Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Вӗсем халӑх патне ҫитсессӗн, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: 15. эй Ҫӳлхуҫа! манӑн ывӑлӑма хӗрхенсем; тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл ытла та хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет; 16. эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр; 25. кам хӑй чунне упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ; 26. пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ? 27. мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ; 38. ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать; 18. ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, 19. мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакна илтсессӗн Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫав вырӑнтан пӗчченех ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ; ҫакӑн ҫинчен илтнӗ халӑх вара, хулисенчен тухса, Ун хыҫҫӑн ҫуран утнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патша салхуланнӑ; анчах тупа тунӑран тата хӑнисене те пула ӑна мӗн ыйтнине пама хушнӑ, 10. вара Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ: 32. ҫав пӗрчӗ, ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах, йывӑҫ пекех пулса каять, ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл вӗсене каланӑ: «ӑна тӑшман ҫын тунӑ» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр: 19. Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Пӗр ҫын каланӑ Ӑна: акӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.47. И некто сказал Ему: вот Матерь Твоя и братья Твои стоят вне, желая говорить с Тобою.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет те — тупаймасть; 44. вара вӑл: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Ун патне усал ернӗ суккӑр, чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ; Вӑл ӑна сыватнӑ: суккӑр, чӗлхесӗр ҫын калаҫакан та, куракан та пулнӑ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унта хӑрнӑ алӑллӑ пӗр ҫын пулнӑ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: 5. суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр; 6. Ман тӗлӗшӗмрен улталанман ҫын телейлӗ, тенӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Усала хӑваласа кӑларсанах чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иисус унтан кайнӑ чухне Ун хыҫӗнчен икӗ суккӑр ҫын: эй Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрса пынӑ.27. Когда Иисус шел оттуда, за Ним следовали двое слепых и кричали: помилуй нас, Иисус, сын Давидов!
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тепӗр ҫыран хӗррине, Гадара ҫӗрне каҫсассӑн Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем питӗ тискер пулнӑ, унти ҫулпа никам та иртсе ҫӳреймен.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.