Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрса (тĕпĕ: ҫавӑр) more information about the word form can be found here.
Полковник казарма корпусӗ хыҫӗнчен ҫаврӑнса тухрӗ, утне строй умне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Полковник вывернулся из-за угла казарменного корпуса, боком поставил лошадь перед строй.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн ҫуралнӑ чухнехи мамӑкне тӑкма ӗлкӗреймен хӳри ҫилпеле аяккалла варкӑшса пырать, ҫавӑрса тунӑ пек чӗрнисем айӗнчен шупка-кӑвак хӑмпӑсем евӗр хӑмпӑланса тусан ҫӗкленет, унтан таптанчӑк симӗс курӑк ҫине сапаланать.

Хвост его, еще не утративший ребяческой пушистости, относило на сторону, из-под точеных раковинок копыт вспрядывала серыми пузырями пыль и оседала на притолоченной зеленке.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн ун пек ҫавӑрса тытнӑ ара?

— За что его сбатовали?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхран иртсе пыракан пӗр адъютант хӑйӗн салхуллӑ нӳрӗ куҫӗсене Григорий ҫине ҫӗклерӗ те, лешин ҫивӗччӗн тинкерсе пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулса, ҫаврӑнса утрӗ; ун хыҫӗнчен сарӑ шӑлӗсемпе ҫӳлти тутине ҫавӑрса ҫыртнӑ, теме пула хумханса ӳкнӗ сотник ашӑпа чупнӑ пекех хыпаланса утать.

На нем остановил скучающие влажные глаза шагавший мимо адъютант и отвернулся, повстречавшись с внимательным взглядом; догоняя его, почти рысью, шел старый сотник, чем-то взволнованный, кусающий желтыми зубами верхнюю губу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн шуйттанӗ ара, ҫӳллех те мар-ҫке… — мӑрӑлтатса илчӗ кӑвак ҫӳҫлӗ тухтӑр, Григорие аллинчен тытса йӗри-тавралла ҫавӑрса.

— Что за черт, не особенно высокий… — замурлыкал седой доктор, за руку поворачивая Григория кругом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сивӗпе хытса ларнӑ чӗлхе шыҫнӑпа пӗрех; такан пек шӑлӗсенчен ҫакланса ларать те сӑмаха ниепле те ҫирӗп ҫавӑрса калаймасть.

Затвердевший от холода язык будто распух; цепляясь за подковку зубов, выговаривал нетвердо.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья куҫӗсене ҫавӑрса пӑрахрӗ те ҫирӗппӗн: — Вилетӗп эпӗ, Гришка. Вӑт… ӗҫӗ те пӗтрӗ! — терӗ.

Скосив глаза, Аксинья твердо сказала: — Я, Гриша, помираю. Ну… вот и все!

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, чӗлхине ҫавӑрса ҫыртса, ӳпнелле выртать.

Закусив почерневший язык, Аксинья лежала плашмя.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑвӑннипе пурӑнмах шутлатӑн-и? — сӑмаха тепӗр май ҫавӑрса ячӗ Петро.

— Думаешь с своей жить? — свернул Петро разговор.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куратӑн акӑ, — Степан хура аллаппийӗсене ҫӳлелле ҫавӑрса тӑсса кӑтартрӗ, — ҫӗр сухалатӑп, кама валли сухаланине пӗлместӗп.

Видишь вон, — Степан протянул руки черными ладонями вверх, — пашу, а сам не знаю на что.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсен картиш хапхи патне ҫитсен кӑна вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, юн тухиччен кӑшласа тӑртантарнӑ тути хӗррисене ҫыртса, урисемпе тумтир арки ӑшӗнче чӑлкаланса, шала кӗчӗ.

Перевела дух у ворот своего база, вошла, путаясь ногами в подоле, кусая распухшие, искусанные в кровь губы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшт тӑхтасан, Григорин ансухлӑхӗ иртсе кайрӗ те, вӑл ҫунине тупанӗсем ҫине ҫавӑрса лартрӗ, унтан, ӑшӑтас тесе, лашисене сиккипе ячӗ.

Опамятовался Григорий и, перевернув сани на полозья, согревая лошадей, пустил их намётом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуна хыҫӗ, лаша пуҫӗсене юхӑм еннелле ҫавӑрса, путса анса кайрӗ.

Задок саней занесло, поворачивая лошадей головами на течение.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тилхеписене ҫавӑрса тытрӗ те, чӑпӑркка хатӗрлесе, кӗскен: «но!» — тесе кӑшкӑрчӗ, унтан лашисене тапратса ячӗ.

Григорий подобрал вожжи и, готовя кнут, толкнул лошадей коротким повелительным «но!»

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ, шӑллӑм, ҫавӑрса илетӗп-ха пӗрре санӑн Лукерйуна.

— Я, брат, эту Лукерью пристигну.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич крыльца карлӑкӗн ҫавӑрса тунӑ юписене сӑран аттипе тӗпретме тытӑнчӗ.

Мирон Григорьевич крушил сапогами резные балясины у крыльца.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурт хыҫӗнче, тӗссӗр кӑвак хӳме евӗрлӗн, ҫаралса юлнӑ тирексем тата вӗҫсе кайнӑ кураксем хӑмӑр ҫӗлӗк евӗр йӑвасем ҫавӑрса хӑварнӑ пахча йӑмрисем курӑнаҫҫӗ.

За домом серою стеною стояли оголенные тополя и вербы левады в коричневых шапках покинутых грачиных гнезд.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ.

Григорий повернул голову.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ хайхи, кӑна хирӗҫ: «Студентсем ҫавӑрса илчӗҫ, пирӗнпе калаҫма тытӑнчӗҫ, эпир вӗсене устав тӑрӑх хӗҫпе турасшӑнччӗ. Кайран, вӗсем пире ярсан, эпир аяккалла пӑрӑнтӑмӑр, ҫапла»… — тетӗп.

Я, стал быть, говорю: «Студенты отхватили и разговор начали, а мы по уставу хотели их в шашки, а потом, как они ослобонили нас, мы отъехали, стал быть».

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

А вӑл мана калать: «Эсӗ, станишник, ан шиклен, эпӗ хам та Каменский станицинче ҫуралнӑскер, кунта вӗренсе пурӑнатӑп, ниверҫи… ниворҫитутра», терӗ-и ҫак, е урӑхларах-и, ҫавӑрса калама пӗлеймӗн.

А он и говорит: «Ты, станишник, не сумневайся, я сам Каменской станицы рожак, а тут ученье прохожу в ниверси… ниворситуте», али как там.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed