Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫ хыҫҫӑн блиндажа шурӑ маскхалатсем тӑхӑннӑ виҫӗ салтак хӗсӗнкелесе кӗчӗҫ; вӗсен пичӗсем сивӗпе хӗрелнӗ, юр ирӗлнипе йӗпеннӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем пурте нумай пулмасть хырӑннӑ, сивӗпе куштӑркаса хуралнӑ пичӗсем ӑшӑ пулнипе хӗрелсе кайнӑ.Все они только что побрились, их задубелые, бурые от морозов лица были разгорячены.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсен пичӗсем ҫурхи хӗвелпе пиҫсе хуралма ӗлкӗрнӗ; ҫӑра тусанпа витӗннӗ ҫутӑ машинӑсем тӗксӗмленнӗ; ҫак кун вӗсем ҫеҫенхирти нумай ҫулсем тӑрӑх ҫӳрени пуринчен те курӑнать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Никамӑн та чарӑннӑ калаҫӑва тепӗр хут пуҫлас килмен — пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха илнипе, хайсен сивӗпе кушӑрканӑ пичӗсем кулкаласа тӑнипех вӗсем пӗрне-пӗри ӑнланнӑ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗненетӗн-и, пичӗсем ҫине ҫырсах хунӑ!
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл тимлӗн итлесе ларакан колхозниксен пичӗсем ҫине шухӑшлӑн пӑхса илчӗ, станицӑсемпе ҫынсен пурнӑҫӗ ҫеҫ мар, ҫутҫанталӑк хай те ҫав тери илемлӗ пуласси ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра вӑкӑрсем кӳлнӗ урапа ҫывӑхрах кӗмсӗртетсе илчӗ; урапа ҫинче сарӑхнӑ ҫамрӑк йывӑҫсем катари пек пӗр-пӗринпе юнашар ларса пыраҫҫӗ…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен тулли те типсе ҫитеймен пичӗсем те, хӗвеле хирӗҫ пӑхнипе йӑлтӑртатакан куҫӗсем те: «Шыва епле лайӑх кӗтӗмӗр эпир! Эсир, Варя инке, пирӗн ҫине ан ҫилленӗр, шыв хӗрринче эпир татах кӑштах ларар-ха…» — тесе каланӑн туйӑнаҫҫӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫывӑракан разведчиксен пичӗсем ҫине вӑл, вӗсене кунта ҫук Аникановпа танлаштарса, йӗрӗннӗ майлах пӑхса илнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӗсене ҫутӑ лайӑх ҫутатать: сӗтеле хирӗҫ пӗртен-пӗр чӳречерен кӗрекен ирхи хӗвел ҫути вӗсен пичӗсем ҫине ӳкет.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пичӗсем те лайӑхах курӑнаҫҫӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Салтакӗсем начарланса кайнӑ, пичӗсем кушӑрканӑ, ҫывӑрманнипе куҫӗсем хӗрелсе, кӳпчесе ларнӑ.Солдаты исхудали, у них были обветренные лица, а глаза от бессонницы поркаснели и впали.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сасартӑк вӑл унӑн пичӗсем амӑшӗнни пекех илемлӗ пулнине асӑрхарӗ, пилӗк ҫул каярах амӑшӗн пичӗ ҫавӑн пекчӗ.И тут он вдруг заметил, что у нее прелестное наивное личико, как было у ее матери пять лет назад.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Чӑннипе каласан, тинӗс хӗрринче пурӑнакан хресченсен пичӗсем, тинӗсрен вӗрекен ҫилсене пула, пурин те ҫавӑн пек пулать.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Виҫҫӗшӗн те пичӗсем хӑрӑм ҫийӗнсе кӗнине хуп-хурах.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ халь анне патӗнче пурӑнатӑп, ун патне куҫрӑм, — пӳлӗнсе сывласа, ачасене хӑлхаран пӑшӑлтатать Ланкина, пуҫне путмар ҫинчен усса, вӗсен пичӗсем ҫине тӗттӗмре вӗри куҫҫуль тумламӗсем юхтарать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Разведчиксен пичӗсем ҫинче ярӑм-ярӑм, лаптӑк-лаптӑк хӑрӑм.Жирные полосы копоти, пятна грязи испещряли лица обоих разведчиков.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫынсем ҫӑвӑнмасӑр пурӑннӑ, пичӗсем хӑрӑмпа вараланса хуп-хура пулнӑ.Толстый слой копоти быстро лег на лица: приходилось жить не умываясь.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Противогаз тӑхӑннӑ Володьӑпа пионерсем халран кайнӑ ҫынсен пичӗсем ҫине йӗпе тутӑр хунӑ, аялти горизонта, санчаҫа ертсе кайнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Утиялсем, минтер пичӗсем, коверсем нӳрелсе ҫӗрме те пуҫланӑ.Начинали сыреть и тлеть по волокнам одеяла, ковры, наволочки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.