Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнчӗ (тĕпĕ: туйӑн) more information about the word form can be found here.
Халь-халь ак юлашки сӑмахсем илтӗнӗҫ: «Турӑран хӑраса ӗненме ан пӑрахӑр!» — тени илтӗнессӗн туйӑнчӗ, вара пӗтӗм халӑх кӗпӗрленсе тухма хускалать те, хӑйпе пӗрле ӑна та хӗссе кӑларать.

Вот-вот должно было прозвучать: «Со страхом божиим и верою приступите!» — и тогда людской ноток хлынет к дверям и увлечет его за собой.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп аллинчи епитрахильне те пӑрахрӗ; ун тусӗсем тӗлӗнсе енчен енне пӑхкаласа илчӗҫ, Соколов хӗпӗртесе пӑхрӗ хӑйӗн тӑшманне, сӑнарӗ унӑн тӑрӑхласа кулнӑ пек туйӑнчӗ.

Поп Ставри выпустил из рук епитрахиль; его друзья изумленно переглядывались, Соколов торжествующе смотрел на своего врага; злорадная улыбка оживила его лицо; он упивался жгучим позором соперника.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалкӑна тахҫанах савса тӑнӑн туйӑнчӗ ӑна, вӑл унсӑр пурӑнас та ҫук пек пулчӗ.

Ему показалось, что он всегда был влюблен в Лалку и не в силах жить без нее.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Огняновран хӑрарӗ, йӗрӗнсе пӑхса илсенех хӑйӗн ячӗ каяссӑн туйӑнчӗ.

Он боялся Огнянова и под его презрительным взглядом чувствовал себя очень нехорошо.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ухмахланнӑ ҫыннӑн куҫӗ вут та хӗм сирпӗтессӗн туйӑнчӗ.

Глаза Мунчо загорелись звериным бешенством.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Савнӑ государь, хам сӑмаха пит ӑнланмалла каланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ Болгари ирӗклӗхӗшӗн курка ҫӗклерӗм.

— Мне кажется, я выразился довольно ясно, милостивый государь: я поднял бокал за свободу Болгарии.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑн савас кӑмӑлӗ сӳннӗҫемӗн сӳнсе пынӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Ему казалось, будто с каждым его словом любовь этой девушки угасает.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн бей ҫав ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ пек туйӑнчӗ мана, вара хӑех тавҫӑрса илнӗ-ши е кам та пулин ӑна ӑс панӑ пуль, ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, жандарма персе амантнӑ пирки мана айӑпламалла мар тунӑ иккен.

Как я понял, наш бей тщательно расследовал дело, — уж не знаю, сам ли догадался или кто его надоумил, но, так или иначе, он написал, что не считает меня виновным в ранении полицейского.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр нуша чӑтса ирттернӗшӗн савӑнса мӑшкӑллакан ҫынсем ӑна пӗтӗмпех тарӑхтарса ячӗҫ, вӗсем ҫинчен асне илсенех ӑна тата йывӑртарах пек туйӑнчӗ.

Эти люди, так цинично насмехавшиеся над горькой участью доктора, возмущали ее до глубины души, и при мысли о них ей становилось еще тяжелее.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Дамянчо Григоров паҫӑртанпах мӗнле те пулин култармалли каласа кӑтартасшӑн хӗрӗнетчӗ, Смион хаджи сӑмахӗн вӗҫӗ ӑна шӑпах юрамалла пек туйӑнчӗ те, тинех пуҫлаҫа ячӗ:

Дамянчо Григоров, с нетерпением ждавший случая рассказать какой-нибудь длинный анекдот, ухватился за последнее слово Хаджи Смиона и начал:

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӳрече хупӑнни ҫапла туйӑнчӗ пуль тарҫа…

— Должно быть, просто ставни хлопнули, а служанке опять что-то почудилось…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Краличӗн сехри хӑпрӗ, вӑл ун еннелле тинкерчӗ те, уяр тӳперен уйӑх ҫутатнӑ май, лешӗ ӑна аллипе темле кӑчӑк туртнӑ пек тукаласа, хӑй патнелле чӗннӗ пек туйӑнчӗ.

Кралич в ужасе уставился на нее и заметил, что она делает какие-то странные и неуклюжие знаки руками, словно подзывая его к себе.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хирӗҫсен те усси ҫук пек туйӑнчӗ ӑна; вилес пулсан вилме пултарӗ-ха ӗнтӗ, вилӗмӗпе те хӗрачине пур пӗрех ҫӑлас ҫук.

Сопротивление было бы сейчас бесполезным безумством; он был готов умереть, но это не спасло бы девочку.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак мелникӗн пит-куҫӗ хаяртарах пек пулсан та, вӑл хӑй ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнчӗ.

Огрубевшее, но добродушное лицо мельника внушало ему доверие.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑх-чӗп аслӑкӗпе вите хушшинчи тӗттӗм кӗтесре Маркона пӗр ҫын тӑнӑ пек туйӑнчӗ, тӗттӗм ҫӗрте ҫынах иккенне уйӑрса илме те кансӗр, ҫинчен тата Марко картишӗнче хунар ҫутнӑ ҫӗрте ларатчӗ, тӗттӗмре ӑна чипер курӑнми те пулчӗ.

В темпом углу между курятником и конюшней действительно стоял какой-то человек; но в густом мраке рассмотреть что-нибудь было трудно, тем более что Марко быстро перебежал из освещенной фонарем половины двора в темную.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах иккӗмӗш апат вара йӗркеллех пулчӗ; вӗсем хӑйсен историйӗсене йӗркеллӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, ӗнер мӗн каланине вара пӗр турӑ кӑна пӗлет; вӗсем кулчӗҫ те, шухӑша та кайса ларчӗҫ, пӗрне-пӗри шеллерӗҫ; вӗсене кашнинех пӗринчен тепри нумайрах асапланнӑ пек туйӑнчӗ.

Но этот второй обед идет уже как следует; они теперь уже с толком рассказывают друг другу свои истории, а вчера бог знает что говорили: они и смеются, и задумываются, и жалеют друг друга; каждому из них кажется, что другой страдал еще больше…

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак япала унпа хӑйпе мар, такампа пулса иртнӗ пек, ӑна такам васкаса каласа кӑтартнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ ӑна, вӑл ун куҫӗ умӗнчен мӗлтлетсе ҫеҫ иртрӗ.

Да, все это только мелькнуло перед ее глазами, как будто не было это с нею, будто ей кто-то торопливо рассказывал, что это было с кем-то.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Малтан шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн лӑплансан, мана ҫавӑн пек пулассӑн туйӑнчӗ.

Так представлялось мне, когда я успокоился от первого впечатления.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ҫапах та кӗтни маншӑн чи ҫӑмӑл та, чи усӑллӑ май пек туйӑнчӗ.

Но все-таки ожидание представлялось мне сначала в самой легкой и выгодной для меня форме.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тӗлӗк мана ҫав тери кирлӗ пек туйӑнчӗ; вара эпӗ, унӑн туйӑм-сисӗмӗсем мӗнлине аякран кӑна сӑнаканскер, ҫавӑнтах хамӑр пурнӑҫа е самантлӑха, е вӑрахлӑхах улӑштаракан япала пуҫланса каяссине ӑнланса илтӗм.

Сон показался мне очень важен; и, как человек, смотревший на состояние чувств ее со стороны, я в тот же миг понял, что в ее жизни начинается эпизод, который, на время более или менее продолжительное, изменит прежние наши отношения с нею.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed