Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳрече the word is in our database.
чӳрече (тĕпĕ: чӳрече) more information about the word form can be found here.
Лешӗ ӑна тӗлӗнерех пӑхса илчӗ те ним чӗнмесӗрех чӳрече ҫумӗнчи вырӑна кӗртсе ячӗ.

Он встретил ее удивленным взглядом, но молча пропустил к окну.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Математика учительници, ывӑнчӑк сӑнлӑскер, Женя ҫине куҫлӑхӗ ҫийӗн пӑхса илчӗ те: — Акӑ паллашрӑмӑр та. Чӳрече умӗнчи пӗрремӗш ретре пушӑ вырӑн пур, Лар, Женя Бондаренко, урока малалла тӑсӑпӑр, — терӗ ассӑн сывласа.

Судьба в виде усталой учительницы математики. Она посмотрела на Женю поверх очков и вздохнула: — Вот и познакомились. Свободное место на первом ряду у окна. Садись, Женя Бондаренко, и мы продолжаем урок.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Секретарь хирӗҫ хуравламарӗ, чӳрече каррисене хупрӗ те пӳлӗмрен тухрӗ.

Секретарша не сделала ни одного движения в ответ. Вместо этого она закрыла шторы и вышла.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Хуҫи ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре ларнине асӑрхаса вӑл чӳрече патне утса пычӗ, хулӑн карӑсене яриех уҫрӗ.

Увидев, что шеф сидит в полумраке, она подошла к окну и распахнула тяжелые шторы настежь.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Пӗр енче Мария Васильевнӑн пӗчӗкҫеҫҫӗ портречӗ пур, тепӗр енче — хура ҫӳҫ пайӑрки; Иван Павлыч чӳрече патне пырса куҫлӑхне лартрӗ те медальона темӗнччен пӑхса тӑчӗ.

На одной стороне был миниатюрный портрет Марьи Васильевны, а на другой — прядь чёрных волос. И, отойдя к окну, Иван Павлыч надел очки и долго рассматривал медальон.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача чӳрече патне чупса пычӗ те, картиш варринче Гаврика курчӗ.

Мальчик подбежал к окну и увидел посредине двора Гаврика.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӳрече витӗр ача кӑвак, типӗ те салху урама курать.

Мальчик видел нищету серой, сухой мостовой.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Икӗ чӳрече хушшине хунӑ пурҫӑн хутпа мамӑк та унтах выртаҫҫӗ.

Лежал валик пожелтевшей ваты, посыпанной настриженным гарусом, между рамами.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен сӑмсине шӑлса илчӗ те, чӳрече ҫинчен шуса анчӗ.

Наконец резко вытер кулачком под носом и сполз с подоконника.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пӑрланнӑ чӳрече ҫине таяннӑ.

Он прислонился плечом к ледяному окну.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйсен тӗттӗм пӳлӗмӗнче чӳрече ани ҫинче йывӑр шухӑшлӑ Петя ларать.

Чувствуя на сердце необъятную тоску и тяжесть, Петя сидел в темной детской на подоконнике.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ыйхӑран вӑрансан, вӑл ҫӗрлехи пӗчӗк лампа тахҫанах сӳннине тата чӳрече хупписен хушӑкӗнчен хӗллехи ирӗн кӑн-кӑвак ҫутти кӗнине курчӗ.

А когда проснулся, то он сразу увидел, что ночник уже давно погас и в щели ставней брезжит синеватый, томный свет раннего-раннего зимнего утра.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӳрече тулашӗнче термометр ҫумӗнчен юр пӗрчисем вӗҫеҫҫӗ.

За окном, мимо термометра, летели снежинки.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл чӳрече янаххи ҫине хӑпарса ларчӗ: Халӗ ӗнтӗ нимӗне те тӑман мундир ун чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртнӑ.

Он сидел на подоконнике, опустив на колени ненужный мундир.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Кукамайран! — кӑшкӑрса ячӗ Петя аллипе чӳрече янаххине ҫапса.

— От бабушки! — закричал Петя и хлопнул ладонями по подоконнику.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӳрече кантӑкӗсем те кӑвак мар, хуп-хуран курӑнчӗҫ.

И в окнах были вставлены не синие, а черные стекла.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӳртре чӳрече форточкисем кӗреслетрӗҫ.

В доме захлопали форточки.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӳрече патне чупса пырса турӑша ярса тытрӗ.

Он бросился к подоконнику и схватил икону.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӳрече ани ҫинче пӗчӗк минтер выртать.

На подоконнике лежала стальная тумбочка.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матрос чӳрече ани айӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать.

Матрос стоял на одном колене у подоконника.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed