Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнтан хурахсем хӑйсен эшкерӗн тӗп чӑмӑрне ҫӗнӗ ҫынна ҫав тери сайра йышӑнни палӑрчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегина Калюков хӑйсен ушкӑнне чиперех йышӑнчӗ, анчах самантлӑха та айккине пӗччен ямасть-ха, кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ текелет ҫеҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хаҫат-журнал вуланӑ чухнехи рехетленӳ таҫта кайса ҫухалчӗ, каллех кулленхи ӗҫсем хӑйсен ҫыпҫӑнчӑкӗпе явакласа илчӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хваттерне ҫитсен, вӑл кил хуҫи карчӑкне эрех илме лавккана ячӗ, лешӗ тухса кайсан, алӑка ҫаклатрӗ, унтан кравать айӗнчи пӗчӗк арчаран сӗтел ҫине ҫыхӑ кӑларса хучӗ, ӑна салтса, сехетсене илчӗ те ытти япаласене каллех хӑйсен вырӑнне чиксе хучӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсен ялӗсене сайра хутра пыркалаҫҫӗ те, вӗсенче тӑтӑшах пулмаҫҫӗ вӗсем, пулсан та, нумаях пурӑнмаҫҫӗ, влаҫ аллине ҫакланасран хӑраҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсен вӑйне, хӑватне кӑтартма тӑрӑшрӗҫ-ши?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, Ванькка камне пӗлсен, вӗсем ӑна пӗтереҫҫӗ ҫеҫ мар, ют ҫынсене хӑйсен ушкӑнне йышӑнма пач пӑрахӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешсем пек лагерьте пурӑнмаҫҫӗ, хӑйсем ҫав тери тискер, ҫынна ним мар вӗлереҫҫӗ, шутсӑр асӑрхануллӑ тата, нумай-нумай ялсенче хӑйсен ҫыннисене тытса тӑни сисӗнет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Экеҫре хӑйсен ҫынни пур пулас вӗсен, ахальтен пыман унта, кооператив укҫи ӑҫта упраннине те тӳрех пӗлнӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсен тӗп ушкӑнӗ пысӑках мар курӑнать вӗсен, анчах унта, тен, никамах та йышӑнасшӑн мар.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсен умӗнчен иртнӗ чухне Унеҫӗм кантӑкран халь те-ха пӑхса ларакан арӑмӗнчен, пуҫне сулса, мӗн кирлине ыйтрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Калюк хурахӗсем кӑҫал хӑйсен ирсӗр ӗҫне июньте, Тӑрмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче, тунӑ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӗтел хушшинче ларакан ытти офицерсем ахӑрса ячӗҫ, хӑйсен чӗлхипе тем калаҫрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Уҫнӑ та, шалта мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Корольпа Валет хӑйсен юррине тепре юрла пуҫласан, Антун тӳсеймерӗ: — Хӑвӑр ма-ха ҫаклантӑр кунта? Ҫак йышпах? — тесе ыйтрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗршывра ытти ҫӗрте вӑрӑ-хурахсен эшкерӗсемпе кӗрешнинчен вара хӑраман утамансем хӑйсен хушамачӗсемпе ячӗсене пач пытармасӑр ҫӳрени те паллӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурте хаҫатсем патне пырса, хӑйсен колхозӗнчи «ӗҫ паттӑрӗн» ятне шырама тытӑнаҫҫӗ.Все подошли к газетам и стали искать имя получившего звание «героя труда».
Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.
Отрядсенче хӑйсен ӳнер ӑсталӑх лаҫҫисене тата пултарулӑх енӗпе ӗҫлемелли пӳлӗмӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫамрӑк художниксем валли кӑларакан журналсем ҫырӑнса илеҫҫӗ, киҫтӗке е кӑранташа алла ҫирӗп тытакансем валли вара ӳнерпе ҫыхӑннӑ пӗчӗк мар кӗнеке ҫӳлӗкӗ те пур.
2-мӗш юсантару колонийӗнче «Ҫурхи тумлам» курав-конкурс иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31304.html
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер хальхи пурнӑҫра «цифрӑсӑр» май ҫуккине, хӑйсен районне сӑнав проекчӗ вырӑнне йышӑннӑшӑн савӑннине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳ районне цифрӑласшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31301.html
Юратнӑ хӗрарӑмӗсен аллисем хӑйсен ҫӳҫ пурҫӑнӗпе унӑн пит ҫӑмартисене ачашлаҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.