Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кэргыль хӑйӗн шурӑ сухалне темиҫе хут чӗпӗтсе илчӗ те васкамасӑр чӗлӗмне тивертсе ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин пӗр шӳт тумасӑр: — Пӳрте куҫмастӑп. Хам пурнӑҫа эпӗ ярангӑра пурӑнса ирттертӗм, ярангӑрах вилетӗп, — терӗ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Нина Ивановна, кусем мӗнле ачасем-ши тесе, вӗсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан тин: — Тӗрӗс, эпӗ Нина Ивановна, — терӗ.Нина Ивановна с любопытством осмотрела их и только после этого ответила: — Да, я Нина Ивановна.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӑртакран тин вара, ҫулҫӑ варкӑшӗ килсе ҫапсан, ҫӗркаҫ питрав вӑййинчен кунталла утнӑ сукмакпа анаталла, фермӑналла, хурлӑн анса кайрӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Алӑк патне ҫитнӗскер, Нинӑна тултан тин кӑна кӗрсе тӑма ӗлкӗрнӗ Виталий хӑпӑл-хапӑлах хӑй ытамне туртса илчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара, ӑшӗнчи ӑшӑнчӑк шухӑшне тата хытӑраххӑн тӗвӗлесе, вӑл та Нина тин кӑна кӗрсе ҫухалнӑ алӑк еннелле ярӑнса утӑмларӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Епле сехремӗрсене хӑпартнӑччӗ пирӗнне Шӗшлӗ, пӗррех мӗкӗрттерсе кӑшкӑрса янӑччӗ те, хӑмла ҫырли хушшиичен пуля пек сирпӗнсе тухса тепӗр ҫырана тарса ӳксен тин чун пырса кӗнӗччӗ вӗт иксӗмӗре те.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мукуҫ мучи ытти кӗтӳҫсемпе ӗне кӗтӗвӗ хыҫҫӑн картаран тухса суллансан тин, ирхи сӑвӑм хӑшкӑлӑвӗнчен пушансан, ҫынсенчен аяккарах пӑрӑнчӗ те хӗр, вӗтлӗхе кӗрсе, тӑраниччен эрленсе- хурланса макӑрчӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Бикмуш мучине урайне тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ утӑ ҫине вырттарнӑ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хум иртсе кайрӗ, вара тин вӑл аслашшӗне тепӗр хут чӗнчӗ:
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Капла ӗҫ тухмасть, хӗрӗм, сик шыва! — терӗ вӑл, хӑй Ильсеяр хӑрушшӑн ҫӗкленсе килекен ҫӳлӗ хума хирӗҫ сикиччен кӗтрӗ, ун хыҫҫӑн тин сикрӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кӑнтӑрла тин, хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитсен, пулемет тупӑнчӗ.И только в полдень, когда солнце вошло в зенит, пулемет был найден.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кимме шыва антарса, Гюльбану унпа малтан хай ишсе ҫаврӑнса килчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн тин кимме Ильсеяра шанса пачӗ.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Шӑнса чӗтреме пуҫласан тин шывран тухрӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫавӑнпа Ильсеяр хӑй мӗншӗн килнине старик тепӗр хут ыйтсан тин хуравлама пултарчӗ:
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тин вара Ильсеяра тӗпчеме пӑрахрӗҫ, ҫак пӳлӗме илсе килчӗҫ.Тогда ее оставили в покое и привели вот в эту самую комнату.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫитерессе те вӗсене тин ҫеҫ пуснӑ ӗне какайӗ ҫеҫ ҫитеретчӗҫ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Вара тин кӑна выртнӑччӗ ӗнтӗ манӑн карчӑкӑм, — шант! тутарчӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унӑн хӑрах куҫлӑ типшӗм сӑнӗ-сӑпачӗ те тӗссӗрленсе кайнӑ пек туйӑнать, ҫийӗнчи кӗпи-тумтирӗ хӑйӗн, ҫак этем тин кӑна темскерле тӑвӑр хушӑк витӗр аран-аран хӗсӗнкелесе тухнӑ евӗрлӗ, тӗлӗнмелле лӳчӗркенсе, хутланкаласа пӗтнӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫаврӑнӑҫусӑр, ӗҫлеме хӑнӑхман шухӑш, тин кӑна ҫӑвӑрланӑ та халлӗхе суккӑр кушак ҫурилле, нимӗн пӗлмесӗр-ӑнланмасӑр ӑҫта килчӗ унта ҫитсе тӑрӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ун куҫӗ умӗнче тин кӑна пурӑнса ирттернӗ, халтан кайичченех ывӑнтарса ҫитернӗ каҫӑн сценисем пӗр хускалмасӑр тӑраҫҫӗ: акӑ ӳсӗр Жуков, вӗт шатра пусса илнӗ, ленчешке ӳтлӗ этем — ташлама хӑтланать, ҫӑнӑх миххи евӗр йывӑррӑн месерле кайса ӳкет те, аллисемпе ҫӳлелле кармашса, хӑраса кайса хӑйӑлтатать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.