Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт the word is in our database.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) more information about the word form can be found here.
Мӗн-и, Ҫимун чиперех пурӑнать пуль? — кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн темле вӑрттӑн туйӑмпа ыйтрӗ Вали Валеевич, Архип Григорьевичпа Петр Иванович ҫине пӑхкаласа.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Телее темелле-ши, ҫанталӑк кӑшт сулхӑнлатрӗ, пӗр касӑ ҫумӑр та ҫуса иртрӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑшт якӑлтатни кӗтмен япалапа вӗҫленме пултарать.

Лёгкий флирт может привести Козерогов к самым неожиданным последствиям.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эсӗ, Степа, сехметпе калаҫас шутлӑ пулсан, пӳлӗме вӑрӑ-хурахсенчен кӑшт каярах кӗр.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тырӑ акмалли пин теҫеттинран кӑшт ытларах.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑшт ӑслӑрах пулнӑ пулсан, пирӗнтен телейли никам та ҫукчӗ…

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп, ман кӑшт уҫӑ сывлӑша тухса ҫӳремелле…

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанӑн асапланакан чӗри ӑшӑ сӑмах илтсен кӑшт ҫепӗҫрӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирӗксӗртен, тӳсейми хуйхинчен тарса, кӑшт та пулин чӗрине лӑплантарас шутпа килнӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра вӑл кӑшт йӳҫӗрех те пылак ҫӑкӑр ҫӑварӗнче пур пекех туйрӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хӑйне кӑшт та пулин шанмасан, мӗн-ма куҫкӗретех пӗтесшӗн вара ку ҫын?

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ хӑма сыпӑнса тӑнӑ ҫӗрте ун ури пусӑмласа пыракан хӑми кӑшт путрӗ, тепӗр хӑми хӑпарса юлчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта кӑшт тӳлекрех.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑшт хӑнӑхсан, ҫӑмӑлраххӑн сывласа, пристань еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кӗлтума мар, кӑшт та пулин кӑмӑлне хытарас шутпа.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ шухӑшсемпе кӑшт тӑхтӑр.

С новаторскими идеями лучше повременить.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне, ҫырмана, анакан сукмакпа манах тумне тӑхӑннӑ виҫӗ ватӑ хӗрарӑм утса пынине курса хӑй тӑракан вырӑнтан сасартӑк кӑшт каялла чакрӗ.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Шыв ӗҫкелесе кӑшт лӑпланкаларӑм, анчах ӑш вӑркани иртмерӗ…

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed