Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, 6. упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те 7. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ; 12. вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑмашкӑн, хӑйсене, хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен ачисене ырӑлӑх кӑтартмашкӑн пӗр чӗре те пӗр ҫул парӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем Ман енне питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ; Эпӗ хӑйсене вӗрентнӗ чухне, ҫине-ҫинех вӗрентнӗ чухне вӗсем итлемерӗҫ, ӳкӗтленине йышӑнасшӑн пулмарӗҫ, 34. Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна ирсӗрлетсе, хайсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах сана ҫиекенсене пурне те хӑйсене ҫисе ярӗҫ; тӑшманусем те пурте хӑйсемех тыткӑна кайӗҫ, сана тустаракансене хӑйсене тустарӗҫ, сана ҫаратакансене хӑйсене ҫараттарӑп.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсене хӑйсене тата вӗсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярса тӑрӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсене намӑса хӑварса, хӑйсене хӑйсем хурлаҫҫӗ вӗсем.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпрӗҫ: «мӗнех тӑвайӗ Вӑл? пирӗн пата инкек-синкек килмӗ, эпир хӗҫ те, выҫлӑх та курас ҫук. 13. Пророксем те — ҫил анчах, вӗсем [Ҫӳлхуҫа] сӑмахне пӗлмеҫҫӗ, вӗсене хӑйсене ҫапла пултӑр!» терӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑйсене вӑрманта тасатакансем, ҫавӑнта ҫӑвӑнакансем, сысна ашӗпе ирсӗр апат тата шӑши таврашне ҫиекенсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепӗри пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӑшкӑл курнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивнӗ тивлетпе савӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен ҫӗрӗнче икӗ хут ытларах илӗҫ; вӗсен ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ пулӗ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл халӑхсене нумайӑшне тӗлӗнтерсе пӑрахӗ; Ун умӗнче патшасем ҫӑварне хупӗҫ: вӗсем хӑйсене каламаннине курӗҫ, хӑйсем илтменнине пӗлӗҫ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ хуларан пулса кайнисем тееҫҫӗ, Израиль Турри ҫине тӗревленеҫҫӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Йӗрӗх тӑвакансем пӗри те ниме тӑмасть, вӗсен тем пекех савнӑ йӗрӗхӗсем те нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене хирӗҫ хӑйсемех кӳнтелеҫҫӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вӗсене хӑйсене вӗлерекенсене вӗлернӗ пекех вӗлернӗ-и вара?
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вӗсене хӑйсене пӗтерекенсене пӗтернӗ пекех пӗтернӗ-и вара?
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ палӑк Египет ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫана уяса тӑнине пӗлтерекен, астутарса тӑракан паллӑ пулӗ: хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана йӑлӑнӗҫ те, Вӑл вӗсене ҫӑлакан тата хӳтӗлекен ярса парӗ, вӗсене хӑтарӗ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: Израиль йӑлкӑмӗ тата Иаков килӗнчен ҫӑлӑнса юлнисем ӗнтӗ хӑйсене аркатса тӑкнӑскере шанма пӑрахӗҫ, вӗсем пӗтӗм таса чунран Ҫӳлхуҫана ҫеҫ, Израилӗн Святойне ҫеҫ, шанса тӑрӗҫ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑйсене хӑйсем ӑсчах тесе шутлакансене, хӑйсене хӑйсем ӑслӑ-тӑнлӑ тесе шутлакансене хуйхӑ ҫитӗ!21. Горе тем, которые мудры в своих глазах и разумны пред самими собою!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.