Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир темиҫе уйӑх хушши хамӑра хыпса илнӗ курайманлӑх туйӑмӗпе пурӑнатпӑр.Несколько месяцев мы живем, охваченные жгучим чувством ненависти.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл тӗрлӗ чир-чӗртен сипленсе ҫирӗм кун хушши ҫар госпиталӗнче выртса ирттернӗ.Двадцать дней провалялся он в полевом госпитале, лечась от разных недугов.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӑшман тылӗнче пулнӑ разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑшман икӗ эрне хушши пыракан наступленире салтакӗсене тата техникине ҫухатнине, унӑн атакисем кунсеренех вӑйсӑрланса пынине, йышлӑн тыткӑна илнӗ салтаксем хӑйсен чаҫӗсем халсӑрланни ҫинчен ирӗккӗнех каласа панине шута илсе, тӑшман вӑйӗ тата салтаксен хӑвачӗ мӗнле чакса пынине арми штабӗнче тимлӗн сӑнаса пычӗҫ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров полкӗ декабрӗн иккӗмӗшӗнче шурӑмпуҫ килнине, нимӗҫсен икӗ эрне хушши пынӑ наступлени вӑхӑтӗнче ытти шурӑмпуҫсене кӗтсе илнӗ пекех, кӗтсе илчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темиҫе секунд хушши Андрей канавра чӗркуҫленсе тӑчӗ; вӑл, хытса кайнӑ пекех, нимӗн те илтмерӗ, питне юр ҫапса ҫурӗ пулсан та, куҫне чарса тӑчӗ…
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Эпӗ ҫак пӗр минут хушши сана хам ҫине пӑхтарасшӑн, хам сан ҫине пӑхатӑп…— Я хочу, чтобы ты всю эту минуту смотрела на меня, а я буду смотреть на тебя…
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лена темиҫе минут хушши тутине пӗҫертсе хӑй юратнӑ яшкана ҫирӗ, унӑн пӗтӗм тимлӗхӗ те котелок ҫинче кӑна пулчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл вара ирӗксӗрех: акӑ ҫапла, хальхи пек, именекен хӗрарӑм алли ачашланине туйса темиҫе талӑк хушши пӗр тӑмасӑр выртасчӗ, тесе шухӑшларӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Комиссарсемпе политруксем вӑрҫӑра темиҫе уйӑх хушши опытлӑ командирсемпе ҫапӑҫса сахал мар пӗлӳ пухнине, вӗсенчен нумайӑшӗсем хӑйсем тӗллӗн пысӑк ҫапӑҫусене ертсе пыма пултарассине вӑл пӗлмен.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров майор икӗ эрне хушши, аҫа ҫапнӑ йывӑҫ ҫил ҫинче ҫуннӑ пекех, ҫапӑҫура ҫунчӗ.Две недели гвардии майор Озеров горел в боях, как горит на ветру зажженное молнией дерево.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Салтаксем командир ҫине темиҫе секунд хушши шӑппӑн та салхуллӑн, анчах шанчӑклӑн пӑхса тӑчӗҫ.Несколько секунд солдаты молча, угрюмо, но с надеждой смотрели на командира.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Истрӑшӑн пыракан ҫапӑҫу пилӗк талӑк хушши тӑсӑлчӗ; унта темиҫе тӗрлӗ соединенисемпе чаҫсем ҫапӑҫрӗҫ.Бой за Истру, в котором участвовало несколько различных соединений и частей, продолжался пять суток.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Бородин дивизийӗ тӑшман пыра-пыра тапӑннине Скирманово таврашӗнче тата икӗ кун хушши пурнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫирӗппӗн тӑрса, каялла сирсе ячӗ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шошин, лесничествӑран Заболотьене янӑскер, иртнӗ темиҫе ҫул хушши вӑрманта пӗр-пӗччен пурӑнса ирттернӗ иккен, колхозниксем унпа сайра хутра кӑна курнӑҫнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак путсӗрпе пӗр минут хушши те ларма пултараймастӑп!
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шошин пӑши амине персе ӳкернине пӗлсен, Пятышев унран хушнӑ ӗҫе мӗнле тунине те ыйтса тӑмарӗ, пӗтӗмпех хӑйӗн нумай ҫулсем хушши суту-илӳ ӗҫӗнче ӗҫленӗ чухне хӑнӑхнӑ йӑлине парӑнчӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темиҫе минут хушши вӑл мускулӗсене хытарса, йӑваласа тунӑ кӗлетке пек тӑчӗ, хӑлхисене кӑштах хускаткаласа хӗллехи шӑплӑха тимлесе итлерӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сталин ун чухне темиҫе минут хушши, ун умӗнче, шуралса кайса, аслӑ учителӗн тата тусӗн хаклӑ сӑнарӗ ҫине шӑппӑн пӑхса тӑнӑччӗ тата вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун хӑйне каланӑ сӑмахсене хӑй ӑшӗнче тепӗр хут шухӑшласа каланӑччӗ…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Икӗ кун хушши тӗрлӗрен ӗҫсене турӑмӑр, эсир ун чухне Козловӑна илессишӗн ҫапӑҫнӑ, паян ирхине фронта килекен машина тӗл пулчӗ…
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӑватӑ кун хушши ӗҫлерӗмӗр эпир масар ҫинче: ҫӳремелли канавсем алтрӑмӑр, дзотсем, блиндажсем тата танксене хирӗҫ перекен тупӑсене лартмалли шӑтӑксем чаврӑмӑр, танксене алтса пытартӑмӑр…
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.