Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) more information about the word form can be found here.
Пиччӗшӗсенчен пӗри - ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе, педагогика енӗпе, кайнӑ, тепри - медицина енӗпе.

Help to translate

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствипе Чӑвашпотребсоюз правленийӗ шкулсем, вӗренекенсем хушшинче сиплӗ курӑксем пухассине йӗркелеме, ку енӗпе палӑрнисене хавхалантарас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнӑ.

Help to translate

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

«Единая Российӑн» регионти йӗркелӳ комитетӗнче малтанхи суйлава хатӗрленес енӗпе пресс-конференци иртнӗ.

Help to translate

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунсӑр пуҫне тата нумай-нумай ыйтӑва Патшалӑх Думин вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗн татса пама тивет.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Алена Аршинова федерацин «Ачасене – ача сачӗсем» парти проектне, Патшалӑх Думин вӗрентӳ комитечӗ ҫумӗнчи шкулчченхи вӗрентӳ енӗпе тимлекен Эксперт канашӗн ӗҫ-хӗлне ертсе пырать, ҫавӑн пекех студентсене, преподавательсене ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Стадион пиркиех апла калаймӑн: заводӑн профком председателӗ Сергей Романов ӑна халех ҫӳп-ҫапран тасатас, саксем вырнаҫтарас, ҫутӑ кӗртес енӗпе ӗҫленине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа кӑсӑкланманни, хӑйсен хастарлӑхне кӑтартасси вӗсем патне вырӑнти пуҫлӑхсем информацие вӑхӑтра ҫитернинчен нумай килет», – ку енӗпе вырӑнти халӑх активлӑ пулнине палӑртнӑ май пӗтӗмлетрӗ информаци кунне министр.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, вӑл вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ шутланать, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вырнаҫнӑ участока кайнӑ.

Help to translate

Праймериза хутшӑнни мӗне пӗлтерет? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12447.html

Информаци ушкӑнӗ йышӗнче ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн заместителӗ Н.Максимов, ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин вӗрентӳ сферинчи надзорпа контроль енӗпе ӗҫлекен Управленийӗн начальникӗ М.Федотов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Г.Васильев, Чӑваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров пулчӗҫ.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Унта сире пур енӗпе те пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Help to translate

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак кунсенче Н.Гаврилов тата ялӑн ытти маттурӗсем тӑрӑшнипе истори управҫине ӑслӑлӑх енӗпе те, илемлӗх тӗлӗшпе те пуҫламӑш сӑн-сӑпат кӗртнӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».

Help to translate

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

РФ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Мень ЧР Правительствин строительство комплексӗн аталанӑвӗ енӗпе тӑвакан ӗҫне лайӑх тесе хакланӑ.

Help to translate

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак тапхӑрта пурӑнмалли ҫурт-йӗр хӑпартас енӗпе пысӑк кӑтартусем тума май килнӗ.

Help to translate

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Предприяти ӑратлӑх енӗпе Канадӑпа тата Швеципе ҫыхӑну тытать.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Депутат каланӑ тӑрӑх — ӑна пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме ашшӗ-амӑшӗ хӑнӑхтарнӑ, ку енӗпе хӑйсем ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

2011 ҫултанпа — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

2009 ҫулта Николай Малова Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председательне суйланӑ, ҫавӑнтанпах вӑл чӑваш ҫӗрне аталантарассипе тата сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ӗҫлет.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак сӑмахсем йӑлтах — ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай МАЛОВ пирки.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

ОМС территори фончӗ республикӑри сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗпе пӗрле Чӑваш Енри медпулӑшу пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе ӗҫленин уссине 2015 ҫулта ирттернӗ социологи ыйтӑмӗсен кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

Help to translate

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed