Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Пирӗн продукцие ют ҫӗршывсене сутас енӗпе хастартарах ӗҫлемелле», - терӗ вӑл.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ.
Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Республика Пуҫлӑхӗ Елчӗк районӗ ҫӗр ӗҫӗнче ҫеҫ мар, выльӑх ӗрчетес енӗпе те лайӑх ҫитӗнӳсемпе палӑрнине каларӗ.
Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен кирлӗ еннелле кайма май пулмарӗ, ҫавӑнпа эпир Салмон сӑмсахӗ патӗнчен пӑрӑнса Крит утравӗн кӑнтӑр енӗпе ишсе кайрӑмӑр.по причине неблагоприятного нам ветра, мы подплыли к Криту при Салмоне.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫу хаяр пулнӑ, Иудӑпа пӗрле пулнисем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсессӗн, ҫухату тӳснӗ куҫса ҫӳрекен арабсем Иудӑна килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӗсене выльӑх-чӗрлӗх парса тӑма тата ытти енӗпе усӑ кӳме пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Кӗҫех Ионафан вӑрҫа тухнӑ, [Иордан] шывӗн леш енӗпе хуласем витӗр пынӑ, ӑна пулӑшма ун патне Сири ҫарӗ пухӑннӑ; вӑл Аскалон хули патне ҫитнӗ, хула ҫыннисем ӑна чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мана ҫурҫӗр хапхи витӗр илсе тухрӗ те, тулашӗнчен ҫаврӑнса, тухӑҫалла тухакан шалти хапха патне илсе пычӗ; акӑ шыв сылтӑм енӗпе юхать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан вӑл мана каялла Турӑ Ҫурчӗ патне илсе килчӗ, акӑ Турӑ Ҫурчӗн урати айӗнчен тухӑҫ еннелле шыв юхать: Турӑ Ҫурчӗ тухӑҫ еннелле пӑхатчӗ, шывӗ вара унӑн сылтӑм аякӗ айӗнчен, парне вырӑнӗн кӑнтӑр енӗпе, юхатчӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хапха хуралтисенче тата айккинчи пӳлӗмсенче, ҫав пӳлӗмсем хушшинче тӑршшӗпех шал енчен чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ, пӑлтӑрӑн шал енӗпе те тӑршшӗпех ҫавӑн пек путӑках туса тухнӑ, унӑн икӗ айккинче те пальма касса ӳкернӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пур енӗпе те — нар улми, тӑхӑрвун ултӑ улма, чӗнтӗр йӗри-тавра пӗтӗмӗшпе ҫӗр улма пулнӑ.23. Гранатовых яблоков было по всем сторонам девяносто шесть; всех яблоков вокруг сетки сто.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлти ама турра тӗтӗрме, ӑна эрех кӳме пӑрахнӑранпа вара эпир пур енӗпе те ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, хӗҫрен те выҫӑран вилетпӗр, тенӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫурҫӗр енӗпе кӑнтӑр енне Эсӗ пултарнӑ; Фавор тӑвӗпе Ермон тӑвӗ Санӑн ятушӑн савӑнаҫҫӗ.13. Север и юг Ты сотворил; Фавор и Ермон о имени Твоем радуются.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Михей каланӑ вара: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр-ха: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ; 20. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Саул тӑвӑн пӗр енӗпе пынӑ, Давид хӑйӗн ҫыннисемпе тӑвӑн тепӗр енче пулнӑ.26. И шел Саул по одной стороне горы, а Давид с людьми своими был на другой стороне горы.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ефрем ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗр чикки акӑ ҫапла пулнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки тухӑҫри Атароф-Адартан тытӑнса Тури Беф-Орона [тата Газарӑна] ҫитиччен пырать; 6. унтан чикӗ Михмефафӑн ҫурҫӗр енӗпе тинӗс хӗррине анать те тухӑҫалла, Фаанаф-Силом еннелле пӑрӑнса, Ианохӑн тухӑҫ енӗпе каҫса каять; 7. Ианох патӗнчен Атарофпа Наараф еннелле анса Иерихон ҫумнех пырать, унтан Иордан хӗррине пырса тухать; 8. чикӗ Таппуахран тинӗс патнелле, Кана юхӑм шывӗ патнелле пырса, тинӗс хӗррине ҫитсе тухать.
Нав 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ; 2. кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те 3. кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать, 4. унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.