Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен the word is in our database.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) more information about the word form can be found here.
— Давыдов тырӑсем пӑхма пӗччен кайрӗ-и?

— А Давыдов-то один ходил хлеба проведывать?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мур пӗлет-и ӑна, сухаран кая юлса таврӑнчӗ, вара темле инкек ӑна пӗччен хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухнех акнӑ кӗрхи тырӑсене пӑхма илсе кайрӗ.

— Чума его знает, тут-таки с пахоты вернулся поздно, а тут нужда его носила озимые хлеба глядеть, какие ишо при единоличной жизни посеянные.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Таҫта тӗттӗмре пӗччен йытӑ улани илтӗнет.

Где-то во мраке еле слышно завывали псы.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Плугне лайӑх майлаштарса панӑ, касӑран сайра хутра кӑна тухкаласа каять, вӑл хӑй пӗччен те сухалама пултармалла.

Плуг настроенный, выскакивает редко, ей и одной бы можно пахать…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр пӗччен ларма, темле, питӗ хӑрушӑ.

Одному как-то ужасно пребывать…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, халӑх кӗлечӗ умӗнче, хутортан кӑларса янӑ хӑйӗн тусӗн, Тимофей Рваныйӑн хут купӑсне каласа ларать, анчах садсене, лапамсене тӗксӗм-кӑвак тӗс ҫапсанах, ҫынсен шӑв-шавӗпе выльӑх-чӗрлӗх макӑрни-мӗкӗрни шӑпланса ҫитсенех, вӑл тӑкӑрлӑкпа васкамасӑр Фектюша картишӗ еннелле утать, ҫав вӑхӑтра вара пӗр-пӗринпе салхуллӑн пӑшӑлтатса ларакан тирек тӑррисем ҫийӗн, шӑпланса ларнӑ хутор ҫийӗн, Дымок пекех пӗччен, ун пекех ҫап-ҫавра сӑн-питлӗ уйӑх шӑвӑнса иртет.

На закате солнца играет возле общественного амбара на гармошке своего сосланного дружка, Тимофея Рваного, но как только синяя тень ляжет в садах и левадах, едва утихнет людской гомон и скотиний мык, он не спеша шагает по проулку к Фектиному базу, а над грустно перешептывающимися верхушками тополей, над безмолвным хутором идет такой же одинокий, такой же круглолицый, как и Дымок, месяц.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Маринӑпа уйрӑлнишӗн вӑл калама ҫук хытӑ асапланать, хуйхӑрать, килӗнче те пӗччен халлӗн ларасси килмерӗ унӑн.

Он жестоко мучился разрывом с Мариной, страдал и избегал одиночества.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ан тив, пӗччен кӑна килтӗр вӑл.

Пусть он придет один.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Яков Лукич шурӑ эрех илме Ҫеменне ячӗ, хӑй вара, пӗр пӗччен пулас килнипе, анкартине тухрӗ те улӑм ури ҫумӗнче пӗр-икӗ сехете яхӑн шухӑшласа ларчӗ:

Яков Лукич за водкой послал Семена, а сам, взалкав одиночества, ушел на гумно и часа два сидел под прикладком соломы, думал:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах каҫхине вара, ӗҫре иртсе кайнӑ кунӑн вӗркӗшӗвӗ лӑпланнӑ хыҫҫӑнах, киле кайма вӑхӑт ҫитсен, лере, пӗчӗк пӳлӗмре, виле тӑпри ҫинче ларакан хӑлат пек сивӗ те тискер Половцев пӗр пӗччен ларнине шухӑшласа илнипех Яков Лукичӑн ӑшӗ вӑркама тытӑнать, хусканӑвӗсем сӳрӗкленеҫҫӗ, калама ҫук хытӑ ывӑннипе ҫан-ҫурӑмӗ лӑштӑрах каять…

А вечером, как только утихала суета рабочего дня и приходило время идти домой, при одной мысли, что там, в горенке, сидит Половцев, как коршун-стервятник на могильном кургане, хмурый и страшный в своем одиночестве, — у Якова Лукича начинало сосать под ложечкой, движения становились вялыми, несказанная усталь борола тело…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пусасса колхоза кӗнисем те, пӗччен хуҫалӑхпа юлнисем те пусаҫҫӗ.

Резали и вступившие в колхоз, и единоличники.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Самаях тӑрмашкаласа выртрӗ ҫапла Лекҫей, ҫук, май ҫук, кунтан вӑл пӗччен ним тусан та хӑпараймасть.

Help to translate

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Пӗччен хуҫалӑхпа юлнисене мӗн тӑваҫҫӗ?

— Что единоличникам будет?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Часах тата арӑмӗ пӑрахса тухса кайрӗ, кайнӑ чух ҫапла каласа хӑварчӗ: «Икӗ ҫул пурӑнса та санран икӗ сӑмах илтеймерӗм. Ҫук ӗнтӗ, пӗччен халлӗнех пурӑн!

А вскоре ушла жена, заявив: «Два года жила с тобой и двух слов не слыхала. Нет уж, живи один!

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хампа тантӑшлисен ывӑл-хӗрӗсен ачисем ҫине пӑхатӑп та, куҫҫулӗпех пит-куҫӑма ҫӑватӑп: вӗсен карчӑкӗсем валли савӑнмалли те, йӑпанмалли те пур, эпӗ кӑна, шӑтӑкӗнче ларакан тыркас пек, пӗр пӗччен

Гляну на чужих внуков, да так слезьми и умоюсь: у других-то старухам радость да утеха, а я одна, как суслик в норе…

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чухӑнпа вӑтам хресчен пӗр пӗччен трактор туянма хал ҫитерейрес ҫук: пыршисем ҫинҫе!

Бедняку и середняку-одиночке купить трактор слабо: кишка тонка!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗншӗн пӗччен? — тарӑхса ун сӑмахне пӳлчӗ хӑна.

— Зачем же одному? — с досадой перебил его гость.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тата ҫавӑн пек ӗҫе пӗччен пуҫпа тытӑнма…

— Опять же одному идтить на такие…

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пахчара пӗччен кичем пулас сана, тӗрӗс вӗт?

— Тебе, верно, скучно одной в винограднике?

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӗр пӗччен — никам курмасть, илтмест ӑна; чечекри иҫӗм шӑрши, ирхи савӑк уҫӑлӑхпа чӗрери вӗри юн ӳсӗрӗлтерсе яраҫҫӗ ӑна, акӑ вара ун чӗлхи ҫинче самантрах айванла юрӑ сӑмахӗсем ҫуралса тӑраҫҫӗ те, яланлӑхах манӑҫа тухса, ҫилпе вӗҫсе саланаҫҫӗ:

Она одна — никто не видит и не слышит ее; запах цветущего винограда, радостная свежесть утра и горячая кровь в сердце опьяняют ее, и вот слова наивной песенки мгновенно рождаются у нее на устах и уносятся ветром, забытые навсегда:

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed