӑрӑшса ӗҫлени уншӑн халь, аманнӑ паттӑрсем хушшинче, ытла сахал пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑна пурнӑҫлама пӗтӗм ӗҫе юратса тимлӗн тӑвакан ҫынсем кирлӗ, тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл сывалатех.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Кантур ҫывӑхӗнчи икӗ питомникре тӑрӑшакан ватӑсенчен хӑшӗ-пӗрисем, Ҫӗньялпа Мачамӑш ялӗсенчен туясӑр утса ҫитеймесен те, питомникре кун каҫах пӗтӗм чун-чӗререн тӑрӑшса вӑй хуратчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унта Шуркасси, Нурӑс, Кӳлхӗрри, Ҫӗньял, Мачамӑш, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗнче — Шӗнер, Чӑрӑш-Шӗнер ялӗнчи ватӑсем, хушнӑ ӗҫе чунтан тӑрӑшса, кашни ҫул ырми-канми ӗҫлетчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсем тӑрӑшса ӗҫленипех, Вӑрнар лесхозӗ 1951 ҫулта РСФСР Вӑрман хуҫалӑх министерствисенче пӗрремӗш вырӑна тухнӑччӗ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Ҫавӑнпа, вӑрмана юратма, хаклама пӗлнипе, чунтан тӑрӑшса тӑватчӗ хӑйӗн ӗҫне, — килӗшрӗ унпа инспектор.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан эпӗ ҫӗленӗ тапочкисем ҫине пӑхса: «Тӗлӗнмелле ҫын вӑл. Кӑмӑллӑ. Ҫынна ырӑ тума тӑрӑшать. Мӗнле тӑрӑшса ҫӗленӗ, апӑрша. Ҫӗвви тӗрӗ пек вӗтӗ. Нихӑҫан та сӳтместӗп ку саплӑкне, асӑнмалӑх пултӑр», — терӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсене тар юхтарса, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн панӑ, мӗншӗн кӑтартас мар?

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара хӑйне кӑштах лӑплантарма тӑрӑшса:

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку ҫеҫ те мар, тӑрӑшса ӗҫлекенсем валли Мускава, халӑх хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсен выставкине кайса курма укҫасӑрах путевкӑсем янтӑланӑ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла, вӑрмана юратма, хаклама пӗлнипе чунтан тӑрӑшса тӑватчӗ вӑл хӑй ӗҫне.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ылтӑн — тимӗр мар, — тӳрре тухма тӑрӑшса тавӑрчӗ Николай Иванович.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хуралҫӑ ҫавӑнпа ятлаҫнине хӑлхана чикмест, йыттисене самӑртма хупнӑ пекех тӑрӑшса пӑхать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Слушпӑ, — йӗкӗлтет Хветӗр, Парамун пек селӗп калаҫма тӑрӑшса.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Халӑх! — шава лӑплантарма тӑрӑшса, сассине хӑпартарах чӗнчӗ Ҫтаппан.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килӗрех! — ӑшпиллӗн курӑнма тӑрӑшса чӗнчӗ Михха.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Усал хутшӑнтарчӗ-и мана ку ӗҫе?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ те вӑл, ирӗксӗрех ыр кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Степан Иванович, ахалех хумханатӑн. Сан мӑнукна ят хурас мар текен ҫук. Лайӑхрах хатӗрлӗр тесе ҫеҫ каларӑм. Хатӗрлесе ҫитернӗ-тӗк, хуран патне пырӑр. Кӗҫех ят хума пуҫлатӑп! — терӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинӗ те Татьяна пек пуласран хӑранипе, унӑн сывлӑхне упрама тӑрӑшса: — Эпир улпутсем мар, — терӗ вӑл ывӑлне.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑлтӑр-хӑлтӑр кӑшкар пек пуҫне каҫӑртарах тытма тӑрӑшса: — Хӗрачи ӑҫта-ха? Куҫӑмпа курам та унӑн ӑраскалӗ мӗнле пуласси ҫинчен пихампартан ӑс ыйтам, — терӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӑмӑлланчӗ-и? — терӗ вара, хӑйне лӑпкӑн тытма тӑрӑшса.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed