Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан the word is in our database.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хӑҫан та пулсан тата мӗнпе те пулсан ҫакӑн пек ерҫӳсӗр пулма пултаратӑп-и вара?

Разве я могу когда-нибудь и чем-нибудь быть так занят?

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Пӗр юрату ҫеҫ мар вӗт, пӗтӗм пурнӑҫ ҫапла… — сасартӑк пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Тата кашни пулса иртекен ӗҫех йӑнӑш вырӑнне хурса тӗртсе ярсан, хӑҫан йӑнӑш марри пулать?

«Ведь это не одна любовь, ведь вся жизнь такова… — вдруг пришло ему в голову, — и если отталкивать всякий случай, как ошибку, когда же будет — не ошибка?

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку сасӑ хӑҫан та пулсан илтӗнет, анчах вӑл вӑйлӑн янӑрӗ, ҫав тери вӑйлӑн кӗмсӗртетнипе пӗтӗм тӗнче чӗтренсе илӗ!

Этот голос когда-нибудь раздастся, но так сильно зазвучит, таким грянет аккордом, что весь мир встрепенется!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ку телей мар-и вара, эпӗ хӑҫан та пулин ҫакӑн пек пурӑннӑ-и?

— Разве это не счастье, разве я жила когда-нибудь так?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан та пулин эсӗ ман ҫинчен ҫавӑн пек ухмахла сӑмахсем калама хӑятӑн пулсан, эпӗ мӗн тӑвассине асту!

— Если ты когда-нибудь осмелишься рассказывать про меня такие глупости, посмотри, что я с тобой сделаю!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан палӑрать-ха инкӗшӗн хушас е канашлас кӑмӑлӗ? платье суйланӑ чух ҫӳҫе мӗнле турасси ҫинчен е, сӑмахран, французсен театрне е оперӑна каясси ҫинчен калаҫнӑ чух палӑрать.

И в чем проявлялись эти желания? В выборе платья, в прическе, в том, например, поехать ли во французский театр или в оперу.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан хутса яратӑн, ҫавӑн чухне: сывлӑш туртса илет те, кайран пӳлӗм каллех ӑшӑнать, — лӑпкӑн тавӑрать Анисья.

— А когда затопишь: воздух и вытянет, а потом нагреется опять, — отвечала она тихо.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан уҫмалла-ха?

— Когда же отворять?

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан?

Help to translate

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫаксем пӗтӗмпех хӑҫан та пулсан Ольгӑн ҫамрӑк ӗмӗрӗнче вылянма тивӗҫлӗ хӗрӳ туйӑмсен паллисем пулас; вӗсем халӗ тӗлӗрекен пурнӑҫ вӑйӗн вӑхӑт-вӑхӑтӑн пулакан хӗрӳлӗхӗнчен кӑна килеҫҫӗ-ха.

Все это симптомы тех страстей, которые должны, по-видимому, заиграть некогда в ее молодой душе, теперь еще подвластной только временным, летучим намекам и вспышкам спящих сил жизни.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку пурнӑҫ мар, темле тимӗрҫӗ лаҫҫи; кунта ӗмӗрӗпех ҫулӑм, тӑнкӑртату, пӑчлӑх, шӑв-шав… хӑҫан пурӑнмалла-ха?

Это какая-то кузница, не жизнь; тут вечно пламя, трескотня, жар, шум… когда же пожить?

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Апла пулсан хӑҫан пурӑнмалла-ха? — Штольц асӑрхаттарнипе тарӑхса каларӗ Обломов.

— Так когда же жить? — с досадой на замечания Штольца возразил Обломов.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан хӑвӑн пуянлӑхна икӗ хут пысӑклататӑн, ҫавӑн чухне пӑрахатӑн, — терӗ Обломов.

— Когда удвоишь свои капиталы, — сказал Обломов.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан та пулсан тӑрӑшма пӑрахатӑн вӗт, — астутарчӗ ӑна Обломов.

— Когда-нибудь перестанешь же трудиться, — заметил Обломов.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫынсем хушшинче те пулать, вулать те: хӑҫан ӗлкӗрет вӑл — турӑ пӗлет.

Между тем он ездит и в свет и читает: когда он успевает — Бог весть.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ сана вӑратма хушнӑччӗ, халӗ вӑратма хушмастӑп — илтетӗн-и? — Хӑҫан тӑрас килет, ҫавӑн чухне хамах тӑратӑп.

 — Я велел тебе будить меня, а теперь отменяю приказание, — слышишь ли? Я сам проснусь, когда мне вздумается.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан та пулин вӗлеретех ҫынна; туршӑн та, ятласах вӗлерет!

убьет когда-нибудь человека; ей-богу, до смерти убьет!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тен, тепӗр чухне, тарҫӑ е пӗр-пӗр хӗр тарҫӑ ҫеҫ, улпут ачи тарӑхтарнӑскерсем: — У, ашкӑнчӑк! Хӑҫан кайса ҫухалӑн эсӗ хӑвӑн нимӗҫӳ патне! — тесе мӑкӑртатса илеҫҫӗ пулӗ.

Разве только иногда слуга или девка, которым достанется за барчонка, проворчат: — У, баловень! Скоро ли провалишься к своему немцу?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫан та пулсан ҫынсем хушшинче е хӑнара ҫапла калӑн та — намӑс пулать вӗт.

Вот этак скажешь в людях когда-нибудь или при гостях и — стыдно будет.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пурте вилетпӗр, кам хӑҫан вилесси — турӑ ирӗкӗнче! — хирӗҫ тавӑрать Пелагея Игнатьевна, ассӑн сывласа.

— Все умрем, кому когда — воля Божья! — возражает Пелагея Игнатьевна со вздохом.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed