Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Аллинчи кӑралӗ унӑн яланах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, вӑл ҫак тӗреклӗлетнӗ икӗ вырӑнта ҫирӗм пин ҫын ытла пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӑхӑр пинрен кая мар ҫын вара лайӑх тӗреклӗлетнӗ, ҫавӑрса илекенсене хирӗҫ ҫапӑҫма мӗн кирлине йӑлтах хатӗрлесе хунӑ икӗ пашнене тарса пытаннӑ.18. Не менее девяти тысяч бежали в две весьма крепкие башни, снабженные всем против осады.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Рим ҫыннисене тӳлемелли хырҫӑна Иерусалимра тыткӑна илнисене сутса саплаштарма пулнӑ ҫын ӗнтӗ «иудейсене Турӑ хӳтӗлет, вӗсем ҫавна пула тӗрӗс-тӗкел юлаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ хунӑ саккунсене пӑхӑнаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда вара ҫара тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ, 22. кашни ушкӑнне ертсе пыма хӑйӗн тӑванӗсене Симона, Иосифа тата Ионафана уйӑрса лартнӑ, вӗсене кашнинех пин те пилӗкҫӗр ҫын пӑхӑнса тӑнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Филипп, ҫак ҫын пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑй пухса пынине, унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫса та ӑнӑҫса пынине курса, Птоломей патне — Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ патне — патша ӗҫӗсене пулӑшма ыйтса ҫыру ҫырнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вилӗмӗ ҫывӑхарса ҫитсессӗн, вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ пире шанчӑк панӑ — Вӑл пире ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратӗ. Эпир, ҫын аллинчен вилекенсем, ҫавна кӗтетпӗр; санӑн вара пурӑнӑҫ валли чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Чыслӑ вилӗме мӑшкӑллӑ пурӑнӑҫран маларах хурса, вӑл хӑй ирӗкӗпе асап йышӑннӑ, аша сура-сура кӑларнӑ, 20. пурӑнӑҫа юратсан та, ҫиме юраманнине ҫиес мар тесе ҫирӗп тӑракан ҫын ҫапла ҫеҫ тума пултарнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав ҫын, Иерусалима татуллӑ шухӑшпа пынӑ пек туса, хӑй иудейсен сӑваплӑ шӑматкунӗ ҫитессе кӗтнӗ, иудейсен канӑҫлӑ вӑхӑчӗ ҫитсессӗнех вӑл хӑйӗн ҫыннисене кӑралпа авӑрланма хушнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Виҫӗ кун хушшинче сакӑрвунӑ пин ҫын вилнӗ: хӗрӗх пинӗ ҫынвӗлеренсем аллинчен пӗтнӗ, сутса янисем те вӗлернисенчен кая мар пулнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумайӑшне тӑван ҫӗршывӗнчен хӑваласа янӑ ҫын хӑй те ютра пӗтнӗ: вӑл, хӳтлӗх тупма шанса, Лакедемони ҫыннисем патне тӑванлӑх шыраса пынӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Тарӑхса ҫитнӗ халӑх ҫӗкленсессӗн, Лисимах виҫӗ пине яхӑн ҫынна кӑрал салатса панӑ та ҫулӗпе ватӑ, ӑссӑрлӑхӗпе те ҫамрӑках мар пӗр тискер ҫын ертсе пынипе хурахла вӑрҫӑ пуҫланӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Антиох ӗнтӗ ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ йӗркепе пурӑннӑ ҫын вилнӗшӗн чун-чӗререн хурланса йӗнӗ, 38. вара Андроника ҫилленсе кайса, ҫавӑнтах ун ҫийӗнчи хӗрхӗлтӗм тумне сӳсе илсе ҫурса пӑрахнӑ, хӑйне пӗтӗм хула тӑрӑх илсе ҫӳреме, ҫынвӗлерене шӑпах хӑй Онияна тискеррӗн тӗп тунӑ вырӑнта вӗлерме хушнӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Андроника тивӗҫлипе тавӑрнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ Симон ятлӑ пӗр ҫын, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑма лартнӑскер, хулара саккунсене пӑсни пирки аслӑ священникпа тава кӗрсе кайнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Лешӗсем ӗнтӗ Азот ҫӗрӗнчи пашнесене тарса кӗнӗ, анчах Иоанн вӗсене вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫавӑнта икӗ пине яхӑн ҫын пӗтнӗ; Иоанн Иудея ҫӗрне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Антиоха пулӑшмашкӑн Симон ун патне икӗ пин хастар ҫын, ылтӑн-кӗмӗл тата чылай апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ; 27. анчах лешӗ ҫакна йышӑнма кӑмӑл туман, унччен сӑмах татнине пӑсса пӗтӗмпех сивӗннӗ унран.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ионафан ӑна ӗненсе вӑл каланӑ пек тунӑ: ҫарӗсене каялла янӑ, вӗсем вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ, 47. хӑй патне виҫӗ пин ҫын хӑварнӑ, вӗсенчен икӗ пинӗшне Галилейӑна хӑварса, хӑйпе пӗрле пӗр пинне анчах илсе кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсем ҫапла патша умӗнче, ун патшалӑхӗнчи пӗтӗм ҫын умӗнче чапа тухнӑ, Иерусалима темӗн чухлӗ тупӑш илсе таврӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ионафан ун патне Антиохие, хӑюллисене суйласа илсе, виҫӗ пин ҫын янӑ; ҫавсем ҫитсессӗн, патша вӗсем пынӑшӑн питӗ савӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.