Шырав
Шырав ĕçĕ:
Залра ӑна Кирюкпа Кавӗрле кӗтсе илчӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫав кунах каҫпала Одинцова хӑй пӳлӗмӗнче Базаровпа ларнӑ; Аркадий Катя музыка каланине итлесе залра уткаласа ҫӳренӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кунта аукционӑн кирлӗ ҫыннисем, кашни кунах ирхи апат ҫиес вырӑнне унта ҫӳреме хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем нумай; кунта эпир хӑйсен коллекцийӗсене пуянлатасшӑн тӑрӑшакан тата вуникӗ сехетрен пуҫласа пӗр сехете ҫитиччен урӑх ӗҫ тупайман аристократсене куратпӑр, тата залра ытти ырӑ господасем те нумай; вӗсен платьисем кивӗ, кӗсйисем шӑтӑк, вӗсем ҫакӑн пек ҫӗре кашни кунах пӗр тӗллевсӗр, мӗнле те пулин ӗҫ епле вӗҫленнине пӑхма, кам хаклӑрах, кам йӳнӗрех панине, кам кама ҫӗнтернине тата кама мӗн лекнине пӗлме кӑна пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Залра аристократсем нумай пулсан та, вӗсем кунта никамран та именсе тӑмаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте купецсем ҫак аристократсене пуҫ тайнипе хӑйсен аттисем хӑварнӑ тусана хӑйсемех шӑлса тасатма хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Залра шӑп, картинӑна хаклама халӑх нумай пуҫтарӑннӑ вырӑнта ҫакӑн пек шӑплӑх сайра пулать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Нумай халӑх пуҫтарӑнакан залра, ҫутӑ паркет ҫинче, ҫуртасем ялкӑшнӑ ҫӗрте вӑл турӑ вырӑнӗнче пулатчӗ, хӑйне юратакансем ун умӗнче пӗр чӗнмесӗр чӗркуҫленсе тӑратчӗҫ; анчах та вӑл пурнӑҫа пӗтерекен усал вӑй аллине ҫакланнӑ, ку вӑй вара ӑна кула-кула тамӑк тӗпне пӑрахнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫар вӑййинче пулнӑ ачасем Антон отрядӗнчи боецсем тавра пуҫтарӑннӑ та вӗсем каласа панине итлеҫҫӗ, залра тӑтӑшах ахӑлтатса кулни янраса тӑчӗ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Станцири ватӑ дежурнӑй, алӑк урлӑ пуҫне кӑтартса, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклерӗ те кӗтсе тӑракан залра икҫӗр ача мӗншӗн ҫапла каҫса кайса кулаҫҫӗ-ши тесе пӑхрӗ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Пултаруллисем ҫине пӑхса хавхаланса кайнӑскер, Валентин Александрович залра ларнӑ хушӑра ҫуралнӑ сӑввине те вуласа пачӗ.
Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
«Ӗнер мӗнле нимӗн те ӑнланаймарӑм-ха эпӗ, нимӗне те тӗплӗн пӗлеймерӗм, — шухӑшларӗ Ксени, ҫак пӗр сывлӑшпа сывлакан залра хӑйне ҫухалса кайнӑ пек тата пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйса.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне никам та йӳпсӗнменнине кура Гневышева хӗсӗнкелесе трибунӑ патнелле тухма пуҫларӗ, залра самантрах шӑпланчӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Залра шӑпӑрт, пурте тухса кайнӑ тейӗн.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑхран сӗт хӑвӑртрах илетӗн! — терӗҫ залра тӗрлӗ енчен.Скорее у курицы молока выпросишь! — отозвались из разных концов зала.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, куҫӗсемпе залра такама шыраса, пӗр ӑстрӑм чӗнмерӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Залра шӑп пулчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени залра ларакан ҫынсенчен тӗлӗнсех кайрӗ — вӗсем хӑйсене ирӗклӗн тытма пуҫларӗҫ, Агашӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн шавлӑн кула-кула ячӗҫ, ахӑлтатса кулни ретрен рете куҫрӗ, зал вара кассӑн-кассӑн ҫил вӗрнӗ чух пуҫ кӑларакан ыраш пусси хумханнӑ пек, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле тайӑлчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Пирӗн Аникейӗн те арӑмӗ сыв мар, чирлӗ пирки ҫӑвӗпех пасарта колхоз ларекӗнче ларать, — терӗ Агашӑ малалла, залра шӑпланса ҫитсен.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Залра пӗрре шӑпланчӗ, тепре каллех кулӑ вӑйланса кӗрлесе кайрӗ, анчах Агашӑ, тутисене хыттӑн чӑмӑртаса, нимӗн кулмасӑр тӑчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Залра кулса ячӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах паян шухӑшламалли вӑхӑт ытла та тӑсӑлса кайрӗ, залра пытанса тӑракан чӗмсӗр вӑй Ксение хӑратма пуҫларӗ.