Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ саккунне уяса, Турӑ хушнине туса пурӑн, ырӑ ӗҫ тума юратакан тӳрӗ ҫын пул, вара хӑвна та лайӑх пулӗ.9. Ты же соблюдай закон и повеления и будь любомилостив и справедлив, чтобы хорошо было тебе.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Товияна пилленӗ вӑл, унтан ҫапла каланӑ: эсӗ — ырӑ та лайӑх ҫын ывӑлӗ, тенӗ.7. И благословил его и сказал: ты сын честного и доброго человека.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Лешӗ ҫапла хуравланӑ: пӗр-пӗр ҫынна шуйттан е усал сывлӑш аптӑратсан, ӑна, — арҫын-и вӑл, хӗрарӑм-и, — ҫак пуллӑн чӗрипе пӗверне ҫунтарса тӗтӗрес пулать, вара ҫав ҫын урӑх асапланмасть; 9. пӗр-пӗр ҫыннӑн куҫне шур илсен, ӑна ҫак пулӑ вачӗпе сӗрес пулать, вара вӑл сипленет, тенӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара ашшӗ ӑна ҫыру панӑ та каланӑ: эсӗ хӑвпа пӗрле кайма ҫын туп, хам сывӑ чухне эпӗ ӑна тӳлӗп, иксӗр кайӑр кӗмӗле илме, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн патӑнта тара кӗрӗшсе ӗҫленӗ ҫын укҫи сан патӑнта ҫӗр ан каҫтӑр, эсӗ ӑна ҫийӗнчех парса тат: Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн эсӗ те тивӗҫлине илӗн.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахиахар ӗнтӗ Сахердан патшана эрех парса тӑраканӗ те, патшанӑн пичетлӗ ҫӗррине упраканӗ те, ҫуртне-мулне пӑхса тӑраканӗ те пулнӑ; Сахердан патша ӑна хӑй ҫумӗнчи чи аслӑ ҫын туса хунӑччӗ; вӑл вара пӗртӑванӑмӑн ывӑлӗччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Эпӗ ӑру пуҫлӑхӗсемпе священниксем хушшинчен вуникӗ ҫын — Есеревияна, Самияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Моисее панӑ саккуна лайӑх пӗлекен, пысӑк вӗреннӗ ҫын пулнӑ, 4. патша ӑна Иерусалима кайма ирӗк парса чыс тунӑ, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та патша ӑна кӑмӑл курнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫын вӑл ашшӗпе амӑшӗнчен ытларах хӑйӗн арӑмне юратать.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫын хӑйӗн хӗҫне илет те ҫаратма, вӑрлама ҫул ҫине тухать, вӑл тинӗс-юханшыв тӑрӑх ишме хатӗр, 24. арӑслана тӗл пулать, тӗттӗмре ҫӗтсе ҫӳрет; вӑрлать, ҫаратать, хурах пусать, мӗн тупнине тӳрех савнӑ хӗрарӑмӗ патне илсе каять.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоиль, Зихри ывӑлӗ, вӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, Иуда вара, Сенуа ывӑлӗ, хулара иккӗмӗш ҫын пулнӑ.9. Иоиль, сын Зихри, был начальником над ними, а Иуда, сын Сенуи, был вторым над городом.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем пурте, пӗр ҫын пек, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ те Ездра кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа Израиле панӑ Моисей саккунӗн кӗнекине илсе килме каларӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херув-Аддон тата Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах вӗсем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем: 62. Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Левитсене пулӑшакансемпе Соломон чурисен ывӑлӗсем — пурӗ виҫҫӗр тӑхӑрвун икӗ ҫын.60. Всех нефинеев и сыновей рабов Соломоновых триста девяносто два.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та 3. вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ман пек ҫын чӗрӗ юлас тесе Турӑ Ҫуртне пытанать-и?
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.