Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Давид унран пин ҫар урапи, ҫичӗ пин юланутҫӑ тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ; ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид ӗнтӗ Аарон ывӑлӗсемпе левитсене чӗнсе илнӗ: 5. унта Кааф ывӑлӗсенчен ҫӗр ҫирӗм ҫын пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ Уриил пулнӑ; 6. Мерари ывӑлӗсенчен — икҫӗр ҫирӗм ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Асаия; 7. Гирсон ывӑлӗсенчен — ҫӗр вӑтӑр ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Иоиль; 8. Елисафан ывӑлӗсенчен — икҫӗрӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Шемаия; 9. Хеврон ывӑлӗсенчен — сакӑрвуннӑн, вӗсен пуҫлӑхӗ Елиел; 10. Узиил ывӑлӗсенчен — ҫӗр вуниккӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Аминадав.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫырӑвӗнче вӑрҫа юрӑхлисем ҫирӗм ултӑ пин ҫын шутланнӑ.Записано у них в родословных списках в войске, для войны, по счету двадцать шесть тысяч человек.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Йӑх-кӑк ҫырӑвӗнче вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх, ӑру пуҫлӑхӗсем тӑрӑх кӑтартсассӑн, вӗсен вӑрҫа хастар ҫынсем ҫирӗм пин те икҫӗр шутланнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӑх-кӑк ҫырӑвӗнче вӗсем ҫирӗм икӗ пин те вӑтӑр тӑватӑ ҫын шутланнӑ.В родословных списках записано их двадцать две тысячи тридцать четыре.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Фола ывӑлӗсем: Уззий, Рефаия, Иериил, Иахмай, Ивсам тата Самуил, вӗсем — Фола ӑрӑвӗн кил-йышӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсем тата вӗсен тӑхӑмӗсем вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; Давид вӑхӑтӗнче вӗсен йышӗ ҫирӗм икӗ пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сегувран Иаир ҫуралнӑ, Иаирӑн Галаад ҫӗрӗнче ҫирӗм виҫӗ хула пулнӑ.22. Сегув родил Иаира, и было у него двадцать три города в земле Галаадской.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ, 28. вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ; 29. унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Зебудда, вӑл Рума ҫӗрӗнчи Федаия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патшана ларнӑ чухне Аммон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Мешуллемеф, вӑл Ятба теекен вырӑнти Харуц хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Ави, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.33. Двадцати пяти лет был он, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоас — Иоахаз ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Амасия, Иоас ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ: 2. патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоас — Охозия ывӑлӗ, Иудея патши — ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоахаз, Ииуй ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунҫичӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, вӗсенчен пӑрӑнман.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иоас ӗнтӗ ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ, священниксем ҫаплах Турӑ Ҫуртне юсаса пӗтереймен-ха, 7. вара Иоас патша Иодай священника тата ытти священниксене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене мӗншӗн юсамастӑр?
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.