Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Фома Маякин хӗрне юратман; каярах тата, хреснашшӗ Любӑна хӑйне качча пама шухӑш тытнине пӗлсен, вӑл унпа хирӗҫ пулассинчен те тарса ҫӳренӗ.

Фома не любил дочь Маякина, а после того, как он узнал от Игната о намерении крестного женить его на Любе, молодой Гордеев стал даже избегать встреч с нею.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсӗнче — ҫуланчӑксем, тесе ят панӑ, вӗсем нӳрлӗн ҫиҫкӗнсе тӑни уншӑн кӑмӑллӑ пулман, ҫавӑн пекех вӗсен пичӗсем те, куллисем те, сӑмахӗсем те ӑна килӗшмен, анчах та вӗсем хӑйсене ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн тыткалани, вӗсем пурин ҫинчен те калаҫма пӗлни, вӗсен илемлӗ костюмӗсем — ҫаксем пурте Фомара кӗвӗҫӳ, унпа хутӑшах хисеплӳ те ҫуратнӑ.

Он назвал их про себя вылизанными, их блеск не нравился ему, не нравились лица, улыбки, слова, но свобода и ловкость их движений, их уменье говорить обо всем, их красивые костюмы— всё это возбуждало в нем смесь зависти и уважения к ним.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑтӑр ҫул ытла чунпа чун пурӑнтӑмӑр унпа

Три десятка лет с лишком прожили мы душа в душу с ним…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унпа юнашар Маякин утнӑ, вӑл, хӑлха патне сӗкӗнсе, йӑлӑха пӗлмесӗр пӑшӑлтатса пынӑ:

А Маякин, идя рядом с ним, назойливо и неустанно шептал ему в уши:

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Тухтӑр патне ярасчӗ… — хӑюсӑр канаш панӑ ывӑлӗ унпа тӗлме-тӗл ларса…

— Послать бы за доктором-то… — нерешительно посоветовал сын, усаживаясь против него…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома биржӑра, пинсемпе ҫавӑрттаракан хисеплӗ ҫынсен йӑславӗпе калаҫӑвӗ хушшинче, пулма юратнӑ; хӑйсенчен чухӑнрах промысла ҫыннисем ӑна хисепшӗн алӑ тытни, вӗсем унпа, Фома Гордеевпа, калаҫни унӑн кӑмӑлне илӗртнӗ.

Фоме нравилось бывать на бирже, в шуме и говоре солидных людей, совершавших тысячные дела; ему льстило почтение, с которым здоровались, разговаривали с ним, Фомой Гордеевым, менее богатые промысловые люди.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фомана хреснашшӗн ҫавӑн пек ытла та сӑнӑллӑ чӗлхи ӗлӗк те час-часах леккеленӗ, — Маякин унпа яланах ашшӗнчен тӳрккесрех калаҫнӑ, — анчах хальхинче ҫамрӑк ҫын кӳренмеллипех кӳреннӗ, вара вӑл чӑтӑмлӑн, анчах та питӗ ҫирӗппӗн: — Сире так ахаль ятлаҫмасан та юрӗччӗ, эпӗ пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ, — тесе каласа хунӑ.

Фому и раньше частенько задевал слишком образный язык крестного, — Маякин всегда говорил с ним грубее отца, — но теперь юноша почувствовал себя крепко обиженным и сдержанно, но твердо сказал: — Вы бы не ругались зря-то, я ведь не маленький…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара вӑл ӑнланса илнӗ, хайхи, паҫӑртанпа ӑшчике касса тӑракан туйӑм, ӑрӑскал ҫине кӳренни иккен, ӑрӑскал унпа ҫакӑн пек вылянӑшӑн — кӳренни.

И он понял, что неясное едкое чувство, которое он носил в себе, — обида на судьбу за ее игру с ним.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫамрӑклӑх вӑл — ылтӑн, мӗн тӑвас тетӗн унпа — ҫавна тума пулать.

Молодостью, ровно золотом, всё, что захочешь, то и сделаешь…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл, темӗскер, ҫӳҫенсе тӑнӑ, хӑйне такам умӗнче айӑплӑ пек туйнӑ, кам кӑна унпа сӑмах хушман, пурне те вӑл, каҫару ыйтнӑ пек, именчӗклӗн, ачашшӑн ответленӗ.

Ему было жутко, он чувствовал себя виновным пред кем-то, и всем, кто обращался к нему, отвечал приниженно ласково, точно извиняясь.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ сана унпа паллаштарма пултаратӑп…

Я тебе с ней знакомство скручу…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Акӑ мӗн — пар мана унпа калаҫса татӑлма…

Так что — ты вот поручи мне с ней дело вести… а?

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку мӗне пӗлтерет? — «Ҫӳрерӗм, ҫӳрерӗм эп унпа, хулара кӗмен кил юлмарӗ пуль — тарҫӑ ӗҫне парасшӑнччӗ, анчах никам та илмест…

Что такое?» — «Да водил, говорит, водил ее по городу, в прислуги хотел отдать — не берет никто…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл пӑрахут ҫинче ирхи чей ӗҫсе ларнӑ, унпа пӗрле сӗтел хушшинче Ефим тата тырӑ йышӑнакан пӗр куҫлӑхлӑ улпут — земство служащийӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, вӑйсӑр куҫлӑ ҫын пулнӑ.

Он сидел за столом на тенте парохода, пил чай с Ефимом и приемщиком хлеба, земским служащим, рыжеватым и близоруким господином в очках.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ав — Африканка Смолин, икӗ ҫул ҫеҫ аслӑ — пырса калаҫ-ха унпа!

Ведь вон Африканка Смолин на два года старше — а поди-ка ты какой!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрре, Маякинсем патне пырсан, Любовь ӑна сад пахчине уҫӑлса ҫӳреме чӗннӗ, вара садра, унпа юнашар утса пынӑ чух, хӗр, пит-куҫне йӳҫӗхтеркелесе: — Мӗншӗн эс ҫакӑн пек мукка, нихҫан та нимӗн ҫинчен те калаҫмастӑн? — тесе ыйтнӑ.

Однажды, когда он сидел у Маякиных, Любовь позвала его гулять в сад и там, идя рядом с ним, спросила его с гримаской на лице: — Почему ты такой бука, — никогда ни о чем не говоришь?

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ежов ҫине вӑл, Фома пекех, ҫӳлтен пӑхнӑ, анчах унпа вӑл туслӑрах та, тикӗсрех те пулнӑ.

К Ежову он относился так же снисходительно, как и Фома, но более дружески и ровно.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мӑнаккӑшӗ те унпа пӗрле ачашшӑн кулса янӑ.

И тетка тоже ласково засмеялась.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Апла-тӑк, кӗнеке пурри кӑна сахал, тата унпа усӑ курма пӗлмелле…

Выходит, что одних книг мало: надо еще уменье пользоваться ими…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах мӗнле усӑ курмалла унпа — инструмент ҫавна хӑй вӗрентмест.

А тому, как в дело его употребить, инструмент не научит.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed